Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Энтрее (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Энтрее (чӑн малтан вӑл ҫапнине хӗрарӑмсем курнӑ та-ха) ҫирӗм пилӗк тенкӗ штраф пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— О-о, ҫук-ҫук, Энтрее юрамасть, юрамасть, чирлӗ вӑл, тухтӑрсем те хушман, ӗҫсен вилсе кайӗ тата, мур! — ик аллипе харӑс сула-сула илнӗ Энтрей арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Йӗркеллӗ калаҫ, — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ Сахар, Тарье ҫавӑнтах: — Эс Энтрее Паласран вӗренпе мӗнле мӑйкӑҫласа туртса кӑларнине курнӑччӗ эп. Халӗ сана мӑйкӑҫлатӑп, — терӗ те, вӗрен вӗҫне упӑшки еннелле ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрее каласа пӑхсан мӗнле-ши, килӗшӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрулми тухӑҫне эпӗ хам та ҫав Энтрее ҫитерейместӗп-ха.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кирам, ҫавӑрса ҫап ҫак чухӑнкан тункӑска, — терӗ сурӑх вӑрри Сабир, Энтрее малалла тӗртсе.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрисем уяв пуҫлӑхне, теприсем Энтрее, виҫҫӗмӗшсем Кирама хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑштахран Энтрее илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куна, акӑ, пурсӑр та пӗртан пайласа илӗр, — терӗ те вӑл, Энтрее укҫа кӑларса тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара, вӗрене ик-виҫӗ хут сулласа илчӗ те пӗтӗм вӑйран ҫырма варринелле ывӑтрӗ — йӑлӑ шӑп та лӑп Энтрее мӑйӗнчен ҫаклатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иккӗшне лаша сутаканнипе туянаканни ҫӗклерӗҫ, виҫҫӗмӗшне, алӑ уйӑраканӗ тесе, Энтрее чӗнсе илсе тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ара, сан уру ҫӗрсе татӑлса ӳкет вӗт, ывӑлӑм, атя-ха хам пата, эп эмеллесе пӑхам, — Энтрее ҫавӑтса кайрӗ мучи.

— Да ведь у тебя, сынок, нога гниет, пойдем к мне, я попробую тебя полечить, — повел к себе дедушка.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Амӑшӗ Энтрее кашни кунах ҫав шыва ӗҫтеретчӗ.

Мать каждый день поила Андрея этой настойкой.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Чӑнах та, Энтрее пӗчӗк ҫуна ҫине лартрӗҫ те Пушкар арӑмӗ патне илсе кайрӗҫ.

Действительно, Андрея посадили в санки и отвезли к жене Пушкаря.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех