Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунсӑхпа (тĕпĕ: тунсӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑрахса хӑварнӑ хӑйӗн планетине тунсӑхпа аса илнӗрен вӑл король пулӑшасса шанса ҫапла ыйтрӗ:

Тут он снова загрустил, вспоминая свою покинутую планету, и набравшись храбрости, попросил короля:

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Лирика харкамҫи ырӑпа усала уйӑрма вӗрентет, никама та хурламасть вӑл. Пурнӑҫа тав тума пӗлет, ҫут ҫанталӑка та юратать. Унӑн поэзийӗнчи тӑван кил, юратнӑ анне, ҫутҫанталӑк сӑнарӗсем хӑйне евӗр тунсӑхпа, илемӗпе тыткӑнлаҫҫӗ», – терӗ яланхи «Варкӑш» хӑни Ольга Австрийская ҫыравҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Ҫав шутра хамшӑн нумай шухӑшлӑ пӗлтерӗш пуррине, чылаях тунсӑхпа асаплану пулнине хам кӑна лайӑх туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӗри тунсӑхпа шухӑшлав теми, халӑх хурлӑхне (анчах вӑл хурлӑх чун-чӗре пархатарлӑхне ӳстернӗ) ытла та хумханмалла кӑтартаканскер, ерипен хыҫа юлать поэма вӑйлӑ та тапса тӑракан ритмсем ҫине куҫать Ҫак ритмсем итлекенсен чӗринче вӗҫӗ-хӗррисӗр пурӑнас килнин туйӑмне вӑратаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫӳлте, пӗрремӗш этажри вестибюльте, нихӑҫан, нимӗнле усал, хаяр вӑй та хавшатайми, путлантарайми ҫамрӑклӑх, яшлӑх «чуччӑвӗ ярӑнса», вут-хӗмленсе, студентсем, ытларах аслӑрах курссенче вӗренекенсем (паллах, вӗсем те ачаллах ӗҫ туртине тӑмасӑр, «Сталин икерчине» ҫимесӗр ӳсмен), шуххӑн «кулса-выляса, тунсӑхпа кичемлӗхе «арпалантарса» вашкӑрттара-вашкӑрттара, кӗвӗ ҫемипе йӑкӑш та йӑкӑш, вӑшш та вашш вальс ҫавӑрттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Астрологсем тунсӑхпа кӗрешме сӗнеҫҫӗ.

Астрологи советуют бороться с меланхоличным настроением.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Карамышпа Тукайшӑн пулсан иртен пуҫласа каҫчен ӗҫкӗпе йӑпанни — пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ, унсӑрӑн кунта тунсӑхпа ухмаха тухма та ним те мар.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Этем тунсӑхпа наркӑмӑшланнӑ чухне хирӗҫлеме юрамасть, — уйланчӗ тухтӑр каютӑран тухнӑ май.

«Когда человек отравлен сплином, не следует противоречить, — думал доктор, покидая каюту.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

— Эли, таратпӑр! — тунсӑхпа кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

— Эли, бежим! — с тоской вскричал он.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Стар питӗ тимлӗн итлет, ӑна пӑтравлӑ тунсӑхпа тултарса лартнӑ ӑнланмалла мар хумхану сӑлтавне тӗшмӗртме тӑрӑшать.

Стар напряженно слушал, пытаясь дать себе отчет в необъяснимом волнении, наполнявшем его смутной тоской.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Юрӑҫа итленӗ май Джесси тӗлкӗшет, ҫавна пулах Гленар унӑн сӑмахӗсене кӗрет тунсӑхпа тӑнлать те кӗлеткинчен куҫӗсене вӗҫертмест, — ытараймилӗхе сиреймест, ҫавӑнпа кӑштах кулӑшла туйӑнать; ҫакна вӑл хӑй те пӗлет, ҫакӑншӑн ӑшӗнче самаях вӗчӗрхенет.

Джесси, внимая певцу, разгорелась, и от того с еще большей тоской Гленар прислушивался к ее словам, не в силах отвести взгляд от ее фигуры, — стряхнуть очарование, делавшее его смешным, что он знал и от чего сам же приходил в раздражение.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хӑмӑр куҫӗсем унӑн тӗлӗнмелле пысӑк тунсӑхпа тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫав самантсенче ҫапла тӗплӗн шухӑшламарӑм паллах, унччен хевтесӗр тата йӳҫӗ тунсӑхпа тӗл пулни пӗтӗмпех ансат та ӑнланмалла халӗ, уҫӑмлӑ та кирлӗ.

В те минуты я не думал об этом, мне было просто понятно, ясно и желательно все, что ранее встречал я немощной и горькой тоской.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Тилӗрӳпе те тунсӑхпа антӑхнӑскер — вӑл ҫӗр ҫине йӑраланса анчӗ, йывӑррӑн сулланать, шӑлне ҫыртса лартрӗ.

Задыхаясь от гнева и тоски, он неуклюже спрыгнул на землю и, пошатываясь, стиснул зубы.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Кӗлетки ҫирӗпленчӗ, йывӑрлӑхне ҫухатрӗ; илемлӗ ӗмӗтсемпе ҫемҫелнӗ пичӗ шухӑша путнӑ, кулать, — вӑл кӑмӑла каякан, кӑсӑк кӗнеке вулать тейӗн — унта вара черчен эреш ӑшне тунсӑхпа хӑпартлану, кӑмӑллӑ кулӑшпа ҫепӗҫлӗх хуплашкаланнӑ.

Тело его окрепло и утратило тяжесть; лицо, смягченное грезами, задумывалось и улыбалось, словно он читал интересную, нравящуюся книгу, где были переплетены в тонком узоре грусть и восторг, юмор и нежность.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Пуш хир шӑплӑхӗ утакан ҫынна тӑнлать тейӗн; кунӑн лӑпкӑ ытараймилӗхӗнче Горн шухӑшӗсем пӗри тепринпе ылмашӑнаҫҫӗ, вӑл вара вӗсене кӗнеке вуланӑн йӗрлесе пырать, тимлӗ тунсӑхпа тулсах ларнӑ, хӑйӗнче чӗнмесӗр пурӑнас хатӗрлӗхне никам та аркатаймасть ахӑр.

Тишина пустыни прислушивалась к идущему человеку; в спокойном обаянии дня мысли Горна медленно уступали одна другой, и он, словно читая книгу, следил за ними, полный сосредоточенной грусти и несокрушимой готовности жить молча, в самом себе.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫак чӑнлӑха уҫни кӑмӑлӑма пӑсрӗ паллах, анчах юлашкинчен мана ҫав вӑтӑр ултӑ сехетрен — эпӗ ҫав тери вӑйлӑ хумханура, хӑрушлӑхра, савӑнӑҫ-тӗлӗнӳре, тунсӑхпа юратура ирттернӗ вӑхӑтран — ҫӑлӑнса тухма пулӑшрӗ.

Это открытие было неприятно, но помогло мне наконец оторваться от тех тридцати шести часов, которые я провел среди сильнейших волнений и опасности, восхищения, тоски и любви.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кӗвӗ-ҫемӗн пӗр сыпӑкӗ, — флейтӑсен хумлӑ-хумлӑ темӗнле юхӑмӗ, — мана илӗртет те илӗртет, тунсӑхпа йӑпанӑҫ шӑршине-сӗмне капӑррӑн сапалать.

Одна музыкальная фраза, — какой-то отрывистый перелив флейт, — манила и манила меня, положительно она описывала аромат грусти и увлечения.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ юрласа пӗтермен юрӑ варринчен тухрӑм, юрӑ вара — тунсӑхпа тата юратупа ҫыхӑннӑ ытти мӗн пурри пекех, тата ҫав хӗр — Молли йышши селӗм-чечен ухӑ йӗппи сӑнарӗпе — ытарайми, ҫав тери кӑмӑллӑ.

Итак, я вышел на середине недопетой песни, начинавшей действовать обаятельно, как все, связанное с тоской и любовью, да еще в лице такой прелестной стрелы, как та девушка, Молли.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак сӑмахсене тунсӑхпа вуласа тухрӑм.

Я с грустью перечитывал эти слова.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех