Кӗскисем
Вырӑнти «Ҫавал» фольклор коллективӗпе халӑх пултарулӑхӗн районти ҫурчӗ ҫумӗнчи »Трак ен» ушкӑнӑн (ертӳҫи — Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Н. Никоноров) тата кунти хут купӑсҫӑсен ансамблӗн ӑсталӑхне курса савӑнчӗҫ.
Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30
Шкулсенче, вулавӑшсенче, культура ҫурчӗсенче Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ куравсем, тематика каҫӗсем, хӑюлӑх урокӗсем иртеҫҫӗ, вӗсем ҫӗршыва юратма тата унӑн пысӑк паттӑрлӑхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хаклама пулӑшаҫҫӗ.
Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/
Тӗркемлесе ҫыхнӑ утӑ куписем ҫинче унта-кунта хӑшӗ-пӗри тӗлӗрсе пырать, теприсем — хуйхӑ-суйхӑ пӗлменнисем — хуткупӑс хыҫҫӑн Саратов такмакӗсем юрла-каласа пыраҫҫӗ; унтах тата, чӑваш ачисем, салтак юрри те юрлаҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тӗрлӗ йышши спорт ӑмӑртӑвӗсенче ӑна ӳсӗмсем тума Чупайӗнчи шкулта чылай ҫул физкультура предметне вӗрентекен Александр Михайлович Ноздрин пулӑшса пынӑ.Ҫирӗп вӑй-халлӑ яш каччӑ Хусанти танк училищине вӗренме кӗнӗ.
Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v
Ял юбилейӗ кунӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан паттӑр салтаксен ашшӗ-амӑшӗсене – Людмила Ильина, Людмила Петрова тата Василий Агафонов – Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене ҫитӗнтернӗшӗн тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Ҫынсем ял историне пуянлатаҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2024 ... ta-3850193
Шӑматкун Патӑрьел районӗнче пулнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Правительство членӗсемпе, муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци мелӗпе канашлу ирттерчӗ.
Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
— Маюка амӑшӗн ултавлӑ ӗҫӗсем, унӑн каварлӑхӗ мӑйӗ таранах тӑрантнӑ пулас тата вӑл ӑна та хӑй ҫулӗпе утма хӑнӑхтарасран шикленнӗ пуль, ҫавӑнпах хӗр пуҫпа хӑй ирӗкӗпе ҫар ретне кайнӑ, — ҫирӗплетет Уй кассинчи Хвекле.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Республикӑра ӗҫ пуҫаракансене грант формипе хресченпе фермер хуҫалӑхне йӗркелеме, аталан- тарма патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме тытӑн-нӑранпа, 2012 ҫултанпа, районти пилӗк фермер пӗрер миллион тенкӗ илме тивӗҫ пулчӗ.
Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
Виҫ-тӑватӑ кун каялла ҫеҫ Яшма лавккаҫӗ патӗнче пыл та ҫу шӑкӑлтатса калаҫса, юрласа-ташласа хӑналаннӑ тӑван-хурӑнташсем Варсан Викторовича пурте пӗрле пытарчӗҫ пулин те, халӗ пӗр-пӗриншӗн тӑшмансем пулса уйрӑлчӗҫ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Юлашки вӑхӑтра тапхӑр-тапхӑр чӑтма ҫук ыратни те пулнӑ, анчах кун пирки никам умӗнче те ҫӑвар уҫса каламан, мӗншӗн тесен пӗр ҫын ыратӑвӗ — вӑхӑтлӑх ырату, халӑхӑнне шайлаштарсан, ытла та пӗчӗк, ниме тӑман япала пулнӑ.
6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ытти чухнехи пекех кӑҫал та ҫулсене тасатса тӑрас тӗллевпе виҫӗ подряд организацийӗ ӗҫлет: И. Рубцова, Л. Манзуркина индивидуаллӑ предпринимательсем тата Р. Санзяпов индивидуаллӑ предпринимательпе фермер хуҫалӑхӗ.
Хӗле кӗтсе илме хатӗр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51752-kh-l ... e-khat-r-2
Турхан ярлӑкӗпе пурӑнакан ҫын, мӑрса ырлӑхне тутанса курнӑ Тукай, ӗлӗк чӑваш ӗмпӗвӗ пулнӑскер, алманчӑ пулса кӗлмӗҫленмӗ-ха, ӑна арӑмӗ ытлашши каларӗ, анчах тек хир енче юлма та юрамасть, ку ӗнтӗ уншӑн тахҫанах паллӑ.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсене Афганистан ветеранӗсем, авторла юрӑсен фестивалӗсен лауреачӗсем Красноусольск салинчи Марс Хайруллин тата Салават хулинчи Сергей Шишкин, Ҫтерлӗри «Тавах» чӑваш халӑх ансамблӗ, вырӑнти ушкӑнсем шӑрантарнӑ.
Анатолий Михайлов пуҫарӑвӗ пурнӑҫа кӗнӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/asra-tytsa/2024- ... -n-3851750
«Геннадий Анатольевич пирӗн ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче паттӑрлӑх кӑтартса пуҫне хучӗ. Ӑна эпир асра тытма тивӗҫлӗ, эпир ӑна нихӑҫан та манмӑпӑр», — терӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов.
Манӑҫмасть астӑвӑм // Эльвира Ярмушова . https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... st-astavam
Пӗр картини айӗнче Липа пӗлтӗрхи календаре те курчӗ — Ятман амӑшӗ ун листисене ывӑлӗсемсӗр татса пыма та хӑяйман, календарь килтен чи кайран тухса кайнӑ ывӑлӗ уҫса хӑварнӑ числопах — июлӗн 10-мӗшӗпех ҫакӑнса тӑрать.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сергей тӑратса хума ӗлкӗрнӗ чикмек тӑрӑх хӑпарса, пуркине ҫӑмламас пысӑк ҫӗлӗк евӗр пуҫтарӑнса ларнӑ хуртсен айне тытрӗ, вӗркӗҫӗпе тӗтӗм вӗҫтерсе, хурт ушкӑнне йӑлтах пуркӑна пуҫтарчӗ, юлашкинчен михӗпе витсе хучӗ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Сире хӗрхеннӗ эпӗ ун чухне, ҫавӑнпа хамӑн туйӑма тимӗр тӑлӑпа тӑлланӑ», — ку сӑмахсем чӗлхе вӗҫнех ҫитнӗччӗ, анчах вӗсене каялла ҫӑтрӑм, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек каласан Аркаш умӗнче мухтаннӑ пекрех пулассӑн туйӑнчӗ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Вӗренӳ профильне пӑхмасӑр 10-11-мӗш классенче ӑс пухакансемшӗн 13 тӗп предмет пулӗ: вырӑс чӗлхи, литература, математика, информатика, ют чӗлхе, физика, хими, биологи, истори, обществознани, географи, физкультура тата ОБЖ.
Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/
— Расреши, кварди старшина, сана ыталаса чуптума! — хуҫӑк сӑмсаллӑ карттусне хывса, пурлӑ-ҫуклӑ сухалне якаткаласа, ҫамкаран чуптурӗ Варука ватӑ Хумкка, куҫҫульне тытса чараймарӗ, чӗтрекен ал тӳрчӗпе шӑла-шӑла илчӗ.
Салтаксем таврӑнаҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Эпӗ ун сӑмахне итлесе ҫунатланасшӑн троллейбусран тухас тесе ларкӑч ҫинчен сиксе тӑтӑм та салон алӑкӗ патнелле вирхӗнтӗм, анчах, шел, тухса ӗлкӗреймерӗм -алӑкӗсем шалтӑрт! хупӑнчӗҫ те «хурҫӑ ӑйӑр» малалла ӗрӗхтерчӗ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.