Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Труханов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫу варринче е кӗр енне кайсан, Труханов утравӗн хӑйӑрӗ сылтӑм ҫыран патнеллех ҫитет, ун ҫинчи баржӑсем кӑкармалли юпасем вара туса пӗтереймен кӗперсен сӑвайӗсем пекех курӑнса тӑраҫҫӗ — ҫав тери юшкӑнланса ансӑрланать юханшыв.

В середине и конце лета песчаный выплеск Труханова острова подходит чуть ли не к самому правому берегу, а причалы на нем становятся похожими на длинные недостроенные мосты — так мелеет и сужается река.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӑрахут сӑмсипе шыв юххине май ҫаврӑнать те, темӗншӗн тата тепӗр хут кӑшкӑртса илсе, Владимир тӑвӗ патӗнчен, шыв урлӑ пляж патне каҫакан вырӑнпа Труханов утравӗсенчен иртсе, хӑвӑрттӑн анаталла чупать.

Пароход разворачивается носом по течению и, зачем-то протрубив еще раз, ходко бежит мимо Владимирской горки, переправы на пляж и Труханова острова.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Анас патне ҫитнӗ хӗвел Труханов утравне ылттӑн сӑрпа сӑрлать, ҫуртсен чӳречисене ҫап-ҫутӑ ҫулӑмпа ҫутатать.

Заходящее солнце красило золотыми мазками Труханов остров и ярким полымем стекла домиков.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех