Кӗскисем
Ҫук, Аньӑн пӗрре те ҫывӑрас килмест, вӑл ахаль кӑна куҫне хупса, пуҫне Володя кӑкӑрӗ ҫине хурса ларать, мӗншӗн тесен унӑн вӑхӑт юхӑмӗнче тата ҫывӑракан тӗнчен шӑп вырнаҫӑвӗнче нимӗн те пӑсас килмест, ӗмӗрех ҫапла кӑна, нимӗн те улшӑнмасӑр тӑтӑр, тет вӑл.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Вӑл Левентее эртел колхоза та пысӑк усӑ кӳни ҫинчен, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл кирлӗ япаласемех туса кӑларма пултарни ҫинчен ӑнлантарма пикеннӗччӗ, анчах лешӗ пӗрре пӗтернӗ эртел пирки нумай калаҫма кӑмӑл тумарӗ курӑнать, юлташне пӳлсех хыттӑн каласа хучӗ:
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, тӑван тӑрӑха аталантарма тивӗҫлӗ тӳпе хывасси, Чӑваш Республикин тулашӗнче ентешӗмӗрсене пулӑшса пырасси тата, паллах, ҫитӗнекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентесси — пирӗн тӗп тӗллевсем.
Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Тукай Хусана кайма хатӗрленет тесессӗн ку хыпаршӑн чи малтан ун тарҫисемпе тӗкӗрҫисем хӗпӗртесе ӳкеҫҫӗ: тарҫӑсемшӗн вӑл ҫук чух ӗҫ сахалтарах пулать, тӗкӗрҫӗсем темиҫе кун хушши хӑйсен килӗсенче ӗҫлесе ашшӗ-амӑшӗсемпе тӑванӗсене пулӑшма пултараҫҫӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хуҫа пӗр авӑк чунӗпе тӑлланса ларчӗ, вара, хӑйне хисте-хисте, пӑркӑчла-пӑркӑчла, хӑй урлӑ йывӑррӑн «ура ярса пускаласа», холодильник алӑкне шалтӑрт уҫрӗ, унтан виҫӗ пӗчӗк кукӑль (вӗсене пурне те кӑмӑска та пӑнтӑх ҫапнӑ) кӑларчӗ те сӗтел ҫине кӑпӑшт хучӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, ҫанталӑк пит шӑрӑх тӑнӑ чух ҫӑмарта час пӑсӑлать: иртнӗ уйӑхра Вӑрмар станцинче вӑхӑтра вагон тупса парайман пирки Ревер патне ямалли ҫӑмарта Мускава та ҫитеймен — тепӗр хут пӑхса тухса ҫуррине яхӑн килтех йӳнӗ хакпа сутса ямалла пулнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Тракторсем тӑвакан завода кулленех паха тарӑн пӗлӳллӗ пысӑк профессионалсем кирлӗ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем 300 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлеме проекта пурнӑҫа кӗртме хатӗрленеҫҫӗ», – тесе ырӑ хыпара пӗлтернӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин.
Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe
Ула Тимӗре пӗр касӑ ӑшӑ тинӗс хумӗ ҫупӑрласа, лӑпкаса илчӗ тейӗн, чӗринче халиччен тӳссе курман сӑпайлӑ шикпе хутӑш катари-катари тӗтреллӗ телей, янкӑрланса, йӑлтӑр-ялтӑр, йӑл-ял ҫиҫе-ҫиҫе, ҫиччӗмӗш тӳпенеллех, ҫӑтмах тӗнчинеллех «салют» тунӑн туйӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мероприятие пуҫтарӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов, район пуҫлӑхӗ Сергей Шерне, районти вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Лариса Сергеева саламларӗҫ, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума, ӗҫ кашнинех савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр тесе ырлӑх сунчӗҫ.
Професси уявӗсене паллӑ тунӑ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bf%d1% ... 83%d0%bda/
Ҫак кунсенче вӗсем Саруй ялӗнче тата Вӑрмар поселокӗнче, Арапуҫ, Кӗтеснер тата Мӑнҫырма ялӗсенче пурӑнакан, Вӑрмар поселокӗнчи социаллӑ пулӑшу кӳрекен учрежденине хӑйсем тӗллӗн час-часах килсе ҫӳреймен ачасене реабилитаци пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтернӗ.
Хевтесӗр ачасем тимлӗхре // Валентина ГУРЬЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12511-khal-k ... t-41-11028
Ӳкерчӗкре куратӑр: пӗр енче десантиксен «ашшӗ», Совет Союзӗн Геройӗ Василий Маргелов арми генералӗ, тепӗр енче кӑҫалхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла пуҫне хунӑ десантник, гвардин аслӑ сержанчӗ Александр Малов сӑнӗсем.
Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин оборона министрне Андрей Белоусова, РФ Совбез секретарьне Сергей Шойгуна, ФСБ директорне Александр Бортникова тата РФ Генеральнӑй штаб начальникне Валерий Герасимова Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явма пуҫтарнӑ.
Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва пула Путин вӑй ведомствисен пуҫлӑхӗсене пуҫтарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3877530
Телейлисен йышне Калининӑри Раҫҫей Геройӗ С.Ашихмин ячӗллӗ отряд, Н.Бударин тата А.Николаев ячӗллӗ ҫамрӑк космонавтсен, В.Федоров контр-адмирал отрячӗ, ҫамрӑк кадетсен шутӗнчи, ҫавӑн пекех Хӑмӑшри, Чӑрӑшкас Хирлепри, Вӑрманкасри шкулсен ачисем лекнӗ.
Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06
Кӑҫал Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулни ҫеҫ мар, хамӑр пурӑнакан тавралӑх, шыв-шур, ҫӑлкуҫсем, вӑрман таса та илемлӗ пултӑр тесе округра та, территори уйрӑмӗсенче маларах та тӑрӑшнӑ, халӗ те ӗҫлеҫҫӗ.
Чи лайӑххисен шутӗнче // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/28/%d1%87%d0%b ... %87%d0%b5/
Темле якӑлтирех хӗрпе кӗнӗ арҫын пит вӑр-варскер пулчӗ: ҫутӑ ҫутрӗ самантра, чӑматанне кирлӗ пек вырнаҫтарса хучӗ, унчченех сарса тирпейленӗ утиялсене сиркелерӗ, минтере пӑшт-пашт чышкаларӗ; унтан, Левене тахҫанах пӗлнӗн: — Атя, йӑпӑртлӑха тух, — терӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пӗрремӗш чупӑва регион Ертӳҫи Чӑваш Республикин Правительствин членӗсемпе, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе, район тата хула администрацийӗсен ертӳлӗхӗсемпе, предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе пӗрле хар тӑрса старта тухнӑ.
«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s
Игнатьевсемшӗн кӑҫалхи ӗҫҫи вӑхӑчӗ ырӑ пулӑмран пуҫланнине палӑртас килет: вырма ӗҫӗсене пурнӑҫлама техника маларах ытти хуҫалӑхсенчен тара тытнӑ пулсан халӗ вара пӗтӗмпех хӑйсем ӗлкӗрсе пырӗҫ, мӗншӗн тесен тин кӑна вӗсем ПАЛЕССЕ GS10 комбайн туяннӑ.
Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16
Пелепей хулинче ӳснӗ, 40-мӗш лицейран вӗренсе тухнӑ, сварщик профессине алла илнӗ, халӗ ӗнтӗ офицер званийӗ илнӗ взвод командирӗ, СВОра хутшӑнакан, хӑйӗн шӑпине Пишпӳлекпе яланлӑхах ҫыхӑнтарнӑ хамӑр ентеш декабрьте хӗрӗх ҫул тултарнине уявлама уйлать.
СВО боецӗ тӑван ҫӗршывӗпе мӑнаҫланать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... at-4037540
Асӑнса ирттернӗ митингра хисеплӗ хӑнасем, Игорь Николаевӑн ашшӗ-амӑшӗ, юнармеецсем тата Железноводскри художествӑпа строительство техникумӗн делегацийӗ, вӗсем хӑйсен патриотла тухса каланине кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех Пӗрремӗшсен активисчӗсем те пулнӑ.
Пишпӳлек районӗнче Игорь Николаева асӑннӑ кун иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3844563
Хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине каяс текенсен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи «Стань добровольцем» сервиса кӗмелле, унта кама илни ҫинчен калакан информаципе паллашмалла, анкета тултармалла, ҫитме меллӗ ҫар комиссариатне суйламалла, заявка ямалла.
Ҫӗнӗ сервис ҫара кайма // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/ce%d0%bde-% ... %bc%d0%b0/