Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Ют халӑх ҫыннисем ӗнтӗ пуҫ ҫӗклесе пӑхнӑ та иудейсем хӑйсене хирӗҫ килнине курнӑ, 13. вара вӗсем тапӑртан ҫапӑҫӑва тухнӑ, Иуда ҫыннисем те трупасем кӑшкӑртса янӑ, 14. ҫапла хире-хирӗҫ пырса ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ, суя тӗнлисене аркатса тӑкнӑ, вӗсем тӳремлӗхе тарса кайнӑ, 15. ыттисем пурте хӗҫ айне пулса пӗтнӗ; вӗсене Газер хули патне ҫитичченех, Идумея, Азот, Иамния тӳремлӗхӗсене ҫитичченех хӑваласа кайнӑ, вӗсенчен виҫӗ пин ҫынна яхӑн вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Вара трупасем кӑшкӑртса хӑйсем те хыттӑн кӑшкӑрса янӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлти Турра хӑйсем ҫинчен аса илтермешкӗн Аарон ывӑлӗсем хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илнӗ, шӑратса-хывса тунӑ трупасем кӑшкӑртнӑ, янӑравлӑ сасӑсем илтӗнсе тӑнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ Хӑйне мухтакансем хӗпӗртесе кӑшкӑрса тӑнӑ чухне ҫӳле ҫӗкленчӗ, трупасем кӑшкӑртса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫа ҫӳле ҫӗкленчӗ.
Пс 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне ҫунса пӗтичченех пӗтӗм халӑх кӗлтуса тӑнӑ, юрлакансем юрланӑ, трупасем кӑшкӑртнӑ.28. И все собрание молилось, и певцы пели, и трубили трубы, доколе не окончилось всесожжение.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара левитсем Давидӑн кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗсене тытнӑ, священниксем трупасем тытса тӑнӑ.26. И стали левиты с музыкальными орудиями Давидовыми и священники с трубами.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Гофолия Турӑ Ҫурчӗ еннелле чупакан, патшана мухтакан халӑх сассине илтнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне халӑх патне пынӑ, 13. курнӑ вара: хӑйӗн ҫӳллӗ вырӑнӗнче, Ҫурта кӗнӗ ҫӗрте, патша тӑрать; патша ҫывӑхӗнче — ҫулпуҫсем, трупасем; пӗтӗм ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать, трупа кӑшкӑртаҫҫӗ; юрӑ ӑстийӗсем кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗ калаҫҫӗ, мухтав юррийӗ юрлаҫҫӗ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗлтен Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли савӑт-сапа, ҫӗҫӗ, сирпӗтмелли куркасем, трупасем, ытти ылтӑн-кӗмӗл савӑт-сапа туса хатӗрлемен, 14. кӗмӗле ӗҫ тӑвакансене парса тӑнӑ, унпа Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсанӑ, тирпей-илем кӳртнӗ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Гофолия Турӑ Ҫурчӗ еннелле чупакан халӑх сассине илтнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, халӑх патне, пынӑ, 14. курнӑ вара: ҫӳллӗ вырӑнта, яланхи йӑлапа, патша тӑрать, патша ҫывӑхӗнче — ҫулпуҫсем, трупасем; пӗтӗм ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать, трупа кӑшкӑртаҫҫӗ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Халӑх кӑшкӑрса янӑ, трупасем кӑшкӑртнӑ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей вӗсене вӑрҫа ӑсатнӑ, кашни йӑхран пин ҫын кайнӑ, вӗсемпе пӗрле Финееса та — [Аарон ывӑлӗн] Елеазарӑн ывӑлне, священника — вӑрҫа янӑ, унӑн аллинче сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗр тата хӑрушлӑха систермелли трупасем пулнӑ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1