Кӗскисем
Проект тӗллевӗ хӗрарӑмсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ /ӗҫе вырнаҫнӑ чухне хумхануран хӑтӑласси, йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтересси, ӗҫ рынокӗнче харпӑр хӑйне иккӗленӳсӗр туясси, укҫа-тенкӗ енчен ура ҫинче ҫирӗп тӑрасси. Хӗрарӑмсен клубӗн иккӗмӗш ларӑвӗ ҫавра сӗтел евӗрлӗ иртнӗ.
Хӗрарӑмсен клубӗ ӗҫ тупма пулӑшать // Альбина ЛУКИНА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12511-khal-k ... t-41-11028
Выляса-кулса, илӗхсе-иртӗхсе тӑвайкки те «катаччи» ярӑнса кӑмӑл тултарсан, таврана ҫутӑ сӑрӑ ӗнтрӗк ҫапсан, туй-ҫуй шавӗ те самаях сӗвӗрӗлсен, пичӗсене нар тивнӗ ачасенчен нумайӑшӗ ытлашши арӑш-пирӗшленмесӗр, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмсисене нӑш-нӑш турткаласа, килӗсене саланчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Палӑртнӑ ӗҫсене туллин пурнӑҫланисем патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫӗҫ, документсене хатӗрлесе регионти Ял хуҫалӑх министерствине тӑратнӑ хыҫҫӑн тӑкаксен ҫуррине (вӑрман каснӑшӑн, йывӑҫсене турттарса тухнӑшӑн, уя кӑктымартан тасатнӑшӑн, ҫӗре акма хатӗрленӗшӗн) субсиди парса саплаштарӗҫ.
Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/
1980-1983 ҫулсенче больницӑна Александр Леонтьев, 1983-1986 - Владимир Родионов, 1986-1995 - Василий Осипов, 1995-2000 - Фанис Алеев, 2000 март уйӑхӗнчен пуҫласа 2001 июльччен - Елена Тукмакова, 2013 ҫулхи февральтен 2014 ҫулхи апрельччен Алексей Емельянов, 2014 ҫулхи апрельтен 2020 ҫулччен Галина Петрова ертсе пынӑ.
155 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52093-155- ... alli-numaj
Ҫак вӑрманӑн уссине чугун ҫул ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ял ҫыннисем тивӗҫлипех хаклаҫҫӗ, юратса та тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ, тимлесе тунӑ ӗҫ яланах илемлӗ, тӗплӗ, лайӑх пулать, Ку вӑрмана лартиччен, хӗллехи куҫ курми ҫил-тӑманлӑ та шартлама сивӗре, ҫав ҫынсем нихӑҫан ӑшӑ пӳртре канлӗн ларса курайман.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумӗ тӑхӑннӑ ҫын Микула ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ те: — Эсир те, ҫамрӑк ҫын, уссӑрах чӗрре кӗме хӑтланатӑр! Ухмахпа ҫапӑҫмаҫҫӗ. Ухмахран кулаҫҫӗ кӑна. Тата чӑваш тенишӗн те хурланма кирлӗ мар. Национальноҫӗнчен вӑтанакан хӑйне ҫын тесе шутламасть. Эсир ҫын вӗт! — терӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Арҫын ачасемпе хӗрачасем унта хаваспах ҫӳретчӗҫ, зачетсем паратчӗҫ, 2-3 блокран тӑракан ыйтусем ҫине хуравлатчӗҫ, фестиваль-конкурсра палӑратчӗҫ, презентацисем хатӗрлетчӗҫ, 5 кунлӑха Чӑваш Енри пӗрремӗш космонавт Андриян Григорьевич Николаев ҫуралса ӳснӗ яла - Шуршӑла кайни те асрах.
Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26
Пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Наталия Комиссарова, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, округри православи тата мӑсӑльман тӗнӗсен представителӗсем Сергий Скворцов иерей, Урмаел мечечӗн имам хатыйбӗ Рафаил Минадиев саламланӑ.
Раҫҫей кунне анлӑн паллӑ тунӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/14/%d1%80%d0%b ... %bd%d3%91/
«Ҫакӑн пек майпа ҫеҫ литературӑна тарӑннӑн вӗренме май пур, шкул ачи ҫакна ӑнлансан ҫеҫ вӗрентекенпе вӗренекен пӗрле хутшӑнса ӗҫлеме, тӗпчеме пултараҫҫӗ. Пурте ӑнланмалла чӗлхепе каласан, педагогӑн та, шкул ачин те 45 минут ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен шыравра пулмалла», - пӗлтерет В.Афанасьева.
Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html
Каҫхи хӑнасем асар-писер килсе кӗнипе туртӑнчӑкланчӗ пулин те — нимӗн те шарламарӗ-ха Иван Гаврилович, аллинчи черккине сӗтел варринерех тӗкрӗ те ар-ҫын пӑшатан пек куҫӗпе алӑк еннелле тӗллерӗ: хӑйне ял ҫинче чӗр мӑшкӑл кӑтартнӑ ывӑлӑн ашшӗ-амӑшӗ пирки темӗн ырӑ марри тӗв тӑвать, ахӑр.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир Тарзан хӑюлӑхӗпе «хӑмпӑланса», ун ирӗклӗх туйӑмӗпе хыпӑнса илӗхме васкаса, ҫиччӗ виҫкелесе, ӑна-кӑна тимлесе тӑмарӑмӑр — кама мӗнли лекнӗ, ҫав ҫамрӑк ҫӗмӗрт вуллине ярса тытрӑмӑр та, тураттисенчен ҫакӑнкаласа, вӗсем ҫине апла-капла, ылма-тӗлме пускаласа, ҫӳлелле улӑха пуҫларӑмӑр.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
- Кабинета хальхи йышши пысӑк технологиллӗ оборудованипе тивӗҫтерни вӗренӳ ӗҫне цифра ҫине куҫарас ӗҫри пысӑк та пӗлтерӗшлӗ утӑм шутланать, вӑл педагогикӑри ҫӗнӗ технологисене пурнӑҫа кӗртме, ҫавӑн пекех шкул ачисене паянхи пысӑк технологиллӗ пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшать.
Доска вырӑнне – интерактивлӑ панель // Н.СМИРНОВА. https://cv42027.tw1.ru/doska-vyiranne-%E ... panel.html
Тӗлӗк каласа парать-тӗк пӗлсех тӑр — Алексей пирки калать, тӗлӗкре вӑл ӑна курнӑ, кам та пулин ҫыру ҫинчен асӑнать-тӗк, Кӗтерне Алексейрен ҫыру кӗтни ҫинчен сӑмах хушать, ялта вӑрҫӑра кам та пулин вилнӗ текен хыпара илтсен, ывӑлне аса илсе хуйхӑрать: «Ҫав таврӑнтӑрччӗ, ҫав ан вилтӗрччӗ».
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсемпе пӗрле «Россельхозцентр» ФПБУн Канашри уйрӑмӗн тӗп агрономӗ М.Алексеева, ял хуҫалӑх уйрӑмӗн тӗп специалист-эксперчӗ С.Васильев, агрохими службин «Чувашский» патшалӑх центрӗн Канаш округӗпе ӗҫлекен тӗп агрохимикӗ В.Степанов тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Хире тухса хак панӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d1%85%d0 ... b0%d0%bda/
Кӗрешӳ пӗр самант хушшинче вӗҫленчӗ — Галимджан чӗркуҫҫине хутлатрӗ, аялалла анчӗ, Мӗтри ҫӗклесе илме тытӑнтӑр тесе ун айнерех кӗчӗ, Мӗтри ӑна пӗтӗм вӑйран ҫӗклесе илме тӑчӗ, анчах кӑшт каярах юлчӗ те, Галимджанӑн хурҫӑ пек карӑннӑ аллисем ӑна хӑйне ҫӳле ҫӗклесе ҫӗрелле тӑрслаттарчӗҫ.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӗпрен илсен, республикӑри яшсемпе хӗрсене Раҫҫей ҫамрӑкӗсен организацийӗн ҫулленхи ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнтарассипе, унта хутшӑнакансене тӗрлӗ методика сӗнӗвӗсемпе пулӑшассипе, каярах вара ҫӗнтерӳҫӗсене проектсене пурнӑҫа кӗртме хавхалантарса пырассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енпе Федерацин ҫамрӑксен ӗҫӗсен агентстви килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/pitr ... h-respubli
«Халӗ ӗнтӗ ҫак халӑх патнелле ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑхсен, мӗнпур ӗҫҫыннисен чӗрисемпе куҫӗсем туртӑнаҫҫӗ; вырӑс халӑхӗ ҫине вӑл тӗнчене кивӗ пурнӑҫӑн тутӑхнӑ сӑнчӑрӗсенчен хӑтаракан вӑй пулса тӑма тивӗҫ илнине чӑн-чӑнах хӑватлӑн пурнӑҫа кӗртессине пурте шанса, ӗненсе тӑраҫҫӗ…», тенӗ.
Мирпе коммунизмшӑн кӗрешекен аслӑ писатель // Аркадий Ӗҫхӗл. Ялав. — 1951. — № 6. — 4–6 с.
Шӑртлӑ ҫырӑ сухаллӑ арҫын, виҫ пӳрнипе чӗпӗтсе, студене те хисеп тӑвасшӑн пулчӗ, анчах шӑнтнӑ, «шӑнӑрсӑр» апат ниепле те ун аллине кӗресшӗн пулмарӗ: сӗтел ҫине вараласа, сӗрӗнкелесе, чыссӑрлатса, асамлӑ чӗнтӗрсемпе эрешлесе пӗтерчӗ — куҫ умӗнчех абстракционизм произведенийӗ ҫуралчӗ…
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
Ку чухне вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, кирлӗ пулсан, кирек кам та куар кодпа усӑ курса (кашни темӑн — хӑйӗн куар код) вӗсенче пулас профессипе ҫыхӑннӑ е вӗрентӳ тытӑмӗнчи тӑтӑшах улшӑнса тӑракан ҫӗнӗлӗхсем, тӗрлӗрен конкурссем ҫинчен тата ытти нумай-нумай информацие пӗлме пултараҫҫӗ.
Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/
Малтанах мероприятие хутшӑнакансемпе хӑнасем ачасен пултарулӑх изделийӗсен выставкипе, художество ӗҫӗсемпе, «Следопыт» шырав отрячӗн экспоначӗсемпе, «АККОНДСӖТ» ООО, «Тӑвайри ҫӑкӑр завочӗ» тата «Тӑвайри общепит» ООО тӑратнӑ сӗт юр-варӗпе тата ҫӑкӑрпа булка изделийӗсемпе паллашнӑ.
Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/