Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тужуркӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тужуркӑ хӑрах хулпуҫҫи ҫинче ҫакӑнса юлчӗ, ҫурри уҫӑлнӑ кӗпе ҫухи айӗнчен унӑн ҫӑм пусса илнӗ кӑкӑрӗ курӑнчӗ.

Тужурка повисла на одном плече, в полурасстегнутом вороте рубахи открылась его заросшая дремучим волосом грудь.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хулпуҫҫисем ҫине уртса янӑ кивӗ сӑран тужуркӑ пӗрмаях шӑва-шӑва анчӗ, вӑл ӑна аллипе час-часах турта-турта хӑпартрӗ.

Старая кожаная тужурка, надетая внакидку, все время сползала с его плеч, и он то и дело вздергивал ее рукой.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах Ворожнев ҫиллессӗн кӑшкӑрни ӑна чараймарӗ, вӑл тӑнсӑр выртакан упӑшки патнелле талпӑнчӗ, тужуркӑ аркинчен яра-яра тытрӗ, пуҫне ун кӑкӑрӗ ҫине хурса силле-силле илчӗ.

Но Серафиму не урезонил его злой окрик, она лезла прямо к лежавшему без памяти мужу, цеплялась за полы тужурки, билась головой о его грудь.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл сӑран тужуркӑ ҫаннипе тарне шӑлса илчӗ, кӑмӑллӑн йӑл кулчӗ.

Смахнув пот рукавом кожаной тужурки, он добродушно улыбнулся.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫенӗкре ура сасси илтӗнчӗ, алӑк яр уҫӑлчӗ те, кивелнӗ сӑран тужуркӑ, усӑнчӑк сӑмсаллӑ кивӗ сӑран кепкӑ тӑхӑннӑ сарлака хулпуҫҫиллӗ, кӗрнек арҫын алӑк урати урлӑ йывӑррӑн ярса пусрӗ.

В сенях послышались шаги, дверь рывком отворилась, и через порог грузно шагнул широкоплечий, коренастый мужчина в потертой кожаной тужурке и такой же кожаной облезлой кепке с навесистым козырьком.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех