Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумӗнчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Микула сӑн-сӑпатӗнчен, тумӗнчен питех улшӑннӑ пулсан та, арӑмӗ ӑна пӗрре пӑхсах палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр ӑҫтисем пулнине тумӗнчен палласа илчӗ пулас ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр-пӗр стрелецӑн лапсӑркка ҫӗлӗкне хывса илме пулатчӗ пуль — вилнӗ ҫын тумӗнчен йӗрӗнни хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсем те салтакла, те матросла тӑхӑннӑ, тумӗнчен уйӑрса илме ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тумӗнчен пӑхсан, рабочи пулмалла:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Япала тейӗн — вӗсене хыпашлаҫҫӗ; Гент тумтирне, унӑн ӳт тӗсне курнипе ҫухӑрашаҫҫӗ, пырӗсенчен темӗнле сасӑ кӑлараҫҫӗ; негрсенчен кашниех сунарҫа тумӗнчен е аллинчен перӗнет те тараватлӑ ахӑлтатупа айккинелле сиккелет; пуҫӗсене хул пуҫҫисен хушшине чикеҫҫӗ, тринкки-тринкки сиккелесе кӳршисене чӗпӗте-чӗпӗте илеҫҫӗ.

Их ощупывали, как вещь; платье Гента и цвет его кожи вызывали визгливые гортанные крики; каждый негр, коснувшийся платья или руки охотника, отскакивал с добродушным хохотом, уводя голову в плечи, подскакивая и щипля соседей.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Феня пӗр сӑмахсӑр ҫурта илнӗ те, хӑйӗн тумӗнчен вӑтанса, ҫӳҫенкелесе-пӗркенкелесе, пӑлтӑралла тухнӑ; вӑл ҫара хулпӳҫҫийӗсене пысӑк тутӑр ҫеҫ витнӗ мӗн.

Феня молча взяла свечу и, стесняясь своего костюма, потому что была в большом платке, накинутом на голые плечи, ежась и закрываясь, вышла в сени.

IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Хӑнасен кӗпи-тумӗ ҫырӑнакан ҫамрӑксен тумӗпе килӗшсе тӑмалла, вӗсен тумӗнчен чаплӑ пулмалла мар.

Туалеты гостей должны соответствовать одежде новобрачных, чтобы своими туалетами не затмили молодоженов, особенно невесту.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Иртен-ҫӳренсене ним именмесӗр пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити шӑтарасла пӑхни, вӗсен тумӗнчен кулни килӗшӳллӗ мар.

Невежливо бесцеремонно рассматривать прохожих, смеяться над их внешним видом.

Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Старикӗн мӗнпур тумӗнчен камфарӑпа мускус шӑрши кӗрет; ун ҫав тери тӑрӑшса тумланнӑ кӗлетки питӗ хытӑ чӗреллӗ ҫынна та тӗлӗнтернӗ пӳлӗччӗ!

Залежалым запахом, запахом камфары и мускуса несло от всей особы старика; озабоченная торжественность его осанки поразила бы самого равнодушного зрителя!

XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Тумӗнчен палларӑм.

По ковбойке узнал.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Ҫавӑнпа Сергей, хӑйӗн райпотребсоюз преседательне аван пӗлсе тӑраканскер, унӑн ҫӗнӗ тумӗнчен те, хура сӑн ҫапнӑ сухаллӑ питӗнчен те тӗлӗнмен, вӑл Рубцов-Емницкий пурӑнӑҫ ҫинчен, хӑй ҫӳресе курнисем ҫинчен каласа панӑ чух пурне те ӗлӗкхи пекех мар, пачах урӑх куҫпа пӑхса, урӑхла хак панинчен тӗлӗннӗ, ун сӑмахӗсенче темле ырӑ мӑнкӑмӑллӑх сисӗннӗ: «Ак мӗнле вӑл Рубцов-Емницкий!

Поэтому и Сергей, так хорошо знавший своего председателя райпотребсоюза, удивлялся как раз не новому его одеянию и не смуглости небритого лица, а тем необычным для Рубцова-Емницкого суждениям о жизни и тем интересным рассказам о поездке, в которых чувствовалась какая-то благородная гордость: «Вот, мол, какой есть Рубцов-Емницкий!

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ вӗсене тумӗнчен палласа илтӗм.

Я угадал их по форме.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем ӑна кӑкӑрӗсенчен, хулпуҫҫийӗсенчен, аллисенчен, тумӗнчен яра-яра тытаҫҫӗ.

Они хватают ее за грудь, за плечи, за руки, за одежду.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хӑш-пӗр чӑваш прозаикӗсен йӑлӑхтармӑш йӑла пур: персонажсене вӗсем, тӗк тӑратса, тумӗнчен пуҫласа куҫӗпе ҫӳҫӗ мӗн тӗслине кӑтартиччен йӑлт «сӑнласа» параҫҫӗ, вара чӗрӗ сӑнар вырӑнне турӑш ҫинчи евӗр сӑн пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫапла вара чӑваш халӑхӗн авалхи тумӗнчен пуҫласа паянхи ҫи-пуҫӗ таранчченех курма пулатчӗ уявра.

Таким образом, на празднике можно было увидеть одежду от старинной чувашской народной до современной.

Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех