Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Кӗскисем

Анчах унта та Соня хӑйне валли канӑҫ тупаймарӗ: аялти палубӑра вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн утсем кӗҫӗнни е хӑйсен таканӗсемпе тимӗр плитасене кӗмсӗртеттерни, ҫав вӑхӑтрах тата вӗҫӗ-хӗррисӗр вӗсем кавлени е хартлатни — ирӗксӗрех вӗчӗхтернӗ Соньӑна.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпир, аслӑ куназ, сирӗн умӑрта икӗ тӗрлӗ тупа тӑватпӑр: Хусан ханлӑхӗнче пур ҫӗрте те Мускав патшалӑхӗн тивӗҫлӗхӗсене сыхласа, хӳтӗлесе пурӑнатпӑр: вырӑс патшалӑхӗпе вӑрҫӑ вӑрҫмастпӑр, Мускав хушмасӑр Хусанта нихӑҫан та хан лартмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

А.С. Пушкина, М.Ю. Лермонтова, Н.В. Гоголе, И.С. Тургенева, С.Т. Аксакова, Ф.М. Достоевскине, А.Н. Толстоя, А.П. Чехова, И.А. Бунина, совет саманинчи классиксене А.М. Горькине, А.Н. Толстоя, М.А. Шолохова ӑсталӑхӗсенчен тӗлӗнсе те киленсе вулаттӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Чарӑнмалла мар ҫӗртен чарӑнса апат тунӑ хушӑра ханӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫакна пӗлчӗҫ: Крыма Астрахань ҫарӗсем пырса кӗнӗ иккен, Тавридӑра хӑйӗнче вӑрҫӑ пырать, унта юлнӑ княҫсем Мухаммед-Гирее пӗтӗм ҫарпа часрах каялла таврӑнма тархаслаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мероприятин пӗлтерӗшне уҫса панӑ май Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пухӑннисем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чӗлхесен социаллӑ тата культура фукнцийӗсене сарас, вӗсен статусне вӗренӳ тата культура инҫӗшӗнче анлӑлатас ыйтусене хускатнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗрте — тӑван чӗлхе вӗрентекенсен форумӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11869.html

Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарас умӗн пӗлтӗр пуҫарнӑ проектсене те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗртес тӗллев тӑрать пирӗн умра халь, ҫӗнӗ акцисен юхӑмӗсене те тапратса ямалла, 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунине уявлама нумайрах ҫынна явӑҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ҫав хушӑра эпир, чӑвашсем, самаях вӑйлантӑмӑр пулас: пирӗн халӗ темиҫе театр, темиҫе аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, самаях интереслӗ кӗнекесемпе савӑнтаракан кӗнеке издательстви пур, тата ытти пуянлӑхсем те пур (патшалӑх паллисемпе ҫыхӑннисем).

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Тӗл пулӑва районти ҫар комиссарӗ В.Г. Мареев, ҫар ӗҫ комиссариачӗн 2-мӗш уйрӑмӗн начальникӗн аслӑ пулӑшуҫи Л.П. Пудова тата Мускаври ҫар университечӗн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекен А.Ф. Самылкин (Хӗрлӗ Чутай гимназийӗн выпускникӗ) хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20

Эпӗ, сӑмахран, лӑп выртакан ҫӳҫе хам сисмесӗрех вирелле якатса илетӗп, кӑткӑс ыйту сиксе тухсан сӑмса вӗҫне пӗр-икӗ хут сӑтӑркаласа илетӗп е хӑлха ҫаккисене хыпашлатӑп тата хӗр пӗвне кӗриччен алӑсене ҫурӑм хыҫӗнче тытса ҫӳреме юрататтӑм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Атя-ха, калаҫар ларса, — йӗкӗте хулӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ те вӑл вӑйла тенӗ пекех хапха умне, сылтӑм кӗтессе чавса ҫирӗплетнӗ вӑрӑмах мар тенкел патне тан-кӑлтаттарса пычӗ ӑна, тенкел ҫинчи юрне ҫӗлӗкпе сӑвӑрам пекки туса, вырнаҫма сӗнчӗ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Картаран катӑлса ӳкнӗ ытарайми тӑванне хӑйсем пурӑннӑ-сывланӑ чухне картарах хӑварма, асрах тытма асӑнса, пухӑннӑ йыш вӗсенчен тухман йӑлапа вилтӑпри тавра, инҫене-инҫене ӑсалакан кайӑк хур картилле, хуллен-хуллен шума-ҫаврӑнма тытӑнчӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Куҫ хӳрипе ҫеҫ йыхӑр, кӑчӑк ҫеҫ турт — пӗри теприншӗн тем те, тем те туса пама хатӗр; хуш, чӗн — юратнӑ ҫынни хыҫҫӑн ним шухӑшласа тӑмасӑр ҫӗр варринче тухса ыткӑнӗ ҫав этемми, чӗрине, юратӑвне чӗптӗм юлмиччен кӑларса тыттарӗ, тепри вара-а…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хаклашсан-хаклашсан, Ванькка акӑлчансен шинелне тӑватӑ пӑт ҫӑнӑхпа улӑштарчӗ, хӑй укҫипе ҫирӗмшер кӗрепенкке вир тата пӑрҫа, ҫул ҫинче ҫиме пӑртак кӑлпасси, кӗрепенккишӗн ҫичӗ пус парсах виҫӗ кулач, чӑмӑр пысӑкӑш виҫӗ катӑк сахӑр туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Малтанхи эрнесенче вӑл унчченхи пекех вырӑнпа выртрӗ пулин те ялан вӑй илсе ура ҫине тӑрасси ҫинчен, Урасметран уйрӑлса тухса таҫта ял вӗҫне мунча пек ҫурт лартасси, хӑйне сыватнӑшӑн унта ӗмӗр пӳлӗхҫе кӗл туса пурӑнасси ҫинчен калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Хальхи вӑхӑтра пӗр-пӗр тухтӑр патне лекес тесен пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса чӑрмав тӳсме тивет. Ҫӗнӗ поликлиникӑра тухтӑрсен уйрӑмӗсем пурте пӗр вырӑнта пулӗҫ. Ку пациентсемшӗн питӗ меллӗ», – палӑртрӗ районта пурӑнакан Роза Крючкова.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫӗнӗ поликлиника пулӗ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d1%80%d0% ... 83%d0%bbe/

«Ку лару-тӑрура лайӑххисене пулӑшмалла, Ҫӗнӗ Шупашкарти »Химпром« предприятин вара асӑннӑ лару-тӑрура хӑйӗн производствине ӳстермелле тата ҫӗнетмелле, Волгоградри предприяти ҫухатнӑ рынок пу-тӑкне тултарма тӑрӑшмалла», - хушса хучӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

— Чӑнах та, Шупашкарти Ленин район сучӗн кӑҫалхи январӗн 26-мӗшӗнчи приговорӗпе Моисеева Уголовлӑ кодексӑн темиҫе статйипе (ҫав шутра — 290 статьян 6-мӗш пайӗ) айӑпласа 11 ҫул та 6 уйӑхлӑха ирӗклӗхсӗр хӑварма, 280 млн тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

«Невски проспектра» Пискарев художник искусствӑна чунтан-чӗререн парӑнса тӑрать, вӑл хӑй шухӑшласа кӑларнӑ идеальнӑй тӗнчере пурӑнать, таврари пурнӑҫа, ҫӗр ҫинчи ултавлӑ та тискер йӗркесене тӗл пулсанах вӗсене чӑтаймасӑр вилсе выртать.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Кардин чӗтренӗ саспа: «Эп мар, господа, эп мар… Эп сирӗнпе пӗр шухӑшлӑ, ахалех эсир мана шанмастӑр… Паян та, ак, ҫак хута курсанах, — часрах ҫырса илтӗм. Систерес пулать кун ҫинчен паянах тесе, чупса килтӗм Феопемпт Анисимович патне» — терӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл, ҫӑлӑнӑҫ шыраса-тӑр, Ивашкӑна хӑйӗн ку таврара Северьян ятлӑ паллакан вырӑс дружинникӗ пурри ҫинчен, кунсӑр пуҫне вӑл Иван Дормидонтовича пӗлни ҫинчен такӑна-такӑна каласа пачӗ, темиҫе ҫул каялла вӗсене Кӑрмӑша ӑсатни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех