Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чукмарпа (тĕпĕ: чукмар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана, ҫара кабельпе ӗҫлекенскере, электричество чукмарпа ҫапнӑ пек шаплаттарнӑ!

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Атӑпушмак ӑсти урамрах тӑрать, ялтан килнӗ качча халь-халь чукмарпа ҫапса пӑрахма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Пӗр-пӗринпе харкашни, уйрӑм писательсене юлташла, ыррӑн критиклес вырӑнне чукмарпа юнани (тепӗр чух пуҫран ҫапса антарни те) РАППӑн киревсӗр йӑли пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хыпарӗ кӑмӑла хуҫрӗ тени сахал, чукмарпа ҫапнӑ пекех, чуна амантрӗ: «ман сӑвӑсене пула «Сунталӑн» виҫҫӗмӗш номерне тытса чарни ҫинчен ӑна Рзай ҫырса пӗлтернӗ имӗш!

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кун пек пулсан ӑна ҫӑкӑрпа мар пемелле, питлӗх пек пысӑк ҫамкинчен чукмарпа шаплаттармалла.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах эпӗ дневник вӗҫнелле ҫитес чух пӗр япала куртӑм та, мана такам пуҫран чукмарпа ҫапнӑ пек туйӑнса кайрӗ, мана аҫа ҫапнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ара, вӑл, пуҫран чукмарпа ҫапнӑ пек хыпарсем илтнӗ хыҫҫӑн, ун ҫинчен мансах кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗс-пӑшал пурри хӗҫ-пӑшалпа, хӗҫ-пӑшал ҫукки чулпа та ахаль тимӗр таткипе, пуртӑпа та сенӗкпе, чукмарпа та кӳсекпе ҫапӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шахрун вӗҫерӗнсе тарма хӑтланать, ӑна хӑваласа ҫитсе чукмарпа ҫапса ӳкереҫҫӗ.

Шахрун попытался вырваться и бежать, но его настигли и ударами дубинок свалили наземь.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм кӗтесре чукмарпа ҫапса пӑрахас-и?

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав, кантур патӗнче пӑлхавҫӑсем кӗпӗрленнӗ, Шемшертен куҫса килнӗ: хӑшӗ сенӗкпе, хӑшӗ чукмарпа, — пӗлтерчӗ Андреев.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Ах тур-тур, чиркӳ старости чукмарпа ҫапса ӳкерчӗ!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахваниҫ ӑна чукмарпа ҫапса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ав, кантур патӗнче пӑлхавҫӑсем кӗпӗрленнӗ, Шемшертен куҫса килнӗ: хӑшӗ сенӗкпе, хӑшӗ чукмарпа, — пӗлтерчӗ Андреев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫурса тӑкаҫҫӗ ӑна пӗр-пӗр тӑкӑрлӑкра е пуҫран чукмарпа хаплаттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Энӗш таврашӗнче пире чукмарпа ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах унӑн отвечӗ Михаил Николаевич пуҫне пысӑк чукмарпа ҫапнӑ пекех пырса тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр стражникне лаша ҫинчен чукмарпа ҫапса ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара фан сана пуҫунтан чукмарпа ҫапать те пуҫ купташкине ҫӗмӗрет.

Тогда фан ударит тебя по голове палицей и разобьет череп».

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Пирӗн ялта вӗсене чукмарпа та, темӗнпе те хӗнесе пӑхнӑ, нимӗн те пулӑшмарӗ, — вӗсем хӑйсеннех тӑваҫҫӗ.

— Уж и не знаю, у нас на деревне и дубьем их били и дрючками, и то не помогало — всё они за свое.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех