Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шаккӑл (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи тапхӑрта Ӑвӑспӳрт Кипечпе Вӑтакас Кипеч уйӗсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме «Агропром» фирмӑпа килӗшӳ тунӑ пулнӑ, Шаккӑл енче «Бородино» компани ӗҫлеме килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Шаккӑл енче 900 гектар лаптӑк ҫинчи уйсем чылай вӑхӑт хушши суха касси курман, Янкӑлчра ҫакнашкал ҫӗрсем 194 гектара ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Ачча енче, сӑмахран, — «Советская Армия», «Рассвет», «Победа»; Кӑшнаруй тӑрӑхӗнче — «Россия», «Правда», «Нива», «Сормовский»; Ӑвӑспӳрт ялӗн ҫӗрӗсем ҫинче — «Заря»; Вӑтакас Кипечре — «Урожай», «Яндоушский»; Шаккӑл ялӗн уйӗсенче — «Советская Чувашия», «Аниш»; Янкӑлчра — «Мир» тата «Восток»…

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Унӑн ӗҫне Ачча, Уҫырма, Ӑвӑспӳрт Кипеч, Шаккӑл территори пайӗсенчи ветерансен канашӗсен ертӳҫисем тата Чакаҫ, Тури Юнтапа, Кармамипе Ҫӗнӗ Мами выҫҫӑлккисен старостисем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Мария Рытова Шаккӑл ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/100-c%d1%8 ... 83%d0%bda/

Сумлӑ ҫуралнӑ кунпа юбиляра муниципалитет пуҫлӑхӗн ҫумӗ Лариса Сергеева, халӑха социаллӑ хӳт- лӗхпе тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ Эльвира Яковлева, Шаккӑл территори пайӗн ертӳҫи Валерий Якимов тата ҫывӑх ҫыннисем саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/100-c%d1%8 ... 83%d0%bda/

Иртнӗ эрнере Шаккӑл ялӗнче пурӑнакан Мария Петровна Рытова 100 ҫул тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/100-c%d1%8 ... 83%d0%bda/

Геннадий Степанович Шаккӑл тӑрӑхӗнчи ветерансен организацине 20 ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Юбилейпа саламланӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8e%d0% ... b0%d0%bda/

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» акципе килӗшӳллӗн Шаккӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Антонова мобилизациленине пӗлсен ӑна хӗллехи тум, атӑ тата ытти кирлӗ япаласем кайса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

1990 ҫулта Николай Стекольщикова Шаккӑл ял советне ертсе пыма шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec-%d0%b2% ... %80%d0%b5/

1975 ҫулта Шаккӑл шкулӗнчи каҫхи курссене ҫӳресе вӑтам пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec-%d0%b2% ... %80%d0%b5/

1957 ҫулта Николай Алексеевич Шаккӑл шкулӗнче ҫичӗ класс пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec-%d0%b2% ... %80%d0%b5/

Кӑҫал вырӑнти пуҫару программине хутшӑнса Атнаш, Ачча, Вӑтапуҫ, Вӑрӑмпуҫ, Вӑтакас Кипеч, Сухайкасси, Ухман, Шаккӑл, Шелттем ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчи чылай урам хӑйсен сӑнне лайӑх енне улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урам хушшине выртрӗ вакӑ чул ҫӗклет-ҫке кӑмӑла тап-такӑр ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%83%d1% ... bca%d0%bb/

Анчах 1950-мӗш ҫулсенче Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнче ӑна хӗрарӑмсем питӗ ҫыхатчӗҫ.

Но в 1950-е гг в селе Шакулово Канашского района их больше носили женщины.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех