Кӗскисем
Сумлӑ делегаци йышӗнче вице-премьерсем: экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков, сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов, промышленноҫпа энергетика министрӗ Александр Кондратьев тата ҫавӑн пекех цифра аталанӑвӗн министрӗ Михаил Степанов, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, бизнес-пӗрлешӳсен представителӗсем.
Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пыракан Чӑваш Ен делегацийӗ Петербургра пухӑнакан пӗтӗм тӗнчери XXVI-мӗш экономика форумне хутшӑнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/regi ... -chvash-en
Тивӗҫлӗ канӑва тухнисенчен Тимӗрҫкассинчи Галина Яковлева, Фаина Михайлова, Нина Михайлова, Изванкӑри Светлана Егорова, Фаина Васильева, Татмӑшри Галина Сергеева, Елизавета Афанасьева, Елена Багрова, Карачурари Наталия Павлова, Уйкасри Алиса Федорова, Вырӑс Сурӑмӗнчи Борис Николаев мӑшӑрӗпе, Шӗнтрешри Ольга Михайлова, Валентина Убасева, Любовь Коннова, Вутланти Галина Андреева, Тукачри Александра Михайлова хастарлӑрах пулчӗҫ.
Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Сӑн ӳкерчӗкре (сулахайран сылтӑмалла): Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ Петр Игнатьев, пирӗн ентеш — Шупашкарти 2 № Олимп резервӗн спорт шкулӗн директорӗ Николай Лисин, тӗп специалист-эксперт Любовь Степанова, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, кадрсемпе ӗҫлекен сектор заведующийӗ Анжелика Куданова, Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Алексей Гаврилов.
Спартакиада пуҫланчӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%81%d0%b ... %87%d3%97/
«Эпир ҫул ҫинче 30 кун ытла пулӑпӑр, 35 пин ытла километра парӑнтарӑпӑр, 150 ял-хулана кӗрсе тухӑпӑр. Акци харӑсах 5 тӑрӑхра — Севастопольте, Архангельскра, Вырӑс утравӗнче, Дербентра, Брестра — старт илчӗ. Эпир пурте пӗрле ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Владимир хулинче пухӑнӑпӑр. Унтан пӗрлехи колонна Мускава каять. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче эпир Хӗрлӗ тӳрем тӑрӑх «Вилӗмсӗр полк» колонна пуҫӗнче Ҫӗнтерӳ Ялавне йӑтса утӑпӑр», — палӑртрӗ акци командирӗ.
Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
«Раҫҫей Федерацийӗн чикӗ хӗрринчи службин гражданла персоналне, личнӑй составӗпе ветеранӗсене Пограничник кунӗ ячӗпе саламлатӑп. Сирӗн професси уявне пирӗн ҫӗршывра анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ, Тӑван Ҫӗршыв чиккисене хӳтӗлекенсен мӗнпур ӑрӑвӗсене — пирӗн пин ҫуллӑх историн мӗнпур тапхӑрӗнче — авалхи вырӑс патшалӑхӗ пулса тӑнинчен пуҫласа паянхи кунчченех-халӑх ӑс-хакӑлӗн тата хисеплӗхӗн символӗ пулса тӑрать», - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Путин пограничниксене професси уявӗпе саламланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... an-3788306
Сӑмахран, «Йӗс шӑши - сӳс хӳре», «Пирӗн пӳртре кам хыткан», «Шӑлӗ пур - ҫыртаймасть», «Икӗ хырӑмлӑ, пӗр пилӗклӗ», «Мӗн чухлӗ ҫаврӑнать, ҫавӑн чухлӗ хулӑнланать», «Хӑй курпун, чунсӑр, ҫӗр чавать», «Ҫырмара икӗ майра ташласа ҫӳреҫҫӗ», «Шӑлӗ пур - ҫӑварӗ ҫук», «Тимӗр шӑллӑ карчӑк, ури сенӗк пек, пур тӗнчене тӑрантарать, хӑй выҫах пурӑнать», «Вӑрмана кайрӑм - касрӑм, ҫула тухрӑм - аврӑм, киле килтӗм - ҫӗлерӗм, варри - тиха тирӗ, хӗрри - пӑру тирӗ»…
Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26
Мероприятие Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов, Патӑрьел муниципалитет округӗнчи депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Николай Тинюков, Чӑваш Ен ветеранӗсен канашӗн председателӗ Александр Самылкин, республикӑри тата муниципалитет округӗнчи АПК ветеранӗсем, студентсемпе вӗренекенсем, Михаил Долговӑн тӑванӗсемпе ентешӗсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.
Ырӑ ӗҫӗн хакӗ пысӑк // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51651-yr-c ... khak-pys-k
«Вӑрӑм та ҫӑмӑл мар ҫулпа утрӗ ҫак хушӑра пӗлӳ ҫурчӗ: педагогсен династийӗсем улшӑнса пычӗҫ, вӗрентӳ мелӗсем ҫӗнелсе тӑчӗҫ, ӗҫе чунтан парӑннисем, ачасене кӑмӑлтан юратакансем хушӑнсах тӑчӗҫ. 87 кӑларӑмра 6319 ача алла документ илнӗ. Вӗсенчен 454-шӗ - медалистсем. Наукӑн тӗрлӗ отраслӗнчи 30 ытла паллӑ ученӑй пулни статистика ҫеҫ мар, ҫитӗнӳсен чӗрӗ историйӗ, вӗсем паянхи кун та шкулпа ҫыхӑнура», - терӗ юбилейпе саламласа Рудольф Селиванов.
90 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51082-90-c ... li-numaj-2
Ула Тимӗр пур-ҫук укҫапа — паянхи пӗртен-пӗр пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗпе — ҫыхӑннӑ кӗтмен-туман япала сиксе тухнипе ҫухалсах кайрӗ, пӗр авӑк чӗлхесӗрленнӗ пек чӗмсӗр тӑчӗ, вара, ним тума пӗлмесӗр, курткин малти кӗсйинчен ытти укҫинчен ҫырткаламаллисем туянма уйӑрса чикнӗ 1 тенкине васкамасӑр, хӑйне хисте-хисте, питнекуҫне хаяр чӗпӗтекен пӑрӑҫ чӑмланӑ пек йӳҫӗхтерсе-пӗркелентерсе кӑларчӗ те хӗрарӑмӑн ал лаппи ҫине, ҫӳҫ пӗрчи ҫине, йӑпӑшт хучӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Обществӑлла-политикӑлла ӗҫсене маттур хутшӑнакансене, тӗп библиотека библиотекарьне Н. В. Антоновӑна, «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующине А. О. Поляковӑна, Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн заведующине А. Н. Трофимовӑна Хисеп грамотисем, Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна, Тукай ялӗнчи библиотекаре Ц. А. Моторинӑна, округри тӗп культура ҫуртӗнчи халӑх театрӗн режиссерне М. П. Шумилкинӑна Тав Ҫырӑвӗ парса чысланӑ.
Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/
Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Предприятисем, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерсе, Тӑван ҫӗршыв валли продукци ытларах кӑларни, унӑн хӑй хакне йӳнетсе пыни, автоматизаципе механизаци, резервсемпе тата малта пыракансен опычӗпе туллин усӑ курни, перекетлӗхшӗн кӗрешни, ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе вӑйлатни, коммунизмла ӗҫ коллективӗсен ятне илессишӗн кӗрешни, коммунизмла ӗҫ ударникӗсен кулленхи пурнӑҫӗ, ҫичӗ ҫуллӑх ҫыннисемпе вӗсен ӗҫӗсем — ҫаксем пурте передачӑсенче тӗп вырӑн йышӑннӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Хӗллехи кермене ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кайни, шурӑ чехсене аркатни, чӑваш тӑрӑхӗвче алхаснӑ Калюков бандин юлашкийӗсене тытма пулӑшни, колхоз тунӑ ҫӗре ҫанна тавӑрса хутшӑнни, кӗҫӗн ывӑлӗсем пуҫ хунӑ хыҫҫӑн иртнӗ вӑрҫа хӑй ирӗкӗпе кайма тӑрса ӑна унта яманни («Шӗшлӗн» сулахай ури уксахлать) тата ытти, тата ытти пирки те шухӑш ҫӑмхине ҫӑмхалама тытӑннӑччӗ те — ҫывӑхрах, ҫӳл енчен, кулӑс сассине янках чун кӗни — ун чӗрине шартах ҫуй сапрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче ял уявне ирттерчӗҫ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округ депутачӗ Александр Зайцев, чӑваш халӑх поэчӗ Валери Тургай, Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Любовь Полякова, «Единая Россия» партин ӗҫ тӑвакан секретарӗ Людмила Макарова, «Родина» хресченпе фермер хуҫалӑхӗн директорӗ Анатолий Потемкин пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе саламласа малашне те ҫак ырӑ йӑлана пӑрахмасӑр ӑна малалла тӑсса пыма ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/
Анчах чӑкӑртӑш, шакӑрчаллӑ, тӗнккес, никрес, икӗ питлӗ Ҫтаппана — «тимӗр пӑрҫана», унӑн юман чукмар пек алли час-часах пуҫран ҫӳлерех ывӑтӑна-ывӑтӑна хӑпарнине, хӗрарӑмсене ӗнсисем хыҫне йӑва ҫавӑрнӑ шуйттансенчен ытла та чурӑссӑн, мурлансах тасатнине пӗлсе, ялта ун ҫумне яланлӑха тӗршӗнесшӗн, унпа пурнӑҫа пӗрле ҫавӑрасшӑн ҫунакан инкесемех е «пиҫсе ҫитнӗ, анчах татӑлмасӑр юлнӑ ҫырласем» — хӗрсем — «парка ӳснӗ ӗшнере» те тупӑнман.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ӑна уҫнӑ ҫӗре муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, администрацин строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗпе тирпей-илем управленийӗн начальникӗ Равиль Ямалетдинов, Турхан территори пайӗнначальникӗ Алина Антонова, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Семенов мӑшӑрӗпе, Раҫҫей спорт мастерӗ, Раҫҫей шайӗнчи категориллӗ судья Сергей Семенов, Иван Антонович мӑшӑрӗ Анисия Рыбкина тата ыттисем хутшӑннӑ.
Тренерсене асӑнса - турнир // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51804-tren ... nsa-turnir
Василий Краснов-Асли, Леонид Агаков, Александр Алка, Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Георгий Ефимов, Юрий Скворцов, Хӗветӗр Уяр, Анатолий Емельянов, Анатолий Кибеч, Александр Галкин, Василий Давыдов-Анатри, Мария Волкова, Мария Ухсай, Александр Кӑлкан, Юрий Сементер, Николай Теветкел, Лаврентий Таллеров, Любовь Мартьянова тата ытти вун-вун пултаруллӑ сӑмах ӑсти хӑйсен литература ӗҫӗсене чӑн малтан «Тӑван Атӑл» журналта кун ҫути кӑтартнӑ.
«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20
Пурнӑҫра, чӑнах та, ниепле ӗненмелле мар ӗҫсем пулса иртнӗ: салтаксем хӑйсен амӑшӗсемпе ашшӗсене шыраса тупма масар шӑтӑкӗсенчен тухса тӑнӑ, ашшӗсем вара, хӑйсем вилнине куҫ кӗрет курнисем каласа кӑтартнисене сирсе ярса, шурлӑх шывӗпе тулнӑ фугас шӑтӑкӗсенчен, лачакасенчен, ҫуртсен ишӗлчӗкӗсем айӗнчен, вут-ҫулӑмпа ҫунса кӗлленнӗ, снарядсен осколкӗсемпе сухаласа пӗтернӗ ҫӗр айӗнчен, ҫӗрелле пусӑрӑнса анакан тар тӗтӗмӗ ӑшӗнчен тухнӑ.
3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
«Ҫуралнӑ ҫӗршывра» (1951) ятлӑ сӑвӑсен сборникӗнче вӑл Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ совет воинӗсем мирлӗ ӗҫе гвардилле хастарлӑхпа тытӑнни ҫинчен тулли кӑмӑлпа каласа парать: вӑрҫӑра танкист пулнисем тракторсемпе комбайнсем ҫине куҫса лараҫҫӗ, саперсем ҫӗнӗ кӗперсем тӑваҫҫӗ, кавалеристсем выльӑх-чӗрлӗх фермисенче ӗҫлеҫҫӗ, ҫапӑҫусенче чапа тухнӑ командирсене ял ӗҫченӗсем пысӑклатнӑ колхозсен председателӗсем пулма суйласа лартаҫҫӗ.
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Нӑрваш Шӑхалӗнчи, Первомайскинчи, Турханти, Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш (ҫак кунхине те ФСКра ГТО нормативӗсене паратчӗҫ) тата Феизов ячӗллӗ Шӑнкӑртамри вӑтам шкулсенче, Пӑлапуҫ Пашьел, Ыхра Ҫырми, Сӑкӑт, Тутар Сӑкӑт территори пайӗсенче, Патӑрьелӗнчи тӗп больница, муниципалитет округӗн администрацийӗнче, 26-мӗш пушар чаҫӗн коллективӗсенче ГТО нормативӗсене тултарас тӗллевпе хастар ӗҫленине палӑртрӗ Анатолий Семенович.
Тимлӗхре - пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51798-timl ... -yjtusem-3