Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Туҫа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туҫа ялӗн ҫынни, Еремеев Николай Петрович, ҫав кун вӑрмана кайнӑ та киле таврӑнман.

Житель деревни Тойси-Паразуси Еремеев Николай Петрович в тот день ушел в лес и не вернулся.

Йӗпреҫ районӗнче арҫын вӑрмана кайсан таврӑнман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36027.html

Ҫур ҫӗрте Кӑнарпа Чӑрӑш Туҫа хушшинчи ҫул ҫине тух.

В полночь выйди на дорогу между Конарами и Вторыми Тойзями.

Сас ҫухатнӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/467

Куратӑр-и Имбюртпе Чӑрӑш Туҫа хушшинчи уя?

Видите поле между деревнями Вторые Тойзи и Имбюрти?

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Савут Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче вырнаҫӗ.

Завод расположен в деревне Старые Тойси Батыревского района.

Чипс тӑвакан савута кӗркунне уҫасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35020.html

«Сельэлектро» представителӗ ав эсир хӑвӑр пурӑра хӑҫан туса пӗтеретӗр тесе ыйтмасть вӗт-ха, тума пуҫланӑ станцине хӑҫан туҫа ҫитеретӗр тесе тӗпчет.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Павлушпа Тимуш Кутемере пырса ҫитнӗ ҫӗре хӗвел Туҫа вӑрманӗ хыҫне пытана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӗнерпуҫ ҫӑви хӗррипе асӑрхануллӑн чуптарчӗҫ те лашине, Туҫа вӑрманӗ патне тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Туҫа вӑрманӗ хурлӑх-юрлӑх та, савӑнӑҫ та чылай курнӑ хӑй ӗмӗрӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унтан Туҫа вӑрманӗ еннелле пӑхса, аллипе сулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ял хыҫӗпе кайса кӑнтӑр еннелле тытрӗҫ лашине: чылай кайсан, Туҫа вӑрманне пырса ҫитрӗҫ, унтан Тимофей Николаевич Савраскӑна ҫӑва еннелле ҫавӑрма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Туҫа тӑрӑхӗнчен вара виҫҫӗн (районӗпе пӗрремӗш ушкӑнпа 9ӑн кайнӑ) салтака кайма та ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтӑвӗсем тӗрлӗрен, тӗллевӗ — пӗрре // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.04

Мероприяти вӑхӑтӗнче Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗнчи Вахитовсен тата Туҫа ял тӑрӑхӗнчи Ивановсен ҫамрӑк ҫемйисене федерацин «Ҫурт-йӗр» тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн свидетельствӑсем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланчӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2019.06.04

ӑ) «2 №-лӗ суд участокӗ» пайӑн «Чиричкасси ял поселенийӗ» позицире «Ҫирӗккасси Туҫа ялӗ» сӑмахсене «Ҫирӗккасси Туҫа сали» сӑмахсемпе улӑштарас, «Шӗнер ялӗ» сӑмахсене «Шӗнер сали» сӑмахсемпе улӑштарас;

б) в позиции "Чиричкасинское сельское поселение" раздела "Судеб­ный участок № 2" слова "д. Тойси" заменить словами "с. Тойси", слова "д. Шинеры" заменить словами "с. Шинеры";

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Петр Андреевич Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерсе пӗр ҫул колхозра ӗҫленӗ хыҫҫӑн ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренсе ученӑй зоотехник дипломӗпе Псков облаҫне ҫитсе совхоз зоотехникӗн ӗҫне кӳлӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Район- та ҫурхи ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра Пӑла юхан шывӗ ҫумӗпе вырнаҫнӑ Патӑрь-ел, Кӗҫӗн Арапуҫ, Тутар Тимеш, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Вӑтаел ялӗсенчи хӑш-пӗр урамсене шыв илме пултарать (пурӗ 65 хуҫалӑх, 200 ытла пурӑнакан).

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӗренес кӑмӑлӗ пысӑк пулнӑран хӗрача Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулне ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех