Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тумлан сăмах пирĕн базăра пур.
Тумлан (тĕпĕ: тумлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпир тумланнӑ пек тумлан эппин».

— Надевай же платье такое, как и мы.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тумлан та, ман пата каятпӑр!

— Одевайся, поедем ко мне!

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ну, тумлан хӑвӑртрах, — васкатрӗ вӑл.

— Ну, одевайся скорей, — торопил он.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хам пирки те, сан пирки те мӗн тӑвассине эпӗ сана каҫхине пӗлтеретӗп, халь тумлан.

Ужо вечером я сообщу тебе подробный план о том, что я намерен делать с собой и с тобой, а теперь одевайся.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫапла каларӑм ҫав, тумлан та тух, подъезд умӗнче кӗтетӗп сана.

— Конечно. Одевайся и выходи. Я буду ждать тебя у подъезда.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Мӗн пулнӑ, тесе, эпӗ сиксе тӑтӑм: «Тӑр, тумлан!» тесе кӑшкӑрчӗҫ мана темиҫен.

Я вскочил: что такое: «Вставай, одевайся!» — кричало мне несколько голосов.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑвӑртрах тумлан та тух выльӑхсем патне — нумай кӗттернӗ ан пул.

Быстрее одевайся и выходи во двор — не заставляй меня долго ждать.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫын ӗретлӗ тумлан — вҫо.

Иди, переодевайся быстрее!

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ванькка, тирпейлӗрех тумлан.

Ванька, оденься поприличнее.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тумлан, Зоя.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Атя, тумлан, анне!

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Раман куҫӗ умӗнчен каллех «тумлан малтан, культурӑлан, кайран ман хыҫҫӑн ут» текен хӗр сӑнӗ вӗлтлетсе иртрӗ, салтнӑ тӑла-ҫӑпатана хул хушшине хӗстерсе чупакан ача аса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ытах юрататӑн пулсан, йӗркеллӗ тумлан малтан, культурӑлан, кайран ман хыҫҫӑн ут.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Часрах тумлан та вутӑ йӑтса кӗр, — терӗ ӑна Васса.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ халь тумлан ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тумлан, Натюш, — хушрӗ Улюк.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тумлан, киле каймалла, — терӗ аппа…

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Мӗн аралатса ларан, айта, тӑрса тумлан, — койка ҫинчи хӗр аллинчи кӗнекене илсе сӗтел ҫине хучӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тӑрса тумлан кӑшт, мӗн латти вӑл, хӗвел кӑнтӑрлана ҫитиччен йӑраланса выртатӑн!

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тумлан хӗр пек.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех