Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Саваоф Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 19. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӑваттӑмӗш уйӑхра типӗ тытни те, пиллӗкмӗшӗнче типӗ тытни те, ҫиччӗмӗшӗнче типӗ тытни те, вуннӑмӗшӗнче типӗ тытни те Иуда килӗшӗн савӑнӑҫпа хаваслӑ уяв пулса тӑрӗ; анчах та чӑнлӑхпа татулӑха юратӑр.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Типӗ тытни сиенлӗ, анчах ӳт ҫиме юрамасть, Беликов типӗ тытмасть, тесе ҫӳрӗҫ, ҫавӑнпа ҫупах пулла ӗне ҫӑвӗпе пӗҫерсе ҫиетчӗ, апачӗ типӗ мар, апла пулин те, ӳт ҫиет тесе калама та ҫук.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Эмел курӑкӗн типӗ чечекне, типӗ армутине, типӗ шур тӑрӑллӑ хыт курӑка /тысячелистник/ пӗр виҫепе илсе ҫӑнӑх пуличчен вӗтетмелле.
Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№
20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унан типӗ ҫырмана та кайса пӑхас кӑмӑлӗ пур, вӑл сад пахчинчен мӗн пурӗ те аллӑ чалӑшра ҫеҫ; ача ҫыран хӗррине те чупса ҫитет ӗнтӗ, вулкан шӑтӑкне пӑхнӑ пек, аялалла пӑхса илесшӗн… анчах сасартӑк ун умне ҫак типӗ ҫырма ҫинчен каланисем, авалтанпах халӑх хушшинче ҫӳрекен халапсем тухса тӑраҫҫӗ; вӑл сехӗрленсе ӳкет, вара ни чӗрӗ, ни вилӗ, каялла ыткӑнать; хӑранипе чӗтреве ернӗскер, няни патне ҫитсе ӑна ыйхӑран вӑратать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
1 апат кашӑкӗ типӗ хӑмла ҫырлине тата 1 апат кашӑкӗ типӗ ҫӑка чечекне тин вӗренӗ 2-3 стакан шыва ямалла, вӑйсӑр ҫулӑм ҫинче 5 минут вӗретмелле.
Пухса типӗтетпӗр // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Пӗтнӗкпе мелиссан вӗтетнӗ типӗ ҫулҫисене, эмел курӑкӗн вӗтетнӗ типӗ чечекне пӗр виҫепе илсе хутӑштармалла.
Ват хӑмпи япӑх ӗҫлет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№
Вӗтетнӗ типӗ 6-7 ҫирӗк йӗкелне, вӗтетнӗ типӗ 2 апат кашӑкӗ шӑнӑр курӑкӗн /подорожник/ ҫулҫине ҫур литр шурӑ эрехе ямалла, 1 эрнерен сӑрӑхтармалла.
Ҫирӗк йӗкелне типӗтеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№
Кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне вӗсем типӗ тытмаҫҫӗ; 20. акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччине туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче типӗ тытӗҫ вара.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем Иисус патне пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те типӗ тытаҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ? теҫҫӗ.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн чухне Ун патне Иоанн вӗренекенӗсем пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: фарисейсем те, эпир те тӑтӑшах типӗ тытатпӑр, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ? тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ вара типӗ тытнӑ чухне пуҫна ҫу сӗр, питне-куҫна ҫу; 18. ҫынсен куҫӗ умӗнче мар, курӑнми Аҫу умӗнче типӗ тыт; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Типӗ тытнӑ чухне икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр; вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн сӑнне салхулатаҫҫӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саваоф Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 5. ҫак ҫӗрӗн пӗтӗм халӑхне тата священниксене ҫапла кала: пиллӗкмӗшпе ҫиччӗмӗш уйӑхсенче, ҫитмӗл ҫул хушши ӗнтӗ, типӗ тытса йӗнӗ чухне, Маншӑн типӗ тытнӑ-ши эсир?
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫын хӑйӗн чунне тӑвӑнтарса ҫитернӗ кун — пуҫне хӑмӑш пек авса пӗкнӗ, хӑйӗн айне ҫӗтӗк-ҫатӑк та кӗл сарнӑ кун — Эпӗ суйласа илнӗ типӗ кунӗ шутланать-и вара? Ҫакна типӗ тытни тетӗн-и, Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулнӑ кун тетӗн-и?
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсир акӑ тавлашма та хирӗҫме, ыттисене чарусӑр алӑпа ҫапма-хӗнеме типӗ тытатӑр; ҫапла типӗ тытатӑр пулсассӑн, сирӗн сассӑра ҫӳлте илтес ҫук ҫав.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсфирь Мардохее ҫапла хуравласа каланӑ: 16. кай та Сузӑ хулинчи пӗтӗм иудее пуҫтар, вара маншӑн типӗ тытӑр, виҫӗ кун хушши кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ан ҫийӗр, ан ӗҫӗр, эпӗ те хамӑн хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле типӗ тытӑп, кайран патша патне кайӑп, ку ӗнтӗ йӗркене хирӗҫ туни пулсан та кайӑп, вилес пулсан — вилӗп, тенӗ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӑлӑха юлнӑранпа вӑл яланах типӗ тытнӑ; шӑматкун умӗн те шӑматкун, ҫӗнӗ уйӑх умӗн те ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче тата Израиль килӗн уявӗсемпе чаплӑ кунӗсенче ҫеҫ типӗ тытман.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна уйрӑмах акӑ мӗн шиклентерет: типӗ те чунсӑр Давыдов (вӑл ҫавнашкал ҫын пек туйӑнчӗ ӑна), асӑрхамасӑр тунӑ пули-пулми ӗҫӗпе вӑтам хресченсене колхозран пистерме пултарассӑн туйӑнать.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ атӑ кунчисене ҫӳлерех туртса хӑпартрӑм та, кӳлленчӗк ӑшне кӗрсе, ташлакан хӗрарӑма аллинчен тытса типӗ ҫӗре туртса кӑлартӑм.Я подтянул повыше голенища сапог, влез в лужу, взял плясунью за руки и потащил на сухое место.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.