Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типтерлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
типтерлӗх (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Килӗнче йӗрке те типтерлӗх, — шутларӗ Миша, — анчах ӑна кунта пурӑнма пӗрех ҫӑмӑл мар».

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку вӑл авалхилле, нумайранпа тытӑнса тӑнӑ типтерлӗх: стена ҫинче Перов художник ӳкернӗ «Сунарҫӑсем» картина ҫакӑнса тӑрать, коридора кавир ҫул сарнӑ, банкӑсене фикус лартнӑ, сехечӗ тукмаклӑ, кӗске дивансене шурӑ чехолсем тӑхӑнтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗн тума — хӑвна хытӑ шанса ӗмӗтленни, виҫесӗр килпетлӗх, типтерлӗх, юлашкинчен тата хитре ҫыру — Олимп ҫинче те ҫырма намӑс мар почерк?

честолюбивые мечтания, безусловная порядочность, аккуратность, наконец, почерк, каким не постыдились бы писать на Олимпе?

Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.

Тарҫи, хӑйӗн типтерлӗх туйӑмне пула-и е улпут куҫӗ умӗнче тӑрас мар тесе-и, хапха хутлӑхне кӗчӗ те чӗлӗм туртма пуҫларӗ.

Слуга, из чувства приличия, а может быть, и не желая остаться под барским глазом, зашел под ворота и закурил трубку.

I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Ӗлӗкхи хуҫа-кулакӑнне пӗтӗмпех хӑй вырӑнӗнче хӑвартӑм, пӳлӗм халь те ӗлӗкхи пекех, тӳшеклӗ-ҫытарлӑ кравате ҫеҫ уборщица пӳлӗмне лартма хушрӑм, пӗтӗмӗшпе илсен вара типтерлӗх ҫаплах юлнӑ, ҫакна пӗлсе тӑр: нимле казенщинӑ та, нимле официаллӑ япала та ҫук!

— Все сохранил от прежнего хозяина-кулака, всю внешность комнаты, только кровать с периной и подушками велел переставить в комнату уборщицы, а в общем и целом уют сохранил, имей в виду: никакой казенщины, никакой официальности!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах вӗсем ҫаксене пурне те темӗнле хӑйсене евӗр ӑнланаҫҫӗ: хӑйсене хӑйсем епле тытассине те, килти йӗркелӗхпе тасалӑха та, туйӑмлӑхпа ырлӑха та вӗсем урӑхла ӑнланаҫҫӗ, пурте пӗр пек ӑнланаҫҫӗ, тата пурте пӗр пек ӑнланаҫҫӗ ҫеҫ те мар, ку вӑл пурте темӗнле пӗр пек, ҫапла вара, ҫын хӑйне хӑй епле тытассипе килти типтерлӗх, ырлӑхпа туйӑмлӑх — ҫаксем пурте вӗсен пӗр япала пекех пулса тухать.

Но все это они представляют себе как-то по-своему: и нравственность и комфорт, и чувственность и добро понимают они на особый лад, и все на один лад, и не только все на один лад, но и все это как-то на один лад, так что и нравственность, и комфорт, и добро, и чувственность — все это выходит у них как будто одно и то же.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах, китаецшӑн чи хаяр европеец питӗ йӑваш, чи хӑравҫи питӗ паттӑр, чи аскӑн шухӑшли питӗ йӗркеллӗ пулнӑ пекех, вӗсем те: вӗсенчен хӑйсене нимӗн те кирлӗ мар текеннисем, вӗсен типне кӗмен ҫынсемпе танлаштарсан, ҫынна пурӑнма типтерлӗх, тасалӑх ытларах кирлӗ теҫҫӗ, чи туйӑмлисем хӑйсене тыткалас тӗлӗшпе вӗсен йышши типлӑ мар ҫынсенчен лайӑхрах тыткалаҫҫӗ.

Только как самый жестокий европеец очень кроток, самый трусливый очень храбр, самый сладострастный очень нравствен перед китайцем, так и они: самые аскетичные из них считают нужным для человека больше комфорта, чем воображают люди не их типа, самые чувственные строже в нравственных правилах, чем морализаторы не их типа.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех