Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тутараньсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗрен палӑрнисем ҫаксем: унччен вулӑсри кулава пулнӑ Юнкӑ ҫынни Романов Макар, Чиркӳллӗ Тутараньсем Иванов Карачӑм, Иванов Ваҫлей, Михайлов Энтри; Аначкасси ҫыннисем Иванов Аверкипе Ҫтаппан; Тепте ял этемми, унччен те пӗр-ик хут айӑпланнӑ паттӑр Сидоров Ҫтаппан (Палатай); Пушкӑрт ял ҫыннисем Никитин Пракахвипе Алексеев Кавӗрле; Ҫатрасем, ял халӑхне сӳлтен хушнӑ йӗркесене йышӑнма чарса тӑнӑ Дмитриев Энтри; Хураҫка ял ҫынни Сергеев Макҫӑм, Урпашсем Григорьев Хӗветӗр (ку ҫынна уйрӑмах астуса тӑрӑпӑр), Кожваш ҫармӑсӗ, штатра тӑман тиечук (псаломщик?) Алеев Макҫӑм т. ыт. те, т. ур. те.

Появлялись все новые и новые имена: бывший волостной голова, уроженец Юнги Макар Романов; выходцы из Церковной Тутарани Герасим Иванов, Васьлей Иванов, Андрей Михайлов; Ивановы Степан и Аверкий из Аначкасов; уроженец Тепте, до этого уже дважды обвиненный в неподчинении властям батыр Степан Сидоров (Палатай); жители башкирских деревень Прокофий и Гавриил Алексеевы; Андрей Дмитриев из Сятракасов, не раз восстававший против властей; уроженец деревни Хураська Максим Сергеев; урбашцы Федор и Василий Григорьевы (о последнем речь будет ниже); мариец из Кожваш. дьяк-самоучка (псаломщик?) Максим Алеев и многие, многие другие…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех