Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
тимлӗх (тĕпĕ: тимлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкула ҫитнӗ хӑнасем уйрӑмах пысӑк тимлӗхе эрех-сӑрапа тата вейппа ашкӑнни ӳсекен организма мӗнле сиен кӳни пирки тимлӗх уйӑрнӑ.

Прибывшие в школу гости уделяли особое внимание рассказу о том, какой ущерб наносит растущему организму злоупотребление алкоголем и вейпом.

Урпашри шкул ачисене мопедпа ярӑннӑ чухнехи яваплӑх пирки каласа панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36348.html

Вӑйӑҫ тимлӗхӗ картсемпе темӗнле супӑшсах-путсах кайсан та ҫав тимлӗх ыйту — вӑйӑ — варринче, анчах айккинче — ирӗклӗ.

Как ни поглощено внимание игрока картами, оно связано в центре, но свободно по периферии.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ну, Элда, — Готорн хӗр аллине ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗ, — тимлӗх, тимлӗх

Ну, Элда, — Готорн крепко сжал ее руки, — смотрите.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Вӗсем, чуна ҫепӗҫҫӗн сӗртӗнсе, хӑйсене ӑнланма тимлӗх ыйтнӑ пек, анчах вӑл тимлӗхе ыйтсан та илессе шанман пек янӑранӑ…

Нежно трогали сердце, точно просили внимания и не надеялись, что получат его…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах ҫак тимлӗх ытла та тӗксӗм, ҫав тимлӗхре йывӑр та чуна чӑтма ҫук ыраттаракан шухӑшсем пурри сисӗнет.

Но это внимание было мрачно, под ним таилась тяжелая и горькая работа мысли.

V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Куравра пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Йоко пӗрре мар Джон ун ҫине тимлӗх уйӑртӑр тесе самай тӑрӑшнӑ.

После первой встречи на выставке Йоко неоднократно пыталась добиться внимания Джона.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак шутланакан тата реабилитаци тумалли ачасене медицина тӗлӗшӗнчен пулӑшса тӑрасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.

Значительное внимание уделяется медицинскому сопровождению детей с ограниченными возможностями здоровья и детей, нуждающихся в реабилитации.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫапла майпа эпир тӑшманпа ҫапӑҫакан хамӑр ентешсене май килнӗ таран пулӑшма, вӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрма тӑрӑшатпӑр.

Все мы понимаем, что тем самым окружаем наших бойцов вниманием и заботой.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

1-мӗш вице-премьер - финанс министрӗ Михаил Ноздряков палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра бюджет сферин ӗҫченӗсен ӗҫ укҫине ӳстерес тӗлӗшпе тимлӗх пысӑк — регион РФ Президенчӗн 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчи указӗсенче палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе ҫине тӑрать.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Президент хушӑвӗсене тӗпе хурса, ачасене воспитани парасси ҫине те тимлӗх самай уйӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Олег Николаев суйлав кампанийӗ пынӑ вӑхӑтра сасӑлав пӳлӗмӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче 910 пине яхӑн суйлавҫӑ Чӑваш Енре сасӑлама пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/racc ... -yahan-suj

«Кунсерен Чӑваш Ен Правительстви кӑсӑклӑ ыйтусемпе ҫине тӑрсах ӗҫлет. Пуласлӑхри тӗллевсем те паллӑ, ӳлӗмрен мӗн ҫине ытларах тимлӗх уйӑрмаллине те пӗлетпӗр», – тесе хушса каланӑ Пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Раҫҫей Президенчӗ кӑҫал Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ, апла пулсан ачасем ҫине те тимлӗх уйӑрма манмалла маррине асӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Нумаях пулмасть Сикким правительстви туризма аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма пуҫланӑ.

С недавнего времени правительство Сиккима уделяет большое внимание развитию туризма.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Юлашки 30 ҫул хушшинче общество китсем ҫине тимлӗх уйӑрма, вӗсене кӑмӑллама пуҫларӗ.

В течение последних 30 лет киты постепенно оказались в центре общественного внимания и симпатий.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Вӑл ҫак кунсенче пӗччен ватӑсем, инвалидсем, нумай ачаллӑ ҫемьесем, ӗҫкӗпе иртӗхекен ҫынсем тӗлӗшпе пушшех тимлӗх кирли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗ патне тӑратнӑ материалӗсенче, Чӑваш Енре наставниксем патне пысӑк тимлӗх уйӑрнине, вӗсене хавхалантарассипе те лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

Вӗсен таврашне тирпей-илем кӗртесси, юсас-сӑрлас ӗҫсене тӑвасси ҫине те тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Уйрӑмах пӗччен пурӑнакан ватӑсем, ӑнӑҫсӑртарах ҫемьесем ҫине тимлӗх уйӑрсан аван.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

«Пире уйӑрса панӑ виҫӗ эрне Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем тӗлне лекет, ҫавӑнпа та эпир ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр, вӗсене интереслӗ пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех