Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Енчен те эпир хамӑра хамӑр таса пулма вӗренетпӗр пулсан – ҫӳп-ҫапа тӑкма, хамӑр хыҫҫӑн пуҫтарма, хамӑр урамра, хамӑр ҫурт патӗнче хӑтлӑх тума тӑрӑшсан, пирӗн тӑван ял та чиперленет.

Куҫарса пулӑш

Ситек ялӗ илемленет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... et-3791608

t-пе v-н малта ҫырса кӑтартнӑ пӗлтерӗшӗсен мӑшӑрӗсене координатӑсем тесе шутласа, вӗсем тӑрӑх тӳремҫи ҫинче А₁, А₂, А₃,… точкӑсем тупатпӑр та тупнӑ точкӑсене линипе ҫыхӑнтаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

— Романри тӗп пулӑмсем чӑн пурнӑҫран илнисемех /Уксах Тимур Аслӑ Пӑлхара аркатни, Мускав ҫарӗсем Хусан ханлӑхне ҫӗмӗрсе тӑкни, Хусан ханӗсен, хула-ял ячӗсем/, ытти енӗпе чӑнлӑх ҫук.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре ҫак пулӑшу программипе усӑ курас текенсенчен 4 пин заявка йышӑннӑ, 3,5 пин килӗшӳ тунӑ, 2,5 пин завяка пурнӑҫланӑ, 1000 ытла ҫӗр участокӗ патне газ илсе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫуртсене газификацилесе пӗтерес ӗҫе вӑйлатаҫҫӗ // А.АРТЮКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9702-ujr-m-c ... -v-jlatacc

Дмитрий Герасимович хамӑр тӑрӑхри Кивӗ Улхаш ялне (халӗ Ульяновск облаҫне кӗрекен Чӑнлӑ районӗнчи пысӑк сала) лекет, Михаил Герасимович – Пашьелне (халӗ Чӑваш Республикине кӗрет).

Куҫарса пулӑш

33 ҫул штурман пулса самолетпа вӗҫнӗ // Роза ЕГОРОВА. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... oletpa-vcn

Ма кӑшт кӑна маларах, Кӗҫени ырӑ-сывӑ, тӑн-тӑн, хаваслӑ чухне йӑлтӑр йӑлкӑшмарӑн-ши эс Матви асӗнче, ҫурхи чӗрӗлӳпе каҫӑхса савӑнакан шӑнкӑр шӑнкӑрч пек шарт-шарт ҫунат ҫапмарӑн-ши?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Этцельпе писатель 20 ҫуллӑха килӗшӳ тунӑ: Жюль Вернӑн ҫулталӑкра Этцеле икӗ роман е икӗ кӗнекерен тӑракан пӗр роман ҫырса памалла, Этцелӗн 20000 пин франк тӳлесе тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫакӑн пек сӑнанисем ӗнтӗ ҫакна кӑтартаҫҫӗ: куҫса пыракан япала хӑвӑртлӑхӗ улшӑннин сӑлтавӗ ӑна урӑх япала тивни пулса тӑрать; сахалтарах тивсен — хӑвӑртлӑх ытларах вӑхӑта пырать.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Шигалей валли хатӗрленӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ Карамышпа Тукай кашни кун «тутанса пӑхнипех» чылай чакрӗ ӗнтӗ, кун пек пулсан ҫӗнӗ хана Чалӑмра вӗри чейпе те мулкач какайӗпе ҫеҫ хӑналама тивет.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мана пӑхӑнакан арҫынсене ку енчен ҫывӑха ямастӑп, кайран сӑмах ан тухтӑр, ман адреспа шантаж ан пултӑр тетӗп, хӗрарӑмран ирттернипе арҫынсем ман хавшаклӑха, нихҫан та ан туйччӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Маларах, 2022 ҫулта, 3-12 уйӑхсенчи пӑрусене вырнаҫтармалли вите хута янӑ, ӑна тума — 57 миллион та 304 пин, ҫӳлте палӑртнӑ икӗ объект строительствинче 149 миллион та 762 пин тенкӗ тӑкакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Тапхӑр-тапхӑр лаша тулхӑрни, кустӑрмисем пӗр тикӗссӗн кӑлтӑртатса ҫаврӑнни, турта пуҫӗпе пӗкке хырса хӑмӑт пӑявӗ чӗриклетни темле асамлӑ кӗвӗ пек илтӗнсе чун-чӗрене килентереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Июнь уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Уфанет» компани черетлӗ социаллӑ проект пуҫарса янӑ – Файзи Гаскаров ячӗллӗ ташӑ ансамблӗн «Ташӑ – халӑхӑн чунӗ» ятпа республика тӑрӑх гастроль йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ташӑ – халӑхӑн чунӗ» уява «Шуратӑл ҫӑлкуҫӗсем» чӑваш халӑх ансамблӗ илем кӳнӗ // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/news/kultura/2024-06- ... -n-3827588

Патӑрьел муниципалитет округӗн «Паттӑр» спорт шкулӗн спортсменӗсем Карина Плечовӑпа Алексей Елкин (тренерӗсем А.Алексеевпа В.Глинкин) икшер хутчен хисеп пьедесталӗ ҫине хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пьедестал ҫине - икшер хутчен // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51527-pede ... r-khutchen

Пӗр уйӑхра апат-ҫимӗҫ — 0,1, уйрӑмах ҫӑмарта — 7,5, ҫырла, ҫӗрулми — 2,1, варени, джем, повидло, пыл, ҫӑнӑх, мороженӑй, ашран хатӗрленӗ апат, сӗт тата унӑн юр-варӗ, сыр 1,5-0,5 процент йӳнелнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Тарҫӑ хӗрсем тархасланипе унӑн килне кайса хӑйӗн шӑпӑрне те илсе пымалла пулчӗ, каҫхине вара пахчари ҫӗр пӳртре чылайччен шӑпӑр макӑрни тата хӗрсем хурлӑхлӑн юрлани илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Торотау» геопарк директорӗ Артур Идельбаев каласа панӑ тӑрӑх, республика шалти туризма аталантарассипе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет, федераллӑ хыснаран нумай укҫа-тенке тивӗҫме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Глемпингсене – 1 млрд тенкӗ // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/novosti/2024-07- ... nk-3850169

Соня — врача, хӑй офицера тухсан килтисене пулӑшма та, Павлуша гимназирен вӗрентсе кӑларма та укҫа-тенкӗ ҫителӗклӗ пулӗччӗ. Ача-пӑчасем те «пӳрт тулли» пулӗҫ, чӑвашсем каларӑшле…

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӑваттӑмӗш кунне ирхине вӑрмантан таврӑннӑ пӗр старик хыпар кӗрсе пӗлтерчӗ: Ахтупайпа ун юлташӗсем Астакасси ҫырми патне пырса тухнӑ, килтисене вӗсем часрах лавпа пыма хушса янӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирень вӑрманӗнче пӗр чун та тӗл пулмарӗ, анчах унта юмахра каланӑ пек купӑс сасси те илтӗнмерӗ, шывран шурӑ кӗпеллӗ хӗр те ишсе тухмарӗ, чечек те татмарӗ, макӑра-макӑра та юрламарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех