Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумтирпе (тĕпĕ: тумтир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дурбанпа унӑн тавралӑхӗнчи промышленность шутне сахӑр тростникне тирпейлесси, тумтирпе текстиль туса кӑларасси, хими, нефть тирпейлекен тата целлюлозӑпа хут кӑларакан промышленность, каучук хатӗрлесси, автомобильсене пуҫтарасси, апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗ кӗрет.

Промышленность Дурбана и его окрестностей включает переработку сахарного тростника, производство одежды и текстиля, химическую, нефтеперерабатывающую и целлюлозно-бумажную промышленность, производство каучука, сборку автомобилей, пищевую промышленность.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Тем пек савӑнчӗ ҫакӑншӑн председатель, тем пек тав турӗ ӑслӑ хӗрарӑма, вӗсен шкула ҫӳрекен ачисене тумтирпе пулӑшма сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра кашниех: «Ма пулма пултараймӗ? Чурӑс халӑхсен хушшинче кунашкал сӗмсӗркке те тирпейсӗр этемсем юмахри пекех пуянни сахал-и! Мӗншӗн ку ҫавӑн йышши пуянсенчен пӗри мар? Ун шанчӑклӑ ҫыннине те ӗненмесӗр тӑма ҫук. Вӑл паха тумтирпе, хӑйне хӑй йӗркеллӗ тыткалать», — тесе шухӑшларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унсӑр пуҫне ҫавӑн пек каччӑна таса мар тумтирпе ҫӳрени килӗшмест те тесе шухӑшлать хӑй тӗллӗн — ҫынран аван мар..

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Арҫынни те, хӗрарӑмӗ те ҫирӗп пиртен ҫӗленӗ тумтирпе.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑй вара саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ тумтирпе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Ҫав тумтирпе ӑҫта кӑна ҫитмен-ши вӑл?

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мероприятие ҫынсене 1960-мӗш ҫулсенчи тумтирпе кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗпе ташлама чӗнеҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35522.html

— Мӗнле ҫапла тумтирпе, ҫӗлӗкпе сӗтел хушшине кӗрсе лармалла?

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫӗршывшӑн ансатах мар вӑхӑтра отрасль предприятийӗсенчен чылайӑшӗ, пирӗн салтаксене пахалӑхлӑ хатӗр-хӗтӗрпе, меллӗ те ҫирӗп тумтирпе тата атӑ-пуш-макпа тивӗҫтерсе, пысӑк пулӑшу парать.

В непростое для страны время многие предприятия отрасли оказывают большую поддержку СВО, обеспечивая бойцов качественным снаряжением, тактической одеждой и обувью.

Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/11/ole ... ikov-legko

Апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе, тумтирпе, батарейкӑсемпе, ытти япаласемпе тӑтӑшах тивӗҫтерсе тӑнӑшӑн Александр Батюков, Надежда Романова, Галина Зайцева, Эдуард Кокшин предпринимательсене чунтан тав тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Ачасем хӑйсем те типтерлӗ тумтирпе, кӗсйисенче — карас телефонӗсем.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Эй, Укаслу, ҫарна ертсе патька-патша патне ҫак тумтирпе каяс теместӗн пуль те?

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр куннех каҫхине Урха ҫитрӗ килне Воевотӑ лашипе, чаплӑ тумтирпе, — Сӑнӗ-пуҫӗ палӑртать мӑнӑ кӑмӑлне, Калаҫасса калаҫать ӑш-чик туллипе.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗсем те ура тупанӗ таран хура тумтирпе, пилӗкӗсенче ялтӑракан хура пиҫиххи.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шурик ун патне чупса ҫитсе ӑна тумтирпе пусарса выртать.

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пирӗн округра пурӑнакансем аякра службӑра тӑракансене апат-ҫимӗҫпе, ӑшӑ тумтирпе ҫеҫ мар, тата ытти япаласемпе те пулӑшнӑ, пулӑшаҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Маюк инке патне хир енче пурӑнакан шӑллӗ, почтӑра ӗҫлекенскер (ҫавӑнпа вӑл кӑвак тумтирпе пулнӑ), кӗнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Пирӗн районти колхозсенче хуласенчи тумтирпе ытти япаласем ҫӗлекен пысӑк фабрикӑсен филиалӗсене уҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Ял еннелле кайма тесе тӑтӑм та, пӗччен юнлӑ тумтирпе каҫхи сӗмлӗхре чун ҫӳҫенсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех