Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тимкки (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни ялӗнчен чаплӑ ҫыравҫӑсем тухнӑ: Пӑрӑнтӑкра Иван Яковлев, Пӳркелӗчен Иван Юркин, Мӗтри Юман, Владимир Ухли, Пимӗрселтен Тайӑр Тимкки, Константин Петров, Раккассинчен Валентин Урташ, Элшелтен Николай Дедушкин, Владимир Чебоксаров, Валерий Ашкеров, Василий Цыфаркин…

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Тайӑр Тимкки поэт чӑвашсен революцичченхи литературинче чӑннипех те хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Тайӑр Тимкки (Тимофей Семенович Семенов) 1898 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗнче Тутар республикинче, Пӑва районӗнчи Шемекре, чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Кӑҫалхи январь уйӑхӗнче чӑваш ӗҫҫыннисем чӑвашсен революци хыпарҫи — Тайӑр Тимкки поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ туса ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Вӑл унти революционерсемпе ҫыхӑннӑ пулнӑ, суя хушамат йышӑннӑ: сӑввисем айне Тайӑр Тимкки тесе алӑ пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Пӗлетӗн-и, Якур, эпӗ халиччен те Тайӑр Тимкки кам пулнине тавҫӑрса илменччӗ, мана ун ҫинчен Тавӑт шкулӗнче ӗҫлекен учитель пӗлтерчӗ, — терӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Вӑт, иптешӗм, ҫавӑ шӑпах Тайӑр Тимкки пулнӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Унта Тайӑр Тимкки ятне асӑрханӑ-и?

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Василий Токсин, Пӑртас вайпут, Женя Трилинский, Куприянов инженер, Николаев А.Г. космонавт – 1, 3 №-лӗ ҫуртсем, Кочетов, Вӑрман, Лука Спасов, Уйӑх, Михаил Сироткин, Никифор Охотников, П.Н. Осипов, Петр Крепков, Петров, Хвети поэт, Стихван Шавли, Строительсен, Тайӑр Тимкки, Федор Гладков, Ю. Гагарин – мӑшӑр ен 2 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 10 №-лӗ ҫурт таран, Янка Купала – 46, 46а, 48, 49, 51 №-лӗ ҫуртсем.

"Василия Токсина, Воеводы Буртаса, Жени Трилинского, Инженера Куприянова, Космонавта Николаева А.Г. – дома № 1, 3, Кочетова, Лесная, Луки Спасова, Лунная, Михаила Сироткина, Никифора Охотникова, П.Н. Осипова, Петра Крепкова, Петрова, Поэта Хведи, Стихвана Шавлы, Строителей, Таэра Тимки, Федора Гладкова, Ю. Гагарина – четная сторона с дома № 2 по № 10, Янки Купалы – дома № 46, 46а, 48, 49, 51.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех