Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Удмурт сăмах пирĕн базăра пур.
Удмурт (тĕпĕ: удмурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ хамӑр ялти удмуртсем ҫинчен мар, удмурт ялӗсенчи кӗлетсем ҫинчен калатӑп-ҫке, — тӳрре тухасшӑн пулчӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӗркеллӗ удмурт хӗрарӑмӗсем, хӑйсен йӑли тӑрӑх, черккене тӳрех тӗппипе ӗҫмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Огрок, ҫамрӑк удмурт хӗрарӑмӗ, икӗ ватӑ чӑваш умӗнче, хӑйне мӗнле тытмаллине пӗлмерӗ пулас, пылне пӑртак сыпса, стаканне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Удмурт колхозӗнче ӗҫне пӗтернӗ хыҫҫӑн, тепӗр кун ирпе ирех Мария Тимофеевна килне таврӑнма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Удмурт хӗрарӑмӗсем яланхи йӑлипе пӳрт пӗренисене сараличчен хырса ҫунӑ иккен, урайпа мачча таранччен тап-таса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялти колхозсӑр пуҫне, кӳршӗре тата икӗ удмурт поҫолокне пӗрлештерекен «Свободный путь» ятлӑ колхоз пур.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Откан удмурт кассинче чи чипер хӗр пулнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аякри удмурт ялӗнчен ҫураҫса илчӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эс тӗк лар-ха, Петрок, итле ҫын калаҫнине, — чавсипе кӑлт тӗртрӗ ӑна удмурт хӗрарӑмӗ Сандок, хӑй упӑшки ҫинчен сӑмах тухасса кӗтсе: — Кала, кала, Ваҫок.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Удмурт пулсан та, чӑвашла таса калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Удмурт хӗрӗсен кӗлетӗнчи пекех! — йӑл кулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫывӑх вӑхӑтра тата улттӑшӗпе усӑ курма май пулӗ — ҫавӑн пекех алтай, мӑкшӑ, тува, удмурт, чӑваш, ирҫе уйрӑмӗсем ӗҫлесе кайӗҫ.

В ближайшее время будут доступны еще шесть: алтайский, мокшанский, тувинский, удмуртский, чувашский, эрзянский.

«Википедин» аналогӗ Раҫҫейри халӑх чӗлхисемпе ӗҫлеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36729.html

Чӑвашпа вырӑс, украинецпа мари, тутарпа удмурт, эрзяпа мӑкшӑ Атӑл урлӑ туслӑх кӗперӗ хывать.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Мари тата Удмурт Республикисем тата Киров облаҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Грипп ан сарӑлтӑр тесен… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61153

Тутар, мари, удмурт тата ытти халӑха тимлӗ тишкернӗ материалсене кӑларнӑ ҫӳлӗксем ҫине.

Куҫарса пулӑш

«Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисен пӗрешкеллӗхӗ» курав // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60549

Егоров снайпер удмурт ҫынниччӗ, фронта киличчен пуҫламӑш шкул учителӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Уйрӑмах - Мари Эл, Удмурт Республикисенче тата Киров облаҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Тутарстанпа Удмурт Республикинче - 10 процент, Чӑваш Ен ку енӗпе кӑтарту пӗрешкел пилӗк субъект йышне кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

ФАОн 7 регионӗнче 2012 ҫултанпа халӑх йышӗ хӑй еккипе ӳссе пынӑ, Удмурт тата Пушкӑрт Республикисенче - 2009 ҫултанпа, Тутарстанра - 2011 ҫултанпа.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Семинарта сӑмах илнисем нумаях пулмасть Удмурт Республикинчи Ижевск шкулӗнче пулса иртнӗ трагедине аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех