Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

автомашинсен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл паллӑ киноактерсене пурне те, спорт мастерӗсене пурне те тенӗ пек ятран, нумайӑшне — сӑнтан пӗлнӗ; Киеври «Динамо» обществин футболисчӗсене вӑл, уттине пӑхса, хыҫалтан палланӑ; сулахай енӗ мӗншӗн япӑх вылянине тата капитан «тӑшмана» епле улталанине унран лайӑх никам та пӗлмен; автомашинсен маркисене — совет ҫӗршывӗнче кӑларнисене те, ют ҫӗршывсенчен илсе килнисене те — пӑхмасӑрах калама пӗлнӗ; хӑех аквариум тунӑччӗ, унти пулӑсем вилсе пӗтрӗҫ пулсан, уншӑн Костя мар — водопроводран илнӗ хлорланӑ шыв айӑплӑ; вӑл маркӑсем пуҫтарнӑ чух унӑн тем тӗрлисем те пурччӗ — тӑххӑрмӗш класран та ачасем ун патне улӑштарма ҫӳретчӗҫ.

Он знал всех знаменитых киноактеров, знал поименно почти всех мастеров спорта, а многих — и в лицо; футболистов киевского «Динамо» он узнавал по походке, со спины; никто лучше его не мог разобраться, почему левый край «промазал» и как капитан команды обводит противника; он наизусть знал все марки автомашин — советские и иностранные; сделал сам аквариум, а если рыбки в нем подохли, то виновата хлорированная водопроводная вода, а не он; а когда он собирал марки, так у него были такие, что даже из девятого класса приходили с ним меняться.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех