Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумланкаларӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан, алӑка шалт хупса, Иван тухса кайрӗ, ун хыҫҫӑн Ҫимун та хӑпӑл-хапӑл тумланкаларӗ те вырӑн ҫине кайса ӳкнӗ Сантӑркка патне пычӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫук, вырӑн ҫинче выртнипе инкекрен хӑтӑлаймастӑн: хайхискер, чирлӗ ҫын хӑраххи, аран-аран тумланкаларӗ те издательствӑна сулланчӗ: кам ҫырнине те пулин пӗлесчӗ, унпа йӗркеллӗн калаҫасчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӗнине суса ӑна сурӑхсемпе пӗрле кӗтӗве хӑваласа ярсан, кӑтьӑр-катьӑр тумланкаларӗ те, кӗпи аркине чӗркуҫҫи таран ҫӗклесе саппун кантринчен хӗстерсе, пӳрт тата ҫенӗк урайне сӗрсе тухрӗ, унтан кил-ҫуртне пӑхса ҫаврӑнчӗ те хашш сывласа илчӗ: ку яхӑнта хуҫалӑхра арҫын алли ҫитменни самаях сисӗне пуҫларӗ — ку ваннӑ, вӑл катӑлнӑ, лешӗ ҫӗрсе юрӑхсӑра тухнӑ…

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Унтан чееленчӗ, сулахай аллине ҫӗклемесӗр, аран-аран тумланкаларӗ те крыльца ҫине тухрӗ.

Но потом схитрил — не стал поднимать левую руку, кое-как оделся и бесшумно вышел на крыльцо.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех