Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юнашар сăмах пирĕн базăра пур.
Юнашар (тĕпĕ: юнашар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таня фуфайкине хыврӗ те тилӗ е сӑсар тирӗсенчен ҫӗлетнӗ пальтосемпе юнашар ҫакрӗ, вара пысӑк тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне тураса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Спаҫҫипӑ, — тет те хӗр, телейлӗ кулкаласа, кӑмӑллӑ шоферпа юнашар кӗрсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗчӗк пӳлӗмре икӗ кравать юнашар пекех лараҫҫӗ, вӗсен хушшинче — пӗчӗк сӗтелпе икӗ пукан.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ сана Коля Шатров пирки чӑнласах шутлатӑн пуль тесеттӗм… унӑн сӑн ӳкерчӗкне тӑван пиччӳпе юнашар ҫакса усратӑн та…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унтан, виҫҫӗшӗ те юнашар ларса, паттӑр хӗр сӑнне ҫавӑркаласа пӑхрӗҫ, ӑна юратса та хӗрхенсе калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Совинформбюро хыпарӗсемпе юнашар — Рита Романова ҫырнӑ пысӑк статья.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Савнипе юнашар хӗвеле тӗл пулма Кам хывать-ши паян сукмаксем?

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Савнипе юнашар хӗвеле тӗл пулма Эп хываттӑм унта сукмаксем.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Пирен икӗ питомникӗ лесничество кантурӗпе юнашар пекех пулнӑран, эпӗ унта кун каҫиччен 6-7 хут чупаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унпа юнашар вӑрманта нумай ҫул хушши ӗҫленӗшӗн панӑ значокӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл килмелли ҫул квартал просекӗпе юнашар пекех.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тимафи обходӗнчен мар пулсан та, юнашар лесничествӑри хуралҫӑсен ҫухалма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хамӑр патра мар, юнашар кордонра.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кордон умӗнчи хӑмла лартнӑ пӗчӗк пахчана кӗрекен калинккепе юнашар класс доски пек вырнаҫтарса лартнӑ сарлака хӑмана асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Миҫе пин ҫухрӑм юнашар чупрӑмӑр-ши унпала ҫав ҫирӗм ҫул хушшинче!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Алексеев каласа пӗтерсен, Тимухха пиччепе юнашар кордонра пурӑнакан Петров Иван Петрович хуралҫӑ сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юнашар ялсенчен те темиҫе машинӑпа ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫавӑнпах пуль, юнашар полкри салтаксем те ун ҫине ӑрӑмҫӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Юратӑвӑн пӗчӗк те ансӑр сукмакӗсемпе урлӑ-пирлӗ кумса ҫӳресе, вӑл пысӑк та тӳрӗ ҫула асӑрхаман, ҫав ҫул унпа юнашар, унӑн умӗнчех выртнӑ, анчах ун ҫине тухма пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Юнашар пӳлӗмре электриксем пулас, республикӑна электрификацилесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе хӗрсех тавлашаҫҫӗ, темӗнле подстанцие урӑх вырӑна лартасси ҫинчен канаш тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех