Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Кӗскисем

— Темшӗн ӑш вӑркать, хам та пӗлместӗп, — тарӑннӑн сывларӗ лешӗ вуттине пӑтратнӑ май, тимӗр кӑмакаран кӗл кӑларса.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ун пек пулсан — арӑма ӑнлантарса пама та пултарӑп: эрне хушши купарчи ҫине лараймӗ! — терӗ ҫав ҫынах ҫиллессӗн.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак тарана ҫити чӑвашсемшӗн чуна парса ӗҫленӗ пулсан, епле эпир халӑх тӑшманӗсене — большевиксене! — парӑнӑпӑр!

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ав кам ҫинчен каларӗ иккен Тенюков: венчете тӑман та, арӑм пекки пур ҫапах тесе», — шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче Эльгеев.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеевпа юлташӗсене выртаҫтарнӑ пӳлӗмре пурӗ сакӑр арҫын — пурте каникула канма тухнӑ студентсем пулнӑ иккен.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ирӗксӗрех пирӗн те вӗсем валли чӑваш чӗлхин ҫӳпҫинче тарӑн туйӑмлӑ сӑмахсем шырама тивет, — хавасланчӗ Эльгеев.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫула майӑн консерваторне кӗрсе тухмалли пурччӗ-ха манӑн та, — терӗ Эльгеев, Сашӑпа Евӑран уйрӑлма сӑлтав шыраса.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Савандеев юлташ кашни спектакль умӗн фронтри лару-тӑру ҫинчен халӑха пӗлтерме тӑрӑшнӑ, вылякансемпе те калаҫнӑ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑш вӑхӑтра тухса килме пултарнине мана пӗлтерсенех, эпӗ сан ятпа чӗнӳ хучӗ яратӑп, ҫула валли укҫа та куҫаратӑп.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ну вӑт, пӑшӑрханаттӑр Мишаран хыпар ҫуккипе, — терӗ те Павлуш, пиччӗшӗн адресне ҫырса илме ирӗк ыйтрӗ Соньӑран.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темшӗн эп хама ун умӗнче айӑплӑ пек туятӑп: мӗншӗн пирӗн шӑпасем уйрӑм пулчӗҫ, мӗншӗн эп унтан телейлӗрех пултӑм?

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кун хыҫҫӑн йӗри-таврана хаяррӑн пӑхса ҫаврӑнса пӑши вӑкӑрӗ тӳрех Ахтупай тӑракан тирек йывӑҫҫи еннелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет Тукай ҫурт-йӗрӗ умӗнчи ҫӗр купаласа тунӑ тем ҫӳллӗш синкер урлӑ ҫӑмӑллӑн сиксе каҫрӗ, пусма ҫине хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем хӗр ачана халь ӳкет, халь ӳкет тесе сехӗрленсе пӑхса тӑчӗҫ, лешӗ ӳкме шутламаннине курса тӗлӗнсе калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫҫӗмӗш кун пурӑнать ӗнтӗ элчӗ Крымски вал хыҫӗнче, виҫҫӗмӗш кун хӑй кӗтсе ывӑнни ҫинчен пӗлтерме кремле ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн тивӗҫпе ӗнер мана, Хусан ханне, тытса хупма хушрӑн, мана, вӑрӑ-хураха лартнӑ пек, йӗпе те сивӗ нӳхрепе лартрӑн?

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет ыррине те, усаллине те тавӑрса каламарӗ, анчах та ӗнерхи харкашу ӑна хӑйне те самаях шиклентерсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫеҫ мар-ха, юмӑҫ карчӑк алманчӑ тарҫине пӳртне те кӗртмерӗ, тем мӑкӑртатса алӑкне шалтӑрт ҫеҫ питӗрсе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахаль мар Паганини пуринчен ытла ҫав купӑспа калама юратнӑ теҫҫӗ, — сӗрме купӑс ҫине ытарайми пӑхрӗ ватӑ маҫтӑр.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Камӑн ытлашши пур, ҫав тырра хресченсен хӑйсен ирӗкӗпе обществӑлла амбара пырса хумалла, — ӑнлантарчӗ Вандюков.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех