Кӗскисем
Ҫавӑнпа кӑткӑсен ҫулӗпе малалла утрӑм та… ах, тарӑхса кайрӑм ҫа-ав, унта клеймо ҫапнӑ тӑрӑсӑр юмансене виҫҫе касса кайнӑ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
— Сатин ҫеҫ мар, пурҫӑн, чӑн-чӑн пурҫӑн тӗртме пуҫлатпӑр комбината пӗтӗмпех хута ярсан, — калаҫӑва хутшӑнчӗ виҫҫӗмӗш хӗр.
Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Питӗ ансат вӗт-ха: ҫула май каякан машинӑпа Хусана ҫитеҫҫӗ, унта хӑйсен ҫимӗҫӗсене сутаҫҫӗ те каялла пӑрахутпа хӑпараҫҫӗ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Мӗншӗн тесен журналистсем парти хушнине пӗр тӑхтамасӑр пурнӑҫлаҫҫӗ, партин хӗрӳ сӑмахне ҫавӑнтах халӑх патне ҫитереҫҫӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
5. Горизонтальлӗ тытнӑ пӑшалтан пуля 880 м/сек хӑвӑртлӑхпа тухса каять, тӗлленӗ точка горизонталь тӑрӑх 410 м инҫӗшре тӑрать.
3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Лена та хӑйӗн ҫине Ванюк пӑхкаласа илнине сисет, ҫавӑнпа та унӑн алли-ури ҫыхланать, ҫап-ҫаврака пичӗ пӗҫере-пӗҫере каять.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Пер-икӗ сехетрен куна пӗтӗм ял пӗлчӗ: пушар сарайӗ енчен ӳсӗрсем пырӗсене юриех ҫурса пӑрахма тӑрӑшнӑ пек юрлани илтӗнчӗ.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Лӑпкӑ иркӳлӗм пулӑсем ирӗкленсех выляҫҫӗ, шыв ҫийӗн хӳрипе ҫапса илеҫҫӗ те курса ӗлкӗрмелле мар хӑвӑрт куҫран ҫухалаҫҫӗ.
Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Чылай ҫывӑха ҫитсен Хусан ҫыннисен киммисем ҫинче те ахлатнӑ, вилес умӗнхи чун хавалӗпе кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унтан хамӑр хирсенче ӳсекен, пире тӑрантакан культурӑсем ҫинчен «Уй-хир юрри» ятлӑ сӑвӑсен пуххине ҫырма ӗмӗтленетӗп…»
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
Халь паллӑ, унӑн, следователӗн, ӗҫри тусӗсем нумайӑшӗ ҫавӑн пек «саккуна пӑхӑнмасӑрах» хӑйсен ӗҫне пит маттур туса пынӑ…
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Лукарье ылтӑн укҫа кӑларса кӑмака ҫумне пычӗ те: — Ваҫухха аппа, ме-ха сана кучченеҫ! — тесе, юмӑҫӑн ывӑҫ тупанӗ ҫине хучӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кунта, миххе урайне лартсан, сӗтел ҫинчи шурӑ ҫивитти витнӗ тулли карҫинкка ларнине, ун ҫумӗнче енчӗк выртнине асӑрхарӗҫ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Паян ятарласа «квадробер» сӑмаха Яндекс урлӑ тата Кукӑль урлӑ шыраса пӑхрӑм: ҫук, пирӗн сайтсем ку темӑна ҫутатман пулас.
«Квадробер» сӑмах чӑваш чӗлхине те кӗрсе кайрӗ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/501
— Эс, ара, мӗн, Шӗшлӗ мучи (ҫамрӑксем ӑна хӑйсемхушшинче чӑн ячӗпе мар, «Шӗшлӗ мучи» тесе чӗнеҫҫӗ), ма мана пит кураймастӑн?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир хамӑр суту-илӳ мулне ҫырана пушатма килӗшмесен вӗсем хӑйсемех лашисем ҫинчен анса пирӗн кимӗсене ҫаратма пуҫларӗҫ.
Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Сергейпа Саша ҫуллахи каникулта та пӗрле: е пулӑ тытма ҫырма хӗррине кайса лараҫҫӗ, е шкул таврашӗнчи ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
Ӑмӑрту пӗтӗм-летӗвӗсемпе 1-мӗш вырӑна Бахтияр Мресов ҫӗнсе илчӗ, Булат Яфизов — 2 вырӑна, Рафаэль Дамаев 3 вырӑна йышӑнчӗҫ.
Вӗҫсе пырап... картингра // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... -kartingra
Михалапа Марье килсе ҫитнине илтсен, Санюк хирӗҫ чупса тухрӗ, ун хыҫҫӑн Хӗветӗрпе Сарт Ҫеменӗ тӑрантас патне пырса тӑчӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кун пек ӗҫ шала каяссине пӗлсе Ахтупай ӑна алла кӳсек тытиччен хӑваласа ҫитрӗ те пӗр-икӗ хут хыттӑн тапса ыткӑнтарса ячӗ.
4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.


