Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шантарса (тĕпĕ: шантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван Петровч пултарать, — Парне илме юратать, Вӑл, ҫуккине пур туса, Тӗрӗс тесе, шантарса, Пичет ҫапса, ал пусса Шур хут ярать собеса.

Куҫарса пулӑш

Кӗмӗл ҫӑпала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 21–22 с.

Мӗнле, шантарса сӑмах парӑпӑр-и ӑна?

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Антон Ванюка ырлӑх-сывлӑх сунса, тепӗр кунне килме шантарса пульницӑран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан вара эсир вӗсене ҫапла шантарса каларӑр тейӗпӗр:

Точно так же, если им сказать:

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑт, пурне те шантарса калатӑп.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ним те шантарса каламарӗ!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вӗсем никама та чир ертмен тесе никам та шантарса калаймӗ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Сарӑ хӗвелӗ те кашни кун тухӑҫран хӑйӗнпе Полинӑн таса юратӑвне чечекленсе вӑй илме пил парса, ҫутӑ пуласлӑх шантарса ҫеҫ ӑшпиллӗн ҫӗкленнӗн, ҫурхи ӑшӑ ҫилӗ те Полинӑпа иккӗшне ҫеҫ таса юрату хумӗ ҫинче ярӑнтарнӑн, садри саркайӑк та юррине Полинӑпа иккӗшӗн телейлӗ пуласлӑхӗ ҫинчен ҫеҫ шӑрантарнӑн туйӑнчӗ ӑна…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шала кайнӑ сасӑпа амӑшӗпе йӑмӑкне шантарса мӑкӑртатать:

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

— Нимех те мар, ӗҫсем пурпӗрех майлашӗҫ-ха, — хӑйне хӑй шантарса каларӗ вӑл.

— Ничего, дела наладятся, — обнадежил он свое отражение.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан Пенишора рабочисем Совет ҫӗршывне хирӗҫ пурпӗрех вӑрҫӑпа кайма килӗшес ҫукки ҫинчен, хӑйсем, ремесленнӑй шкулта вӗренекенсем, директор ҫурӑлса каяс пулсан та, гранатӑсен капсюлӗсене тӑвас ҫукки ҫинчен шантарса каларӗ…

Затем он заверил Фабиана, что рабочие все равно не пойдут против Советской России, а они, ученики, не будут изготовлять капсюли для гранат, хотя бы он, директор, лопнул…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ун чӗринче, пӗчӗк хӗлхем пек, пӗр ҫутӑ шанчӑк тӗлкӗшетчӗ: Пазухин вӑл юрласа панӑ юрӑсене Чӗмпӗрте уйрӑм кӗнекен кӑларма шантарса каларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫапах чун темӗнле тӗлпулу пуласса сисет, чӗре такама, палланӑ та ҫывӑх юлташа курасса шантарса тапнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Утрава тара парассипе шантарса илнӗ терӗҫ, — аса илсе хуравларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ шантарса сӑмах пани, община хресченӗсен умӗнчи ответлӑха туйни ӑна питех канӑҫсӑрлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм кумӑшӗ ҫине шантарса пӑхрӗ…

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Итлетӗп, ваше благороди! — Мошков, сӑмахне ӗҫпе ҫирӗплетме пултарасса шантарса, револьверне кобуртан кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тӑватпӑр! — шантарса каларӗ ҫармӑс мӑрси.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗрре те куҫ хупмастӑп, — шантарса каларӗ тарҫӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шантарса калатӑп: ҫуркунне вӗсем пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех