Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юнашар сăмах пирĕн базăра пур.
Юнашар (тĕпĕ: юнашар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юнашар ҫул ҫине, акӑ, хирӗҫ килекен пуйӑс ҫӗр ҫӗмӗрсе кӗчӗ те, пуҫ вӗҫӗнче пӗр хушӑ тӗнче кӗмсӗртетсе, ванса-ишӗлсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Эпӗ Данил Макаровичпа юнашар лартӑм пулин те, вӑл манпа калаҫма ерҫмерӗ — ун ҫумӗнче ывӑлӗпе кинӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Мӗн тума иккӗ чиксе ҫӳрен? — вӑл ман алӑри шӑрпӑк курупкине илчӗ те тенкел ҫине хаҫатпа юнашар пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Данил Макарович киоскра хаҫат туянчӗ те манпа юнашар тенкел ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Чиперех манпа юнашар вашлаттарса пыракан ҫын, аллея вӗҫне ҫитсен, сасартӑк чарӑнчӗ те ик-виҫ утӑм каялла ярса пусрӗ, ҫул хӗрринче йӑваланса выртакан ҫӗмрӗк кӗленчене пӗшкӗнсе илчӗ, инҫех мар сак вӗҫӗнче ларакан ҫӳп-ҫап сулчи патне утрӗ, ванчӑк кӗленче тӗпне типтерлӗн кӑна ҫав чул савӑта пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Пахчисем вӗсен юнашар пулнӑ тет.

И огороды у них были рядом.

Хуйхӑ суханӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/336

Юнашар сирӗн шухӑш-кӑмӑлпа килӗшекен ҫын пур.

Где-то рядом есть союзник, который разделяет ваши взгляды.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл траншейӑна пусӑрӑнтаракан трактор кабинине механизаторпа юнашар ларсах ӗҫ-хӗле тишкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Хытӑрах каланӑ сӑмах та чылаях тивет вӗсене Матюк инкерен, канма ларсан та ларнӑ-ларманах сиксе тӑмалла унпа пӗрле чух, ҫапах ялан унпа юнашар ӗҫлесшӗн вӗсем.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ун ҫинчен мӗн пӗлнине аса илсе ҫӳрерӗм, ун сассине пӗрле ларнӑ чухнехи пекех, юнашар утса пынӑ чухнехи пекех илтрӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ун вырӑнӗнче Улюкпа юнашар сап-сарӑ ҫӳҫлӗ, кӑн-кӑвак куҫлӑ йӗкӗт ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Машинӑра колхоз председателӗ Муравьев нихӑҫан та юнашар лармасть унпа: малти ларкӑча пӗтӗмӗшпе тенӗ пекех йышӑнакан шофер ҫумӗнче хӗсӗнсе пырас килмест ун.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Хир варринче пӗрре ҫеҫ мар юнашар выртса ҫывӑрнӑ Якуршӑн та ялан питӗрӗнчӗк пулнӑ ашшӗн чун-чӗри…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Тимӗркали хӑй шӑхлич калама ӑстаччӗ, шӑхличне йывӑҫ авӑрлӑ ҫӗҫӗпе юнашар пиҫиххирен ҫакса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Юнашар пӳлӗмрен ферма заведующийӗ, колхозри партком секретарӗ Авенир Платонович Ильтеменев тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Миҫе ҫул юнашар ларман-ха эпир?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Чӗкеҫпе юнашар пӗр енче колхоз председателӗ Никита Кузьмич Кольцов, тепӗр енче партком секретарӗ Авенир Платонович Ильдеменев лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Павӑл, ывӑлӑм, — картлашка ҫине юнашар ларма тесе лӑпчӑнчӗ Праски инке, анчах лараймарӗ, сӑмахне те каласа пӗтереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Мӗншӗн тесен этем капмар ҫуртсен вӗҫӗ-хӗрсӗр кварталӗсене ҫеҫ курасшӑн мар, машинӑсен сассипе заводсен шавне ҫеҫ илтесшӗн мар, вӑл ҫак ҫӗр ҫинче ытти чӗрчунсем те пуррине, вӗсемпе пӗрле е юнашар пурӑнса, хӑй ҫутҫанталӑк хуҫи ҫеҫ мар, унӑн пӗр пайӗ пулнине те сиссе-туйса тӑрасшӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл журналне юнашар пукан ҫине хучӗ, ҫӗрелле тинкерчӗ, пӗр хушӑ нимӗн шарламасӑр вӑрӑм хитре пӳрнисемпе креслӑна тӑкӑртаттарса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех