Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Турикас (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пинер хӑй урхамахне йӗнерлерӗ те, ҫул ҫине мӗн кирлине илсе, хуллен ашшӗ анкарти хыҫӗпе Турикас еннелле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Турикас ыттисене хӑй инкекне, унти ҫынсен хурлӑхне ытларах кӑтартас тенӗн ҫӳлте, сӑрт варринерех, тип ҫырма хӗррипе вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтешре — виҫӗ урам: Турикас, Анаткас тата Кайрикас.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ав, Турикас, Хутар, Кӑмаша еннелле утарсем чаплӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ну, Турикас ҫӗрне мӗнле вунӑ пусӑ ҫине уйӑратӑр эсир?

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ав ҫуркунне МТС Турикас колхозӗпе мӗнле вӑрҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Турикас ушкӑнӗнче Липа та курӑнмасть, вӑл та хире кайнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах ун патне Турикас платникӗсем ҫитсе пурттисене пӗрене пуҫӗсене тӑрӑнтара-тӑрӑнтара лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пире пысӑк станци кирлӗ мар, ӑна Тутаркаспа Турикас туччӑр.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Турикас валли имҫам турттарса килесшӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укӑлча хапхи патне ҫитсен, хӗр Турикас еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, — Липа патне кайса килсен ытлашши пулмастчӗ ӗнтӗ, анчах, хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл паян килӗнче лармалла мар, ытти ялсене каясшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Турикас енчен хутран-ситрен ҫил шӑхӑрнӑ пек туйӑнать, хирте пирвайхи ҫилтӑман вӑй пуҫтарать пулас.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир тавлашмарӗ те, Турикас колхоз председателӗ Кӑтра Иванӗ пӑртак турткалашрӗ, анчах эпӗ ӑна час ӳкӗте кӗртрӗм.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кок-сагыза кӑҫал эпир ҫеҫ мар, Тутаркаспа Турикас колхозӗсем те акаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре ҫывхарнӑ вӑхӑтра вӗсем иккӗш те ҫӳлелле, Турикас еннелле хӑпарса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗншӗн Турикас ялне тӑрса юлчӗ?

Куҫарса пулӑш

Курайманлӑх // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑхӑт иртсен Танук-нойон Турикас ялне ҫунтарса яманшӑн шеллесе те илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхар тӑлмачӗн ҫӑмӑл алли урлӑ тутарсен хушшинче те Турикас ялӗнче илтнӗ халап сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унта вара вӑрман хушшинче пысӑк пуян Турикас ялӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар вара Сарпикене Турикас ялне хӑварас терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех