Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунмастӑп (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тунмастӑп, Ваше сиятельство…

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тунмастӑп, кин, — хӑйне айӑпа хурса пӑшӑрханнӑн каларӗ Платун, — ыйткаласа ҫурекене ҫаратнине, чӑн та, илтмен.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тунмастӑп, мана ҫак йӗкӗте питӗ шел пулчӗ, анчах ҫапах та эпӗ ӑна пӑр тӑрӑх приборсем патне упалентертӗм, — чӑн та упалентертӗм ҫав, мӗншӗн тесен унта утса кайма май ҫукчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тунмастӑп, ҫав самантра эпӗ хама чарса тӑраймарӑм, тӳррӗн ыйтма тытӑнтӑм:

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ача ҫуратас килет ман, тунмастӑп».

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тунмастӑп: чун хурланнӑ тапхӑрсем пулкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Чӑрсӑртарах ӗнтӗ эпӗ, тунмастӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Каласси каларӑм-ха, тунмастӑп, анчах Трофимӗ вӑл ҫын мар, качака таки, хамӑн килти качака таки! —

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Унӑн самаях пысӑк статйине эпӗ, тунмастӑп, питӗ пӑлханса вуларӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тунмастӑп, ман тавра тӑван хулара та, кунта та каччӑсем явӑҫма пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тунмастӑп, Анук…

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Парӑм пирки тунмастӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тунмастӑп

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уретник манран ыйтрӗ, тунмастӑп: Александр Федорович чиркӗве ҫӳрет-и, терӗ…

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кунта хамӑр хушӑмӑрта пулнӑ инкеке эпир сӳтсе яватпӑр, — унта сирӗн те, манӑн та айӑп пур, — эпӗ пачах тунмастӑп: манӑн вӑй-хал та пӗтсе килчӗ.

Поскольку мы здесь, так сказать, между своими и обсуждаем общую, так сказать, беду — тут и моя и ваша доля, — я откровенно сознаюсь: у меня даже энергия упала.

XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Чӑнах та, тунмастӑп: эпӗ конституцишӗн тӑратӑп.

Действительно, не отрицаю: я — за конституцию.

XXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫакна каласан, вӑл пирӗн ҫине ыйтуллӑн пӑхрӗ, тунмастӑп, ҫав минутра темле аван мар пек туйӑнчӗ мана.

При этом она вопросительно взглянула на нас, и, признаюсь, мне сделалось как-то неловко в эту минуту.

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тунмастӑп, нумайрах каласа пани мана ытларах килӗшет.

Не буду скрывать, меня больше устроит, если скажете многое.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Манӑн пӗр ҫынна вӗлерес килнине эпӗ тунмастӑп, тунма та пултараймастӑп, — тет Кольхаун.

— Я не отрицаю, — говорит Кольхаун, — и не могу отрицать, что был человек, которого я хотел убить.

ХСIХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Генрие курсан, ман пуҫа ҫавӑн пек шухӑш килнине эпӗ суд умӗнче тунмастӑп.

Не буду скрывать перед судом, что эта мысль мелькнула у меня в голове, когда я увидел Генри.

LXXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех