Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аванмарланса (тĕпĕ: аванмарлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк юлташ аванмарланса хӗрелсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнмаллах пуль… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 8 с.

Ҫапла шутласа илчӗ те каччӑ тин аванмарланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сухви хӑй те куншӑн пӗрре те аванмарланса именсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вара амӑшӗ аванмарланса кайрӗ, ывӑлӗ ҫине айӑплӑн пӑхса илчӗ те пуҫне чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫитрӗ те палласа илчӗ, хумханса, аванмарланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Калаҫӑвӗ ку хӑвӑрт хӗрсе кайса менелнике пӑсса хума пултарассине лайӑх ӑнланаттӑм-ха эпӗ, ҫапла пулин те ӑшра, таҫта шалта, ӑна кӗтни хӑюсӑррӑн, ҫиеле тухма аванмарланса канӑҫсӑрлантаратчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ахӑртнех, вӑл канашлура хӑй Пруткина тивӗҫсӗр пӳлнине ӑнланать те ҫавӑнпа халь аванмарланса кайрӗ, тӳрех ним те калаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аванмарланса асап тӳсни ҫеҫ темелле ӗнтӗ кунашкал чӗмсӗр этем ҫумӗнче: те ун пекех шӑпӑрт тӑмалла, те калаҫкаласа та илмелле?..

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аванмарланса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Именчӗклӗн кулкаласа йӑвашшӑн калаҫакан хӗр, хӑй тем ытлашши персе янӑ пек, сасартӑк аванмарланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Самаях аванмарланса Таранов вырӑн ҫинчен хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑчӗ те, мӗнпур йӑх-яхран хӑвӑртрах тасалас тенӗ пек, тӳрех ваннӑйне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫук ҫав, ҫук, — аванмарланса хирӗҫлерӗ Нарспи Гавриловна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Темскер, аванмарланса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Тинех вӑл паҫӑр вӑрманти ҫулсен пӗр юппи ҫинче тӗл пулнӑ шофера аса илчӗ те аванмарланса кайса пуҫне усрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗн тери тунсӑхласа ҫитнӗччӗ каччӑ ҫак хура куҫа, халӗ ак, те ҫынсенчен аванмарланса, савнӑ хӗрне пӗр сӑмах та калаймарӗ, унӑн ҫемҫе те пӗчӗк аллине кӑна ҫепӗҫҫӗн ачашласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ну, каччӑ, кӑтартса ҫӳре, ӗҫсем мӗнлерех пыраҫҫӗ, — терӗ председатель, аванмарланса кайнӑ зоотехник патне пырса.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена аванмарланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хрестук, аванмарланса, Сергей ҫинелле пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аванмарланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тепӗр тесен, хӑй темле ачапчалларах каласа хунине Никифоров ахаль те туйрӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа аванмарланса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех