Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Авари сăмах пирĕн базăра пур.
Авари (тĕпĕ: авари) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӗлтӗр питӗ йывӑр ҫул пулчӗ, район территорийӗнче 20 авари сиксе тухрӗ, вӗсенче 8 ҫын вилнӗ, 25-ӗн аманнӑ. Виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан, аварисен хисепӗ — 11, ҫул-йӗр инкекӗсенче ҫын вилесси 40 процент ӳснӗ. Аварисене ытларах ют ҫӗрти автотранспорт хатӗрӗсен водителӗсем тунӑ, тӑххӑрӑшне вара — Трак енрисем. Районти предприятисемпе организацисен автопаркӗсен автомашинисемпе иртнӗ ҫул авари туман», — палӑртрӗ Владислав Юрьевич.

«Прошлый год оказался сложным, на территории района произошло 20 аварий, в которых погибло 8 человек и 25 ранены. По сравнению с позапрошлым годом число аварий — на 11, гибель людей возросла на 40 процентов. Аварии чаще происходили по вине водителей иномарок, в 9 происшествиях вина местных жителей. В прошлом году с автомашинами автопарков предприятий и организаций района аварий не было», — подчеркнул Владислав Юрьевич.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Ҫылӑха пытарма кирлӗ мар, эпӗ хӗрелсе кайрӑм, питех те иментӗм, тытӑнчӑклӑн аварисем мӗнле тата мӗнрен пулни ҫинчен, авари тата ҫӗмӗрӗлни тесе лётчиксем мӗне шутлани ҫинчен ӑнлантарса патӑм.

Что греха таить, я покраснел, страшно смутился и начал сбивчиво объяснять, какие и от чего бывают аварии, что называется у нас аварией, а что — просто поломкой.

Кӗтмен япала // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Машинӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн авари мӗншӗн пулнине палӑртакан комисси авари пулнӑшӑн бензин айӑплӑ пулнине палӑртрӗ.

После осмотра машины аварийная комиссия пришла к выводу, что в аварии повинен бензин.

Бензина тӗрӗслесе пӑхни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ку свидетельство тӑрӑх, ҫак авари унӑн хӑй айӑпӗпе пулнӑ пӗртен-пӗр авари шутланнӑ.

Из свидетельства видно, что за все время это была у него одна-единственная авария по своей вине.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Кун пеккине пысӑк авари теҫҫӗ, ҫав тӗрлӗ пысӑк аварине Аделаидӑра тӳрлетнӗ пулать-ши, ҫук-ши?

Это была серьёзная авария, настолько серьёзная, что трудно было рассчитывать исправить её в Аделаиде.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вовка аварие пула, больницӑра выртнӑ чух, эпир ӑна курма пырсаттӑмӑр та, Вовка пире хӑй конструкцине йӑнӑш тунипе авари пулчӗ тесе каласа кӑтартрӗ, автомобильне ҫӗнӗрен тума сӑмах пачӗ.

Когда мы навещали после аварии Вовку в больнице, он нам объяснил, что взрыв произошел из-за ошибки в конструкции, и обещал переделать автомобиль.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

2011 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫӗр чӗтреннине пула Фукусима-1 АЭС-ра авари пулнӑ хыҫҫӑн унӑн фермӑна пӑрахса тухса кайма тивнӗ.

В апреле 2011 года после землетрясения и аварии на АЭС Фукусима-1 был вынужден бросить ферму и уехать.

Тоёхиро Акияма // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BC%D0%B0

Авари Нурӑспа Кӳлхӗрри ялӗсен хушшинче пулнӑ.

Авария случилась между деревнями Калинино и Кюльхири.

Вӑрнар тӑрӑхӗнче «Газель» водителӗ аварире вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37447.html

Паян Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче авари пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар тӑрӑхӗнче «Газель» водителӗ аварире вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37447.html

Авари бригадине чӗнсе те чӑрманмалла мар.

и не тратить на это время аварийной бригады.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫав каҫ портатив радиопа эпир Чернобыльте хӑрушӑ авари пулнине пӗлтӗмӗр…

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫавӑнпа авари нумай — электролинисемпе оборудовани юхӑннин кӑтартӑвӗ 70% иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗр тӑрӑ» айӗнче шанчӑклӑрах // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/tara-ayenche-shanchaklarah

2023 ҫулхи сакӑр уйӑхра республикӑн тӗп хулинче 88 автобус хутшӑннипе авари пулнӑ, унта 119 ҫын аманнӑ.

За 8 месяцев 2023 года в стoлице республики произошло 88 ДТП с участием автобусов, в которых 119 челoвек получили ранения.

Уфара эрне тӑршшӗпе "Автобус" операци иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... et-3433558

Ӗнер каҫхине 20 сехет те 50 минутра Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, авари пулнӑ.

Вчера вечером в 20 часов 50 минут на выезде из Чебоксар, на Вурнарском шоссе произошла авария.

Вӑрнар ҫулӗ ҫинчи аварире 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35782.html

Вӗсем авари мӗне пула сиксе тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ», - тесе ҫырнӑ хӑйӗн телеграм-каналӗнче Владимир Севастьянов.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ аварире тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/inkek/2023-08-20 ... ln-3395422

Пӗр авари Улатӑр районӗнче пулнӑ, тепри – Ҫӗмӗрле районӗнче.

Одна авария произошла в Алатырском районе, другая - в Шумерлинском районе.

Аварире аманнӑ мотоциклистсене вертолетпа Шупашкара илсе килнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35759.html

Ытлашши шанни, сапаланчӑк пулни хирӗҫӳ, авари е суранланасси патне илсе ҫитерме пултарӗҫ.

Сейчас излишняя доверчивость и рассеянность могут привести к конфликтам, авариям или получению бытовых травм.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Паян ирхине А-151 федераци автоҫулӗн 5-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ.

Сегодня утром на 5 километре федеральной трассе А-151 произошла авария.

Ҫӗрпӳ районӗнчи аварире 40-ри арҫын вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35660.html

Банк карточкине блокировка туса пӗлтерни, ҫывӑх ҫын авари туса е наркотик сутса полицие лекнӗ тесе хӑратни, шӑнкӑравласа курьера яма е ҫула май унӑн телефонӗ ҫине укҫа-тенкӗ хума ыйтни тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳре тимлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bbe/

Авари пулнӑ е пушар тухнӑ – вӗсем чи малтан пулӑшма ҫитекенсем.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех