Кӗскисем
Ҫак питех те паха произведени совет литературин ылтӑн фондне кӗчӗ, П. А. Павленко — «Александр Невский», «Клятва», «Падение Берлина» ятлӑ чаплӑ кинокартинӑсен сценарийӗсен авторӗ.
П. А. Павленко // Ялав. Ялав. — 1951. — № 6. — 31 с.
Ҫак нихҫан манӑҫми синкере халалланӑ та ӗнтӗ Чӑваш наци библиотекин «Кӗмӗл ӗмӗр» /Серебряный век/ галерийӗнче уҫӑлнӑ Миша Григорянӑн «Чулсем йӗнӗ чух» /Когда плачут камни/ курава.
Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Пӗр самантлӑха хамӑн хӑрушӑ шухӑша пусарса чустапа ӗҫлес кӑмӑл пурччӗ, анчах атте мана сӗтел патне пыма кӑчӑк туртрӗ, кукаҫисенчен илсе килнӗ пӗчӗк чашӑкри кӗрпеклӗ пыла кӑтартрӗ.
Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Паллах, кашни шкулшӑн, паллах, учительсем, аслӑ класлӑ специалистсем, вӗсен хушшинче чи малтан темиҫе теҫетке ҫул тӑршшӗ профессие шанчӑклӑ юлакансем пысӑк мӑнаҫлӑх пулса тӑраҫҫӗ.
Шкулти чи лайӑх йӑла-йӗркесене упраҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ra-3895210
Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Ярослав Ильин тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса мала тухнӑ 28 вӗренекене грамотӑсемпе наградӑланӑ.
Маттур ачасене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%bc%d0%b ... %bd%d3%91/
Кӑҫал Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпӳлекри филиалӗнче «Дельта» ҫӗвӗ предприятийӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ шайра «ҫӗвӗ изделийӗсен ӑсти» професси илме пулать.
Кирлӗ специальноҫсене вӗренни ӗҫ хӑвӑртрах тупма пулӑшӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... sh-3904635
Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич ертсе пынипе республикӑра ӗҫлӗ канашлусем иртнине хаҫатра пӗлтернӗччӗ.
Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Ҫемҫерех йывӑҫ ҫулҫисем: ҫӑка, шӗшкӗ, ҫул хӗрринчи хурама ҫулҫисем — кӑнтӑрла тӗлнелле шӑрӑхпа ӗнтӗркесе шансах каяҫҫӗ те ерипен сулланкаласа тӑраҫҫӗ, йывӑҫӗ те сӗнксе ҫеҫ ларать.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Харлаттарма чарӑн тесе янахӗнчен тӗртетӗн те — тӳрех тарӑхса каять, тӳшеке-минтере ҫӗклесе мунчана уттарать е кӳршӗри кинеми патне вӗҫтерет, — яланхи пекех янравлӑн кулчӗ Улькка.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Путин Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва ӑнлантарса панӑ май Киев режимӗ черетлӗ масштаблӑ провокаци туни ҫинчен, ҫав шутра граждансем ҫийӗн пӗр чарӑнмасӑр пеме тытӑнни ҫинчен пӗлтернӗ.
Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва пула Путин вӑй ведомствисен пуҫлӑхӗсене пуҫтарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3877530
Ик-виҫӗ сыпкӑм тусанах, йӗкленсе, ӗҫме чарӑнчӗ: шывӗ пӑтраннӑ хыҫҫӑн тӑрӑлсах ҫитейменскер, лӑпӑрлапӑрскер, лӗпскер, ӑша кантармаллиех пулмарӗ, шӑл хушшинче йӑлха кӑчӑр-кӑчӑр турӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ачасем валли дидактика вӑййисем суйласа илнӗ, ҫав вӑйӑсенче вӗсем хӑйсем те сывлӑх начартарах ҫынсем вырӑнӗнче пулнӑ, ҫавӑн пек ҫынсене пурнӑҫра мӗн тери йывӑр пулнине туйса илнӗ.
"Улыбка" ача садӗнче Инвалидсен кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... rn-4041136
Проекта хутшӑнакансене - ача сачӗн воспитанникӗсене, шкулсенче вӗренекенсене, ача-пӑча библиотекисен вулаканӗсене Чӑваш Ен сӑнне ӳкерчӗксенче уҫса пама пултарулӑх заданийӗ панӑ.
Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Парка уҫнӑ церемоние ПР ҫар комиссарӗ Михаил Блажевич тата стратегилле пӗлтерӗшлӗ ракетӑсен ҫарӗсен ветеранӗсен республика комитечӗн председателӗ Анатолий Балтинский хутшӑннӑ.
Ситекпуҫӗнче "Патриот" парка уҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-4016147
«Былое и думы» — Герценӑн, Писемский романӗсем, «Воскресение» — Толстойӑн, Михаил Федоровӑн «Арҫури» алҫырӑвӗ тата Тайӑр Тимккин «Хальхи самана» брошюра исправник аллине лекрӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Шыва путакана ҫӑлнӑ ҫын, йӗпе тум-тирӗ тӑрӑх шыв юхтарсах, пристань патнелле утса килчӗ, унтан вӑл, хӑйне хирӗҫ тухакан ҫынсене сиркелесе, тӑвалла каякан пӑрахут ӑшне кӗрсе ҫухалчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Иртнӗ 2024 ҫулта кӑна Тӑвай тӑрӑхӗнчи хуҫалӑхсем 97 миллион та 365 пин тенкӗлӗх 29 единица ҫӗнӗ техника тракторсем, ҫӗр ӗҫлекен, тырӑ сӑвӑракан тата типӗтекен машинӑсем туянма пултарнӑ.
Ҫуракишӗн ӗҫ пуҫланчӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... puclanche/
Киремет карти варринчи ватӑ ҫӑкан пысӑк тураттинчен каллех сӑваплӑ ҫӗҫӗ — анкар ҫакса ячӗҫ, кашни чӳке пыракан ҫавна алла тытса сӑваплӑ ҫӗр ҫине парнелӗх выльӑх-чӗрлӗх юнне тӑкрӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем патне ҫыру ҫырни те усӑсӑр, Арлашкина пирӗн председатель йӑпӑлтатма пӗлнӗшӗн юратать тесе пӗрин патне ҫырнӑччӗ те — тепӗр икӗ эрнерен ман ҫыру Аксанов аллине ҫаврӑнса ҫитнӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Сарпике» ятлӑ кинокартина, ӗлӗкхи чӑваш хӗрарӑмӗн калама ҫук тертлӗ те синкерлӗ пурнӑҫне кӑтартса параканскер, вулӑс активисчӗсене пурне те ҫав тери хурлантарса-пӑлхантарса ячӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.