Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑтаҫҫӗ (тĕпĕ: авӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳрече кантӑкӗсем кӑвакланнӑҫем кӑвакланаҫҫӗ, автансем те тул ҫутӑлнине сиссе авӑтаҫҫӗ, анчах студент темшӗн ҫаплах ҫывӑрмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Чӑхсем автанла авӑтаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Каллех ҫумӑр пулать пулас, ялта автансем шарлаттарсах авӑтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Автансем шарлаттарса авӑтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ялта ҫур ҫӗр автанӗсем авӑтаҫҫӗ, пӗччен йытӑ вӗрет.

В деревне возвестили полночь петухи, одиноко тявкнула собака.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Инҫетре, ирӗкре кӗрхи Атӑл кашлать, чӑвӑш ялӗсенче ҫурҫӗр автанӗсем шарлаттарса авӑтаҫҫӗ, пӗчӗк уҫланкӑра лӑпкӑ та тӳлек.

Где-то далеко катит свои вольные воды Волга, в деревнях кукарекают полночь петухи, а тут, на полянке, кажется, тихо и покойно.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тырӑ начар пулнӑ пулсан та, ялта сӑра шӑрши кӗрет, ҫулсем тӑрӑх чӑхсем туттӑн какаласа ҫӳреҫҫӗ, кӗр автанӗсем авӑтаҫҫӗ.

Урожай нынче скудный, и все же над деревней плывет сладковатый запах свежее варенного пива, по обочинам дороги ходят сытые куры, горланят петухи.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унта та кунта автансем авӑтаҫҫӗ, пусӑ тараси чӗриклетет.

Петухи наперебой горланили о наступлении дня.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫул айккинче путенесем авӑтаҫҫӗ.

По обочинам дороги с шумом вспархивают перепелки.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Илтетӗп, ялта автансем авӑтаҫҫӗ — ҫур ҫӗр ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йытӑсем вӗреҫҫӗ, автансем авӑтаҫҫӗ.

Лаяли собаки, петухи пели.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Таҫта инҫетре пӗр-пӗринчен ӑмӑртнӑ пек автансем авӑтаҫҫӗ.

Где-то далеко задорно перекликались петухи.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Илтетӗн-и, автансем авӑтаҫҫӗ авӑ.

Слышишь, уже петухи запели.

XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗтӗм ялӗпех автансем авӑтаҫҫӗ.

По всей деревне пели петухи.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗтӗм ялӗпех автансем авӑтаҫҫӗ.

По всей деревне пели петухи.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем хуллен те кӗскен авӑтаҫҫӗ.

Они пропели коротко и приглушенно.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кӗрхи ире саламласа умлӑн-хыҫлӑнах автансем шарлатса авӑтаҫҫӗ.

Вперебой пели кочета, встречая осеннее утро.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Тулта, инҫетре, автансем авӑтаҫҫӗ.

За окном далеко кричат петухи.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Таҫта, местечкӑра, автансем авӑтаҫҫӗ.

Где-то в местечке уже кричали петухи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Аялта, пирӗнтен ҫур километрта, анатарах пӗр сӑмсахра ял ларать, пӳрт мӑрьисенчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухать, ӗнесем мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем макӑраҫҫӗ, автансем авӑтаҫҫӗ, ял вара пирӗн енчен ним те илтмест.

Внизу, на расстоянии полукилометра от нас, на мысу, дымились трубы изб села, мычали коровы, блеяли овцы, кукарекали петухи, от нас же в деревню шла тишина.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех