Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Турикасра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турикасра, ытти ҫуртсенчен кӑшт аяккарах, уйрӑларах ларнӑ пӗр пысӑк та тайлӑк хура пӳрт пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Катрам Иванӗ Турикасра та тимӗрҫӗ лаҫҫи уҫасшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Астӑватӑн-и, темиҫе ҫул каялла кӑна хӑвӑр ялти хаш-пӗр ҫынсем: «Ҫав Тутаркаспа Турикасра ӗҫлеме лайӑхрах пулӗ: пӗчӗк колхозра хуҫалӑха тирпейлӗрех тытма пулассӑн туйӑнать», — тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрре — Турикасра, тепре — Атӑлкассинче, Тутаркас валли мӗскӗнӗн вӑхӑчӗ те ҫук пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Комбайн пек машинӑсем пирки Турикасра ҫӑвар та ан уҫ, вӑл ҫунашкана лашапа турттарса пыниех пулать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗчӗк колхоз ытти енчен те юрӑхсӑр, Петров, Строительство енӗпе ил-ха, мӗн тӑвас тетӗн эс Тутаркасра е Турикасра?

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Турикасра ҫӗртме тунӑ кунсенчен пӗринче Анушка хӑйӗн трӑкторӗ умӗнче чылай аякра симӗс гимнастерка тӑхӑннӑ ҫын тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑлкассене кура юлашки ҫулсенче ку ӗҫе Турикасра Тутаркас колхозникӗсем те пуҫарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗттӗм пулнӑ-пулман Турикасра пӗр тӑруках икӗ кил ҫунма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑсем укӑлча хапхинчен кӗрсенех пӗлчӗҫ — Турикасра туй пырать.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Турикасра уялла каякан тӑкӑрлӑк кӗтессинче ларатчӗ унӑн пӗчӗк пӳрчӗ.

Маленький домик тетушки Спанюк стоял на пересечении Верхней улицы и переулочка.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Калӑпӑрин, Турикасра Кӑптӑрмӑш Кӑрмасунӗ пур.

Взять, к примеру, Кыптырмыш Кармазуна, что живет на Нагорной улице.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех