Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юнашар сăмах пирĕн базăра пур.
Юнашар (тĕпĕ: юнашар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хама хам йӑваш кӑмӑллӑ кинӗмшӗн яланах кирлӗ ҫын вырӑнне хураттӑм, кинӗм чирлессе те эпӗ унпа юнашар пулманнипех чирленӗн туйӑнатчӗ».

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хамран ҫирӗм ҫула яхӑн аслӑ ҫын пурнӑҫ курнӑ ҫын пуль-ха, аванах пулӗ пурнӑҫ курнӑ ҫынпа юнашар, терӗм те…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Редакци чиркӳпе юнашар ларакан симӗс сӑрӑпа сӑрланӑ пӗр лутра ҫуртра вырнаҫнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

— Хаклӑ мар, «хӗрӳ путевка» пулнӑран пит йӳнӗ, — савӑнӑҫлӑн пӗлтерчӗ арӑмӗ, юнашар пырса ларса хулпуҫҫирен ыталарӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Каҫхи апат хыҫҫӑн ачасем ҫӗнӗ япаласене хӑйсемпе юнашар кравать ҫине хурса часах ҫывӑрса кайрӗҫ.

После ужина дети очень скоро уснули, положив обновки рядом с собой в кровать.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Юнашар вара хӳтӗлевре Елчӗк, Патӑрьел, Канаш, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Пӑрачкав округӗсен хастарӗсем тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Коробки пӗчӗккӗ, ӑна кравать ҫине юнашар хурса ҫывӑрма пулать.

Коробка была маленькая, и ее можно было поставить в кровать рядом с собой,

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Йытӑ ҫурие юнашар хурса ҫывӑрма выртрӗ.

И легла спать, положив щенка рядом.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Килте Настя Ксюшӑн пӗр хӗрачапа пӗр ҫуртлӑ ӳкерчӗкне шыраса тупрӗ те пӗлнӗ пек юнашар хӑйне ӳкерсе хучӗ.

Дома Настя отыскала Ксюшин рисунок с одной девочкой и одним домиком и, как умела, дорисовала на нем себя.

Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605

Ксюша пӗр пӳртпе, пӗр пӗлӗт таткипе юнашар пӗр хӗрача тата кӗтесре пӗр хӗвел ӳкерсе хучӗ.

Ксюша нарисовала одну девочку рядом с одним домиком с одним облаком и одним солнышком в углу.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Заводра Уфара хӑйсен представительствине те анлӑлатма хатӗрленеҫҫӗ, ҫакӑ та столицӑпа юнашар ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса пама ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Рязань труба завочӗн филиалӗ Пушкӑрт Республикинче производствӑна аталантарма шутлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3257055

– Вӑйсӑррипе юнашар утап.

– Идти со слабыми.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Настьӑпа Ксюша Павликпа юнашар тӑчӗҫ.

Настя с Ксюшей встали рядом с Павликом.

Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584

Тӗслӗхрен, мари халахӗнче муро куштамыш, 6 халӑх пирӗнпе юнашар пурӑнаканнисем вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрӗпе хутшӑннӑ, пӗр-пӗринчен чи лайӑххине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисен пӗрешкеллӗхӗ» курав // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60549

Вӗсемпе юнашар тенӗ пекех — Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Эс ху та Ярабаевпа пӗрлешме ытлашши васкарӑн, мана Наталь ытамӗнчен туртса илмеллеччӗ сан. Халь, ҫак самантра, вырӑн ҫинче юнашар выртаттӑмӑр тен?» — хӑй ӑшӗнче Инессӑпа калаҫрӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Эх, Микихвӗр, эс мана юхха хӗрарӑмпа улӑштартӑн», — терӗ те ҫӑмӑл машинӑна Ярабаевпа юнашар кӗрсе ларса таҫта куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Инесса арҫынна аллинчен карт! туртрӗ, хӑйӗнпе юнашар диван ҫине лартрӗ, ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл, тахҫан пӗрре ресторанта Нарспи Гавриловна сӗтел хушшинче темле арҫынпа юнашар ларнине асӑрханӑскер, пӗтӗмпех ӑнланчӗ: ку алӑк хупӑ уншӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Петр Васильевич, лутрарах тулли кӗлеткеллӗскер, вӑр ҫаврака пысӑк пуҫлӑскер, пӳлӗмре кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнкаларӗ те диван ҫине Тарановпа юнашар пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех