Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупайманнипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килӗнче ларма-тӑма вырӑн тупайманнипе Хумкка сивӗ уйран ӗҫсе уҫӑлчӗ те правлени еннелле тухса уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ниҫта ларма-тӑма вырӑн тупайманнипе вӑл уҫӑлма тесе картишнелле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урӑхла ниепле те май шыраса тупайманнипе хӑйне хӑй йӑпатма тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ку мар, ку мар»… — упӑшкине тупайманнипе вӑл йӑлтах аптӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эп сана, — чашкӑрчӗ вӑл, кирлӗ сӑмахсем тупайманнипе ҫилленсе.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл кумыса ытларах ӗҫсе тултарнӑ куран — ҫӗрле сарайран вӗлле хурчӗ тапӑннӑ чухнехи пек васкаса сиксе тухрӗ, туалет тупайманнипе тӑм хӳме айккине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле юлашки ҫӑнӑхран чуста ҫӑрнӑ вӑхӑтра вӑл кӑмака хутса ячӗ, хутаҫ ӑшне ӑшӑ нуски, кружка, кашӑк, алсиш хучӗ, унтан пӳртре ун-кун уткаларӗ те ӗҫ тупайманнипе вырӑн ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл куҫӗпе пӳлӗме тӗплесе ҫаврӑнчӗ, нимӗн иккӗлентерекен паллӑ тупайманнипе пуль, сак ҫине ларчӗ те сӑмах пуҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ отчетпа суйлав пухӑвӗнче лартӑм, анчах эсӗ пӗрмаях ман куҫ умӗнче пултӑн, эпӗ чӑн-чӑн сӑмахсем тупайманнипе асаплантӑм.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӗрери туйӑм-ӗмӗт пуянлӑхӗ пурнӑҫра пур чухне те хӑйне килӗшӳлли те тивӗҫӳлли тупайманнипе ӑвӑнса асапланни ун пит-куҫӗнче ҫапла хурлӑн йӗрленнӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӗр ҫинче вӑл хӑйне тивӗҫ юлташ тупайманнипе кӑна, ӑна шыраса, йӑнӑшпа, ахаль ҫын ҫумнех килсе лекнӗ…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пур ҫӗре шыранӑ хыҫҫӑн, тупайманнипе тарӑхса, хайхисем автоматри юлашки обоймӑсене те кӳлӗ ҫине кӑларса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тимӗрҫӗ лаҫҫинче эпӗ хама валли вырӑн тупайманнипе урса кайнӑ ҫын пек чупкаласа ҫӳрерӗм…

Я как бешеный метался по кузнице…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗҫ тупайманнипе хӑшкӑлнӑ ҫынсем хӑйсене ӗҫ пама ыйтрӗҫ.

Безработные требовали права на труд.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халь, патне ҫитсен, тивӗҫ сӑмах тупайманнипе хӑйне хӑй ӳпкелерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ватти вара хӑй мӗнле калаҫнине сӑнама хӑнӑхнӑ пулас, хӑш-пӗр ҫӗрте пӳлӗнсе чарӑна-чарӑна тӑрать, кирлӗ сӑмах тупайманнипе тарӑхса хӗрелсе каять.

Но чуваш постарше часто с трудом подыскивает нужное слово, краснея от напряжения и смущения больше, чем от вина.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нимӗн те тупайманнипе сасартӑк каска пуканне ҫавӑрса тытрӗ.

Не найдя ничего подходящего, схватил стул-чурбак и двинулся к выходу.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тарӑхса ҫитнӗ Чӗкеҫ ачисене шырать, нихӑшне те тупайманнипе хӗрарӑмсене хӳтерме тытӑнать:

Чегесь снует по избе, собирает разбежавшихся ребятишек, кричит на толпящихся:

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эльгеев пуплев йӗркине тупайманнипе аптрарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кирлӗ сӑмах тупайманнипе вӑл пӗр хушӑ шарламасӑр ларчӗ, унтан: — Чӗрӗ чунсем… — тесе хушса хучӗ.

Не найдя слова, он помолчал и наконец добавил: — Живые души…

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех