Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хонсю утрав ҫинче Японин чи пысӑк хулисем вырнаҫнӑ: Токио, Иокогама, Осака, Нагоя, Киото, Хиросима тата ыттисем.
Хонсю // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%BE%D ... 1%81%D1%8E
Утрав тӑршшӗ 1300 ҫм, сарлакӑшӗ 50-ран пуҫласа 230 ҫм ҫити ҫитет, унӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 227 969,74 ҫм², Японин пӗтӗм лаптӑкӗн 60 % яхӑн йышӑнать.
Хонсю // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%BE%D ... 1%81%D1%8E
Фудзияма вулкан — Японин чи паллӑ объектсенчен пӗри
Хонсю // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%BE%D ... 1%81%D1%8E
Тоёхиро Акияма (утӑ, 22, 1942, Сэтагая, Токио, Япони) — Япони журналисчӗ, тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе килни тӗнче шайӗнче палӑрма май панӑ, ҫав вӗҫевре вӑл Японин пӗрремӗш космонавчӗ тата тӗнче уҫлӑхне ҫитсе килнӗ пӗрремӗш профессиллӗ журналист пулса тӑнӑ.
Тоёхиро Акияма // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BC%D0%B0
Японин премьер-министрӗ пулнӑ Синдзо Абэна вӗлернӗ хыҫҫӑн хӑй ячӗпе хисеп тӑвас тесе вӑл Токиона хӑй тӗллӗн пырса кайнӑ, ҫапла май юлашки пилӗк теҫетке ҫул хушшинче Японие ҫитсе курнӑ Тайваньри чи пысӑк должноҫри ҫын пулса тӑнӑ.
Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D
Сахалинӑн ҫурҫӗр енчи ҫур пайӗ Совет Союзӗ аллинче, кӑнтӑр енчи — Японин.Северная половина Сахалина принадлежит Советскому Союзу, южная — Японии.
Тинӗс ҫинчи чикӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
2023 ҫулхи Японин статистикин ҫулталӑк кӗнекипе килӗшӳллӗн, унта илсе панӑ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ тӗлне пухнӑ даннӑйсене илес пулсан, Японире пӗтӗмӗшле 377973,74 тв. ҫх лаптӑклӑ 6852 утрав шутланать.
Японири утравсен йышӗ икӗ хут ӳсме пултарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34328.html
Тайваньӗн тухӑҫ енче вырсарникун хӑватлӑ ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ, Японин наци метеорологи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх магнитуда 7,2 ҫитнӗ.
Тайваньте ҫӗр чӗтреннӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32923.html
2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче иртнӗ «Раҫҫейпе Японин бизнес-диалогӗ» форум вӑхӑтӗнче эпӗ Япони ҫӗршывӗнчи бизнес-пӗрлӗхӗн представителӗсемпе темиҫе ӗҫлӗ калаҫу ирттертӗм.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Эпир Японин хӗвелтухӑҫпа кӑнтӑр пайӗнче ларакан Ксамоши ятлӑ пысӑках мар порта ҫитсе чарӑнтӑмӑр.Мы бросили якорь в небольшом порту Ксамоши, в юго-восточной части Японии.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Японин декоративлӑ чие йывӑҫҫисене ҫӑра лартса тухнӑ урампа утса, Кларк чӑнкӑ пусман тимӗр картлашкисем патне пырса тухрӗ.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унта пуринчен ытла Японин кукӑр алӑллӑ пулӑҫисем кӗрсе ҫӳреме юрататчӗҫ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Пире Японин, треска пек, пулӑ чыхса тултарнӑ ҫӑткӑн шхунине буксире илме тӳрӗ килсен, вӑл пӗртте моторист уравненисем шутлама пӗлнинчен килместчӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Нимӗҫсем поражени тӳсни Японин планне пӑснӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тепӗр уйӑхран Японин «Хатцузе» тата «Яшима» броненосецӗсем пирӗн минӑсем ҫине пырса кӗрсе арканса кайнӑ.Через месяц на наших минах подорвались и затонули два японских броненосца — «Хатцузе» и «Яшима».
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ун ҫине харӑсах Японин сакӑр карапӗ тапӑннӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Токио, Нагоя, Йокогама тата Японин ытти паллӑ хулисенче «Япония – страны Евразии» общество хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне халалласа ирттернӗ искусство фестивалӗн шайӗнче Хусан артисчӗсем чӑваш юррисене юрласа таврӑнчӗҫ.
Японире — чӑваш юрри // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Презентаци умӗн ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Японин Раҫҫейри Чрезвычайлӑ тата Полномочиллӗ посолӗпе Тоехиса Кодзукипе тата Японин Раҫҫейпе тата никама пӑхӑнман ҫӗнӗ патшалӑхсемпе суту-илӳ тӑвас енӗпе ӗҫлекен ассоциацийӗн Мускаври представительствин пуҫлӑхӗпе Такафуми Накаипе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.
Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Тӗллев — Чӑваш Енпе Японин икӗ еншӗн те усӑллӑ экономика ҫыхӑнӑвӗсене аталантарасси.
Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Иртнӗ кӗҫнерникун Мускавра Японин Раҫҫейри посольствинче Япони бизнес-клубӗн членӗсем валли Чӑваш Республикин экономикӑпа инвестици майӗсен презентацине йӗркеленӗ.
Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
- 1
- 2