Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чубов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эрне ҫурӑ каялла полк командирӗнчен приказ илетӗп: сотньӑсене парса хӑвармалла та, Чубов сотникпа иксӗмӗрӗн дивизи штабӗн распоряжение каймалла.

 — Недели полторы назад получаю от командира полка предписание: сдав сотню, совместно с сотником Чубовым отправляться в распоряжение штаба дивизии.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий Калмыкав есаула палласа илчӗ; Калмыков хыҫҫӑн Чубов пырса тӑчӗ.

Листницкий угадал есаула Калмыкова, следом за ним подошел Чубов.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Полкри офицерсемпе калаҫса ларнӑ чух хорунжи Бунчук паян (унта мансӑр пуҫне пиллӗкмӗш сотня есаулӗ Калмыков, сотник Чубов, виҫҫӗмӗш сотня подъесаулӗ Меркулов пулчӗҫ) хӑйӗн политикӑлла тӗллевӗсемпе пӗр килекен задачӑсене пурнӑҫласа тӑни ҫинчен каласа пачӗ.

Хорунжий Бунчук в сегодняшней беседе с офицерами нашего полка (присутствовали, помимо меня, пятой сотни есаул Калмыков, сотник Чубов, третьей сотни подъесаул Меркулов) разъяснил те задачи, которые выполняет он согласно своим политическим убеждениям.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыковпа Чубов васкавлӑн тумланса тухрӗҫ.

Калмыков и Чубов, одевшись, ушли.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— «Ситуаци» тени мӗне пӗлтеретчӗ-ха? — пӳлчӗ ана Чубов.

— А что такое «ситуация»? — перебил Чубов.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пируска ҫавӑрнӑ хушӑра Листницкий пӗрре Бунчук ҫине, тепре Чубов ҫине йӳҫҫӗн кулса пӑхса илчӗ.

Сворачивая папиросу, едко улыбаясь, Листницкий посматривал то на Бунчука, то на Чубова.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавсем ҫине ытараймасӑр пӑхнипе Чубов кулас килмен ҫӗртен кулса выртрӗ, ҫав тери хӳхӗм тунӑ ӳкерчӗк ҫинчен куҫне илме те пӗлмерӗ.

Чубов, непроизвольно улыбаясь, залюбовался мастерским рисунком.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чубов кравать ҫинче выртрӗ; калаҫакансен сӑмахӗсене тӑнланӑ хушӑра вӑл стена ҫумӗнчи табак тӗтӗмӗпе сарӑхса кайнӑ ӳкерчӗк ҫине пӑхрӗ.

Чубов лежал на кровати и, вслушиваясь в голоса разговаривающих, рассматривал прибитый к стене, пожелтевший от табачного дыма рисунок.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Итлӗр, хас-па-да! афицерсем! — артист пек хуҫкаланса илсе, ҫухӑрса ячӗ те Чубов пӳрнипе Бунчук ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

— Внимание, гас-па-да афицеры! — крикнул Чубов и, театрально раскланиваясь, указал на Бунчука.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чубов, эрехетлӗн кулкаласа, купарчине милӗкпе ҫапнӑ пек туса кӑтартрӗ.

Чубов, блаженно улыбаясь, сделал вид, будто хлещет себя по ягодицам веником.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтанхи вӑййа выляса пӗтернӗ тӗле пиллӗкмӗш сотня офицерӗсем — Калмыков есаулпа сотник Чубов килсе ҫитрӗҫ.

К концу первой партии пришли офицеры пятой сотни — есаул Калмыков и сотник Чубов.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Прицельнӑй камери, пӗтӗм механизмӗ — пурте тӗлӗнмелле лайӑх, — пӗтӗм чун хавалӗпе мухтаса сӑмах хушрӗ хорунжий Чубов, икӗ котелок яшка ҫавӑрса хума ӗлкӗрнӗскер.

Прицельная камера, весь механизм — верх совершенства, — восторженно заметил хорунжий Чубов, успевший опорожнить второй котелок щей.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хорунжий Чубов пӗр котелок яшка илсе килчӗ, ҫуллӑ яшкан тутлӑ шӑрши офицерсене ыйхӑран вӑратрӗ.

Хорунжий Чубов принес котелок щей, жирный их аромат разбудил офицеров.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех