Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типме (тĕпĕ: тип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр вӗҫӗнче сӑрӑ типме пуҫланӑ тӗлне унӑн тепӗр вӗҫӗ тутӑхма та пуҫланӑ.

Когда начинала сохнуть краска на одном конце, на другом уже появлялась ржавчина.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Талккишпех ыраш уйӗ сарӑхса типме пуҫларӗ, ылтӑн пӗрчӗ ҫӗре тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анукпа Кӗтерук куҫӗсенчен куҫҫулӗ типме те ӗлкӗрейменччӗ — вӗсем патне пуп пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшкишӗн юхтаракан куҫҫулӗ типме ӗлкӗричченех ӑна тепӗр инкек ҫапса хуснӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуркунне аттепе ҫӳҫе хуппи сутлӑх сӳсе типме шаршанласа хурсаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Пресс айӗнчен халь тухнӑ, сӑрӑ типме ӗлкӗреймен хаҫата илчӗ те хваттере ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ӗҫ сӗтелӗ хушшинче ларнӑ ҫӗрте шывӗ типме пуҫланӑ стаканри хӗрлӗ ҫеҫкеллӗ чечеке сӑнанӑ май, хӗр куҫӗ умне Алексей пекех хӗрлӗ ҫӳҫлӗ шӑллӗпе йӑмӑкӗсем, ӑнсӑртран килсе тухнӑ хӑрушӑ ӗҫ-пуҫа пула мӑшӑрне ҫухатнӑ амӑшӗ тухса тӑчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӗпене хывса ҫӗнӗке ҫакса хурам-ха, унта ҫил те вӗркелет, типме те хӑвӑртах типӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Хывӑнса ҫӑвӑнчӗ те ӗҫ тумтирне майласа типме ҫакрӗ, малтанах якатса хунӑ шӑлаварӗпе гимнастеркине илсе тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Машинӑсем тӑтӑш ҫӳренипе юртан хӑвӑрт тасалнӑ ҫул хӑйӑрлӑ, типме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавнашкалах океан та тахҫанта пӗрре ҫеҫ типме пултарать.

Или чтобы океан пересох.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ытти ҫынсенни пек вӗрлӗксем ҫинче чӳлмек таврашӗ те, ҫунӑ хыҫҫӑн типме ҫакнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑкӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗҫрен йӗнчесе, выҫӑпа касӑнса таврӑнсан, Ула Тимӗр, пуснӑ кроликӑн тин ҫеҫ сӳнӗ тирӗ пек ланчӑркаланнӑ чуссӑнккине хывса, тӑлине салтса, шывне пӑрса юхтарса кӑларса, япаласене ӑшӑ кӑмака ҫывӑхне типме вырнаҫтарать, анчах пӗр хут та пулин чуссӑнкки типтипех типесси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах типме пуҫласанах йӑлӑхтарать, — кӑмӑлӗ кӑшт ҫемҫелнӗ пек пулчӗ ашшӗн.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗвел хытӑрах лекекен вырӑнсенче ҫӗр типме те ӗлкӗрнӗ, унта хӗллехи тарӑн ыйхӑран вӑраннӑ кӑткӑсем курӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл, хӑй тӗллӗн тем ҫинчен шухӑшланӑ май, пӗчӗкҫӗ таза шыв ячӗ те чӑлхисене ҫурӗ, вара вӗсене типме тесе халӗ те сивӗнме ӗлкӗреймен сӑмавар ҫине ҫакса хучӗ.

Она налила воды в тазик, думая о чем-то своем, постирала носки и положила их сушить на еще горячий самовар.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ Мишша кукаҫ мунчала типӗтнӗ чухне выртса-тӑракан ӳплене кӗтӗм, ҫунӑ кӗпене ӳпле умне типме хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӗр каҫиччен типме ӗлкӗреймен вӑл — кӳлленчӗксем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Эпӗ васкасах алри тӑм пӗтичченех шӑхлич турӑм, вӗсене хӑва тӗмӗсем хушшине типме хутӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Сасартӑк Тутар Яшми хирӗ пуҫланакан сӑрт ҫамкинчен тем ҫӳллӗш ҫавраҫил пӗтӗрӗнсе тухрӗ, уй урлӑ каҫса, тӑвалла тӑсӑлса хӑпаракан вӑрӑм урама ҫавӑрттарса кӗчӗ, ҫул ҫинчи ҫӳп-ҫапа, кантрасем ҫине типме ҫакнӑ кӗпе-йӗме, улӑм витнӗ пӳрт тӑррисене хӑй ытамне тытса илсе, таҫта хӑямата ҫити вӗҫтерсе кайрӗ, пӗр хушӑ ӗшеннӗ пек пулса, вӗсене хӑйӗн ытамӗнчен тирпейсӗррӗн сапаласа пӑрахса хӑварчӗ те, каллех вӑя кӗрсе, хӑй ҫулӗ ҫинчи ҫӗнӗ япаласене тулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех