Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аванраххи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр ҫӗрте Гент васкамасӑр тӗлленипе танлаштарсан питӗ хӑвӑрт пени мӗнпе аванраххи пирки ҫырать е вӑрман тӑрринче ҫулҫӑ капламӗсене ҫутатса хӗвел пайӑркисем ҫапкаланса ҫӳренине сӑнлать.

Иногда Гент пускался в рассуждения о преимуществе быстрого прицела перед тщательным его наведением или рассказывал, как солнечный свет бродит в вершинах леса, озаряя листву.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫак хушӑран-тӑкӑрлӑкран аванраххи ҫук.

Нет лучше этого закоулка.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Урама тухсан вӑл пичетлемелли «Ундервуд» машина ҫакӑн йышши «Ремингтонран» мӗн енӗпе аванраххи пирки лӑпкӑн та тимлӗн, тӗлсӗррӗн шухӑшласа утрӗ, ҫӗр кӑмрӑкӗпе кирпӗч ванчӑкӗ тӑкса тултарнӑ пушӑ темиҫе вырӑнтан иртсен Ангр ҫулӗн кивӗ чул пусмипе кӗпер ҫине хӑпарчӗ, унтан хула варринелле тӑсӑлакан урамсем патне тухрӗ.

Выйдя на улицу, он очень тихо, бесцельно, сосредоточенно думая о преимуществах пишущей машины Ундервуд перед такой же Ремингтон, пересек несколько пустырей, усыпанных угольным и кирпичным щебнем, и поднялся по старым, каменным лестницам Ангрской дороги на мост, а оттуда прошел к улицам, ведущим в центр города.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ежовӑн пӗлменни пулман: вӑл прокурор горничнӑйӗ ача ҫуратса пани ҫинчен, прокурор майри уншӑн упӑшкине вӗри кофепе сапни ҫинчен шкула хыпар ҫитернӗ; вӑл кӑртӑш пулла ӑҫта тата хӑҫан тытма аванраххи ҫинчен каласа кӑтартнӑ; кайӑк-кӗшӗк тытма тапӑсем, читлӗхсем тума пултарнӑ; касӑрма маччи ҫинче пӗр салтак мӗншӗн тата мӗнле ҫакӑнса вилни ҫинчен те тӗплӗн хыпарланӑ, тата паян учитель кам-кам ашшӗнчен мӗнле парнесем илни ҫинчен те пӗлтернӗ.

Ежов знал всё: он рассказывал в училище, что у прокурора родила горничная, а прокуророва жена облила за это мужа горячим кофе; он мог сказать, когда и где лучше ловить ершей, умел делать западни и клетки для птиц; подробно сообщал, отчего и как повесился солдат в казарме, на чердаке, от кого из родителей учеников учитель получил сегодня подарок и какой именно подарок.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех