Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тутаркаса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Левентей Анушкана Тутаркаса кулса ҫеҫ ӑсатрӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ну, эпӗ Тутаркаса вӗҫтертем, мана унта кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапах та килтӗн паян Тутаркаса?

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тутаркаса куҫса килес — килте амӑшӗ пӗччен юлать, ӑна шел, ялта пурӑнас — кашни кун ҫӳреме йывӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман Тутаркаса каҫсанах агроном ҫакна сисрӗ: — халех-и, халех мар-и, анчах «Атӑлпа» «Алга» пер-пӗринпе вӑйлӑн ӑмӑртма тытӑнаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп Атӑлкассинче чухне вӑл — Тутаркасра, Тутаркаса килтӗм те, вӑл Турикаса тарать.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунне вӑйлӑ ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑр Тутаркаса хӑйӗн пӗчӗк ҫеҫ машинипе райком секретарӗ вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп Камышин патне кӗретӗп, анчах сана Тутаркаса илсе каятӑпах.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тахҫантанпах Липӑпа урамра курнӑҫма ӗмӗтленекенскер, вӑл каҫхине чӑнах та Тутаркаса пӗрремӗш хут ӗҫсӗр, хӗр патне тесе ҫеҫ кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Паян пӗтеретӗн-и, Кулине? — терӗ Липа, Тутаркаса каяс умӗн звеньевой патне тепре пырса.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей Липӑпа паллашни ҫулталӑк ытла ӗнтӗ, унтанпа куҫа-куҫӑн та нумай калаҫнӑ, Тутаркаса та пӗрле ҫӳрекеленӗ, анчах хӗр ун ҫине мӗнле пӑхать, ӑна вӑл паян кунччен те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви чарӑнчӗ, Галимджан тухасса кӗтмен пек, Тутаркаса савнине курассишӗн килмен пек, каччӑ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех