Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ярикӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ йытӑсен хушшинчи туслӑха хирӗҫ нимех те каламастӑп, анчах Ярикӑн ман патӑмри службӑран хамран ирӗк илмесӗр пӑрахса кайма юрамасть-ҫке-ха.

Я ничего не имею против дружбы собак, но нельзя же допустить, чтобы Ярик без разрешения оставлял службу у меня.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Анчах, ку чӑх пекех пысӑк кӑвак кайӑк сывлӑш ҫинче кутӑн ҫавӑрӑнса илсе Ярикӑн сӑмси патне вӗҫсе пычӗ те, хӑй хыҫҫӑн чупма илӗртсе ҫӗр ҫуммипех майӗпен лӑпӑстатса кайрӗ:

Но большая серая, почти в курицу, птица вдруг кувыркнулась в воздухе, подлетела почти к самому Ярикову носу и над самой землей тихонько полетела, маня его криком:

Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.

Пӗр вӑрӑм туна Ярикӗн кӗрен чӗлхи вӗҫӗ ҫине ларчӗ те юнне сӑхса ҫавӑнтах кӳпчеме тытӑнчӗ, куратӑп — ыратнипе Ярикӑн клеонкӑпа сӑрнӑ евӗрлӗ сӑмси тӑрри чӗтрет, кайӑксен шӑршине тӳсейменнипе ташланӑ пек вылянать, анчах чӗлхе вӗҫне шалалла туртса илме май ҫук: ҫӑвара уҫсанах хашлатса илсе кайӑксене хӑратма пултарать.

Комар сел на розовый кончик, впился, стал наливаться, и видно было, как темно-коричневая, словно клеенчатая, тюпка на носу Ярика волновалась от боли и танцевала от запаха, но убрать язык было невозможно: если открыть рот, то оттуда может сильно хахнуть и птиц испугать.

Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.

Тӑтӑшах эпӗ хамӑн Ярикӑн сӑмси ҫине ытараймасӑр пӑхса шухӑша каятӑп: «Манӑн ҫакӑн пек аппарат пулинччӗ, вара эпӗ чечексемпе витӗннӗ хӗрлӗ уҫланкӑ тӑрӑх ҫиле хирӗҫ чупӑттӑм та, хама кирлӗ шӑршӑсене тытӑттӑм»! тетӗп.

Часто я с завистью смотрю на нос своего Ярика и думаю: «Вот, если бы мне такой аппарат, вот побежал бы я на ветерок по цветущей красной вырубке и ловил бы и ловил интересные мне запахи».

Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех