Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Агафон сăмах пирĕн базăра пур.
Агафон (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кайӑр кунтан! — ахӑрса пӑрахнӑ Агафон.

— Пошли вон! — заревел Агафонов.

Хусах // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Инкек, — терӗ хурлӑхлӑн Агафон.

— Беда, — грустно проговорил Афанасий.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Агафон тӗрлӗ мыскара тума вилсе кайса юратать вӑл, пуринчен те шӳтлесе кулать, унӑн кӑмӑлӗ ҫавнашкал ӗнтӗ, — хӑйӑлтатарах тухакан сасӑпа лӑплантарса каларӗ ӑна Нагульнов.

Агафон до смерти любит всякие штучки выкидывать, он надо всеми подшучивает, такой уж у него характер, — хрипловатым баском успокаивающе отзывался Нагульнов.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр Агафон Дубцов ҫеҫ мучин телейлӗ кӑмӑлне пӑсмасӑр юлмарӗ.

И только один Агафон Дубцов не преминул испортить деду счастливое настроение.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Агафон та, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен сӗт ӗҫме нӳхрепе шӑвӑнса кӗресшӗн пулнӑ пек, партие хӗсӗнсе кӗресшӗн, анчах эпӗ ӑна паян Кондратран та ытларах кӳпкетӗп, эпӗ ун ҫинчен те чылай япала пӗлетӗп, эсир ӑна пӗлсен тӗлӗнсе кайӑр, хӑш-пӗри, тен, тӑнран та кайса ӳкӗ.

Агафон тоже норовит в партию пролезть, как ужака в погреб, чтобы молока напиться, но я ему отлуп нынче дам похлеще, чем Кондрату, я и про него знаю кое-что такое, что все вы ахнете, когда узнаете, а может, кое-кого и омороком шибнет.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑна, хаклӑ граждансемпе карчӑксем, ман ҫине Агафон Дубцов шӑтӑкри усал ҫӗлен пек чашкӑрать!

Это, дорогие гражданы и старушки, Агафон Дубцов шипит на меня, как лютый змей из преисподней!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хӑв каларӑн пулсан, эсех кӗр, — пуриншӗн те хуравларӗ Агафон Дубцов арӑмӗ, аялти картлашка ҫинче лараканскер.

— Иди ты, коль сама назвалась, — за всех ответила сидевшая на нижней ступеньке жена Агафона Дубцова.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Акварель» — вӑл лайӑх хӗр, тесе ӑнланатӑп эпӗ, «бордюр» — йӑлтах урӑхла, вӑл ҫапкаланчӑк хӗрарӑм, «антресоль» туни — вӑл шӑпах сан юратӑву пулать ӗнтӗ, Агафон, унпа эсӗ кӑштах ӑсран тайӑлнӑ тата ытти те.

«Акварель» — это хорошая девка, так я соображаю, а «бордюр» — вовсе даже наоборот, это не что иное, как гулящая баба, «антресоли» крутить — это и есть самая твоя любовь, Агафон, на какой ты умом малость тронулся, и так дале.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чи малтан ӑна хирти стан патӗнче тӑракан Агафон Дубцов курчӗ.

Первым его увидел Агафон Дубцов, находившийся возле стана.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗнле пысӑк ӗҫ пур вара санӑн, Агафон?

— Какое же у тебя важное дело, Агафон?

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Суйма питӗ ӑста-ҫке эсӗ, Агафон! — кула-кула тӗлӗнчӗ Яков Лукич.

— А и здоров же ты брехать, Агафон! — посмеиваясь, восхитился Яков Лукич.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ ан ҫиллен, Агафон, эсӗ ман сӑмаха тимле.

— А ты не злись, Агафон, ты вникай в мои слова.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗнле ҫӗр ӗҫлевҫӗ-ха эсӗ, Агафон?

Ну какой ты хлебороб, Агафон?

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫумӑр кансӗрлемесен, уярта ҫулса пӗтерсен — кӑҫал утӑ тем чуклех пулать! — терӗ Агафон Дубцов, Давыдовӑн пысӑк мар кабинетне кӗрсе, ывӑннипе сак ҫине ват ҫынла кӗхлетсе ларса.

Ежели не напакостят нам дожди и управимся с покосом засухо — не иначе огрузимся сенами! — сказал Агафон Дубцов, войдя в скромный кабинет Давыдова и устало, со стариковским покряхтываньем, садясь на лавку.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Агафон Давыдова питӗ хытӑ кӳренсе тухса кайрӗ, лешӗ, вӑл тухса кайсан, ҫине-ҫинех икӗ пирус туртса пӗтерчӗ, алӑкне шалтлаттарса хупса лартрӗ те ӑна ҫаклатса хучӗ.

Агафон ушел, крепко недовольный Давыдовым, а тот после его ухода выкурил две папиросы подряд, с громом прихлопнул дверь, запер ее на крючок.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара Агафон, Гремячие пырсан, чи малтан Давыдовран пулӑшу ыйтрӗ:

Тогда Агафон при первом же приезде в Гремячий обратился за содействием к Давыдову.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ, Агафон пичче, ытлашши ан вӗчӗх, сӑхманупа витӗнсе вырт та ҫывӑр.

Ты, дядя Агафон, не злуй дюже, укройся зипуном и спи.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Агафон Дубцов Лушкӑна лӑпланма ӳкӗтлесе пӑхрӗ, анчах унӑн ӗҫӗ малтанах ӑнӑҫсӑр пӗтсе ларчӗ.

Агафон Дубцов пробовал урезонить Лушку, но потерпел лютую неудачу.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫурӑмӗпе пӗтӗм стенана сӑтӑрса пӗтерчӗ авӑ! — Демка майлах ҫаптарчӗ шатра питлӗ Агафон Дубцов.

— Всю стену спиной обтерла! — поддержал его рябой Агафон Дубцов.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малта, Лапшиновӑн сӑрӑ лаши ҫинче, Любишкин Павло сиккипе ыткӑнса пырать, унтан сылтӑм енче шатра питлӗ Агафон Дубцов чукмар тытса, тем тума та хатӗррӗн хӑрушла курӑнса пырать, хыҫалта тата, тӗрлӗ тӗслӗ лашисем ҫинче, йӗркине-мӗнне пӑхмасӑр, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑри колхозниксем ҫӗмӗрттерсе пыраҫҫӗ…

Впереди на лапшиновском иноходце скакал Любишкин Павло, по правую руку от него вооруженный дубиной, рябой и страшный в своей решимости Агафон Дубцов, а позади в беспорядке, на разномастных лошадях, — колхозники второй и третьей бригад…

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех