Кӗскисем
Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата тренерӗ ятсене тивӗҫнӗ Анатолий Николаева, Валерий Афанасьева, Алексей Краснова, Абдулла Камалетдинова, Мевлет Зейнетдинова, Валерий Платонова, Ферид Чабатова та асӑнмасӑр иртме ҫук.
Спорт шкулне - ҫур ӗмӗр // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51874-spor ... ne-cur-m-r
Унтан хӑйӗн пурнӑҫне мӗн пенсие тухичченхи кунчченех пичет ӗҫӗпе ҫыхӑнтарать: Ҫӗрпӳ район хаҫатӗнче пай пуҫлӑхӗ, нумай тиражлӑ «Рабочая жизнь», «Трикотажница», «Машиностроитель» хаҫатсен редактор ҫумӗ, редакторӗ, «Хыпар» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗн ҫумӗ пулнӑ.
Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.
— Эп ӑнланатӑп, — парӑннӑ пекрех, йӳҫҫӗн кулса илчӗ Виктор, — эсир халь мана ҫав тери хӑраса итлетӗр, сирӗн пӗр иккӗленӳ тепринпе ылмашӑнса пырать, эсир манӑн чӑнах политикӑллӑ программа, эсир питлесе тӑрӑ шыв ҫине кӑларма тивӗҫлӗ программа ҫук-ши, тесе хӑратӑр.
12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Раҫҫей Федерацийӗн Ҫул-йӗр правилисен 2.1.2 пункчӗпе килӗшӳллӗн, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе оборудованиленӗ транспорт хатӗрне ҫӳретнӗ чухне водитель хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе хӑйӗн те ҫыхӑнмалла тата пиҫиххипе ҫыхӑнман пассажирсене лартса ҫӳретме тивӗҫлӗ мар.
Автоинспекторсем рейд ирттернӗ // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... id-irttern
Ҫапах та вӑл Мукин таврӑнас шухӑша-ӗмӗте пӑрахман, паян-и, ыран-и наборлакан цех алӑкӗ умне килсе тӑратех, е хывӑнса-тӑхӑнмалли пӳлӗмре пытаннӑ вырӑнтан тухать те хулпуҫҫинчен ярса тытать, е хыҫран пырса юр хырмалли кӗреҫе пек пысӑк аллипе хӗрарӑм куҫне хуплать.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
«Планетӑ ҫинче мир — ачасем телейлӗ» экстремизмпа терроризм профилактики енӗпе ҫамрӑксен хушшинче ӗҫлекен программа шайӗнче, Калинин ял совечӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчӗ А.Д. Зиганшина «Эпир миршӗн, терроризма хирӗҫ!» ачасемпе пӗрле ӳкерчӗксем ӳкернӗ.
Пӗрлешсен ҫеҫ эпир пурте терроризма хирӗҫ тӑма пултаратпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... -r-3813220
Вӗсем, Светланӑпа иккӗш, пӗрне-пӗри ҫав тери юратнине те, Бардин хаҫат страници ҫинчен Светланӑна тинкерсе пӑхнине те, ҫав сӑнӳкерчӗке Светлана кашни ирех, ыйхӑран вӑрансанах, тӑричченех минтерӗ айӗнчен кӑларса пӑхма юратнине те сисмен ӗнтӗ хаҫатра ӗҫлекенсем.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Художниксем хушшинче халиччен хытса ларнӑ ӗҫ меслечӗсенчен хӑтӑлас, хӑйне евӗрлӗ урӑхларах ӗҫлес текен ҫамрӑка хӑшӗсем, уйрӑмах Кактышев Меркурий Павлович, хӑй вӑхӑтӗнче темӗнле чин-звани илме ӗлкӗрнӗ, кӑкӑр тулли орден-медаллӗ художник, питех килӗштермерӗҫ.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Герман Желтухин писателе Антип Николаевичӑн патриотла туйӑмӗ питӗ ҫивӗч пулни тӗлӗнтеретчӗ, вӑл Совет Союзӗн Геройӗсен – Зойӑпа Александр Космодемьянскисен амӑшӗпе, Мария Тимофеевнӑпа, Шупашкарта йӗркеленӗ тӗлпулӑвне хаҫатри тӗрленчӗкре пысӑк хак панӑччӗ.
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Кӑпӑш-кӑпӑш мӑк ҫине кӑпӑрт-кӑпӑрт пускаласа утса, арҫын ҫак делянкӑран умра та, хыҫра та вӗҫӗ курӑнман, сакӑн-сакӑн ҫеремлӗ (ку вырӑн вуншар ҫул каяллах вӑрман тӗпленӗ-тӑлпаланӑ хыҫҫӑн трактор икӗ касӑллӑ плугпа сухаланӑ пыллӑх пулнӑ пулас) ансӑр прачака тухрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, округӑн территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗ Альберт Кузьмин тата Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Карпов ӑшшӑн саламланӑ.
Ырлӑх-сывлӑх суннӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/10/18/%d1%8b%d1%8 ... %bd%d3%91/
Нина, Виталий хӗр илсе кӗнӗ тенӗ хыпара илтнӗ-илтенех (ку хыпара ӑна ирхи сӑвӑма турттарма ҫӳрекен шофертан тӑнласа юлнӑ Мукуҫ мучи пӗлтерчӗ), кунашкал мӑшкӑла кӗтмевскер, пуҫӗнчен йывӑр тукмакпа кӳнеттернӗ евӗр, асра ҫук ҫӗртенех пӗр тӑрука лӗпсӗр-р пулса тӑчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Калавҫӑ хӑй вара килти юсав ӗҫӗсене йӗркелекен, лайӑх кайӑк-кӗшӗк пӑхакан, картишӗнче чӑх, хур-кӑвакал, пахчаҫӑ - ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен садра, палисадникпе пахчара чун валли чечексем ӳсеҫҫӗ, сӗтеклӗ пахчаҫимӗҫ ӳсет, тутлӑ ҫырласемпе улма-ҫырла пиҫет.
Ҫемье ырлӑхӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-07- ... -h-3835235
Паллӑ чӑваш турханӗсем Мускава кайма хатӗрленнине илтсе Чалӑм таврашӗнчи ҫармӑс мӑрси Акпарс пырса ҫитрӗ ун патне, хӑйӗн калаҫӑвӗпе нумай тытса тӑчӗ вӑл ӑна, унтан никам чӗнмесӗрех кӳршӗсемпе пӗлӗшсем, Сӑрьел ҫыннисем, ют ял ҫыннисем кӗпӗрленсе пыма пуҫларӗҫ.
13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Часах ӗмӗрлӗхех куҫне хупасса пӗлсессӗн вара вӑл тин тупӑннӑ юлташӗсене пухрӗ те хӑйӗн утаманӗ пулнӑ патька-патшан шанчӑклӑ ҫарпуҫӗ Укаслу-полковник ҫинчен мӗн пӗлнине, вӑл ертсе пынипе хӑйсем ӑҫта-ӑҫта ҫитнине, ирӗклӗхшӗн епле кӗрешнине пӗтӗмпех каласа пачӗ.
Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӑван республикӑмӑрӑн тӗп хулин юбилейне халалласа унта пӗлтерӗшлӗ мероприятисем чылай ирттерме палӑртнӑ: «Чи лайӑх троллейбус водителӗ» конкурс, шахматистсен «Шоколад кубокӗ», «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» фестиваль, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинне чысласси…
16 ҫула ҫитичченхисен юрамасть! // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %82%d1%8c/
Ирӗке тухнӑ Бессараби Молдави Автономилле Советлӑ Социализмлӑ Республикипе пӗрлешсе Советла Молдави пулса тӑнӑ хыҫҫӑн, Самсон Шляху пирвайхи ҫулсенче Кишинев хулинче десятник-строительте ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл илемлӗ литература произведенийӗсем те ҫырнӑ.
Самсон Шляху // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с. — 3 с.
Виҫӗ ҫул каялла «Укӑлча умӗнче» пьесӑпа /А.Чебанов/ чаршав уҫнӑччӗ, виҫӗмҫул сцена ҫине «Шӑпчӑк килчӗ пахчана» /Е.Федорова/ спектакль кӑлартӑмӑр, — каласа кӑтартрӗ Валентина Ильинична. — 2014-2015 театр сезонӗнче «Вова йӑмри» /Н.Артемьев/ спектаклӗн премьери пулчӗ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Куҫма мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех пуйма ӗмӗтленнӗ, пурӑнан пурнӑҫра ҫӗрӗк ҫӑпата та кирлӗ пулӗ тесе, кашни ӑпӑр-тапӑра хӑйӗн килне арлан пек туртнӑ, хуҫалӑха ҫирӗп тытса пыма тӑрӑшнӑ, ҫур пусшӑн чунне сутма хатӗр пулнӑ, арӑмӗпе ывӑлне те хӑй пек хытӑ чунлӑ тӑвасшӑн ҫуннӑ.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
«Асӑннӑ кӑтарту 6 процент шайне кармашать. Уйрӑм региона — Чӑваш Республикине, Пенза, Тамбов, Киров, Магадан облаҫӗсене, Ненец автономи округне — ырӑпа асӑнмалла. Вӗсен кӑтартӑвӗсем Европӑрипе, АПШрипе тата Японирипе танлашнӑ», — ҫирӗплетнӗ федераци министрӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№