Кӗскисем
«Юл, ан кай, юрататӑп сана, Матви, таврӑн, чунӑм-савниҫӗм», — тесе кӑшкӑрса, хапха питӗркӗҫне шӑлтӑр-шалтӑр уҫса, хыҫҫӑн чулса тухса, хуса ҫитсе ӑна мӑйӗнчен уртӑнасси капланса, йӳҫсе-тӑвӑлса килчӗ Елькка ӑшӗ-чиккинче.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
5 ҫул хушшинче, 2019 ҫултан пуҫласа, «Культура хутлӑхӗ» проект шайӗнче республикӑри хуласемпе районсенче 25 учреждени хӑпартнӑ, реконструкциленӗ тата тӗпрен юсанӑ, 33 учрежденине хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ.
Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann
Чӗтрекен сасси, аран илтӗнмелле тухаканскер, чуна пырса кӗрет те унти мӗн-пур хӗлӗхсене туртса карӑнтарать, сӗм вӑрманта сасӑ янӑраса сарӑлнӑн, хумлӑн-хумлӑн вӗҫсе ҫӳрет: «Инҫете каятӑн… аятӑн… ятӑн… тӑн… ӑн… н…»
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
— Ман халь пӗччен малашне мӗнле пурӑнас, кама шыв йӑттарас, кама кӗпе ҫутарас, кам урай сӗрсе парать, кама улма шураттарас, — пӑшӑрханса юлчӗ арӑмӗ машина ӑшне кӗрсе ларнӑ упӑшки ҫине пӑхса, — каҫхине килетӗн пулӗ-ха.
Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.
Завьялова халӗ вӑл ҫак хӗре ӑшӑтса лӑплантарасшӑн, хуть те мӗнле хӑрушлӑхран та хӳтӗлесшӗн, ҫак сквертан, тӗттӗмрен ҫутта, унчченхи ӑнланмалла та мар ырӑ пурнӑҫалла илсе каясшӑн хуть те мӗн тума та хатӗр пек туйӑнчӗ.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Халӗ ӗнтӗ кунта, хӑйӗн саккунлӑ ҫӗрӗ ҫинче, кам ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлет, ҫӗрне тислӗкпе ҫӗнетсе пырать, вӑхӑтра акса вӑхӑтра вырса ҫапать, кам выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе унӑн йӑхне ҫӗнетсе пырать — ҫавӑ пуйнӑҫемӗн пуйса пырать.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл кашни кун, кашни сехетрех ӗнтӗ тата пирӗн куҫ умӗнчех ҫуралса вӑй илет, пирӗн героикӑлла эпохӑн — халӑх пурнӑҫне революцилле улӑштарса ҫӗнетекен эпохӑн сӑп-сӑпатне уҫҫӑн палӑртса, пурнӑҫа ҫирӗппӗн кӗрсе пырать.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Вӗсемпе Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗн право тата кадр ӗҫӗсен пай начальникӗ Наталия Каргина паллаштарчӗ, комиссин 2025 ҫулта профилактика субъекчӗсемпе пӗрле пурнӑҫламалли тӗллевсене те палӑртрӗ.
Саккуна пӑхӑнни те, асӑрханни те кирлӗ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52014-sakk ... ni-te-kirl
Ҫак акци шайӗнче ачасем пирӗн ҫӗршыври Ҫӗнӗ ҫул кунӗ ӗҫре е службӑра, камӑн дежурство графикӗ уявсемпе канмалли кунсенчен килмест тӗрлӗ професси представителӗсем валли саламлӑ открыткӑсем тата парнесем хатӗрленӗ.
Раҫҫей ача-пӑча Хӗл Мучийӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... iy-4070500
Египетри пирамидӑсем, Вавилонри башньӑсем, Грецири гаваньсем, Римри кӗперсемпе крепоҫсем, Вӑтам ӗмӗрсенчи замоксемпе чиркӳсем — ҫак япаласене туни ӗнтӗ этеме тӗрлӗ механика пӗлӗвӗсен пуян материалӗсем парса пынӑ.
2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ватӑсемпе сусӑр ҫынсене социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерекен стационар уйрӑмӗн сотрудникӗсем уйрӑмра пурӑнакан ватӑсемпе сусӑрсене социаллӑ пулӑшу кӳрес ӗҫре малашне те «Социаллӑ туризм» проектпа усӑ курма планлаҫҫӗ.
Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_35 (11022) // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12387-numaj- ... -timl-khre
Ӑна-кӑна чухлакан ҫын чунӗпе сисмесӗр тӑма пултараймарӗ: Чураппана килте питӗрӗнсе ларма самаях кичем, тунсӑхланипе вӑл вӑхӑтне ниҫта хураймасть, ҫавӑнпа алманчӑпа ӑҫти ҫук ҫинчен кун каҫиччен калаҫса ларма хатӗр.
17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Эпӗ ҫӗр ҫинчи кашни этеме ҫемье ҫавӑрма, йӑх тӑсма, чун та чӗм пурӑнма пӗртен-пӗр чун савни пӳретӗп, анчах хӗрпе качча пӗр-пӗрин патнелле хывӑннӑ ҫултан час-часах аслӑ шуйттан — Сатана Дьявол — пӑрса, аташтарса ярать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тутарстан Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн Аппарачӗн «Суйлав» системине информаципе тивӗҫтермелли управленийӗн аслӑ специалистне Айгуль Ширияздановна Шакирована РФ Тӗп суйлав комиссийӗн Хисеп грамотине пачӗҫ.
Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634
Иртнӗ ҫулсенче диктант тексчӗсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Марина Карягина тележурналист тата чӑваш прозаикӗ Леонид Маяксем ҫырни тӑрӑх /«Асран кайми кун»/ хатӗрленӗччӗ.
Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Ҫапӑҫма ик енне те йывӑр пулчӗ: пӑлхавҫӑсен вутпа перекен хӗҫ-пӑшал сахал, стрелецсене ухӑпа лектерес тесен ирӗксӗрех ҫул хӗрне тухмалла; вырӑссем утсемпе ҫул пур ҫӗрте ҫеҫ вӑрмана кӗме, тӑшмана хӑвалама пултараҫҫӗ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӑна, ҫак ҫулсенче хуйхӑпа пӗтсе кӑн-кӑвак ҫӳҫлӗ карчӑк пулнӑскерне, туссем Арск улӑхӗнче, тыткӑнран хӑтарнисен хушшинче шыраса тупрӗҫ те яла тухса кайиччен кремль те пулин курса юлас тесе хӑйсемпе пӗрле илсе килчӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Калас пулать, Ухтер вилни Пулман Ишутшӑн пит салхуллӑ, Хӑйне тытман вал пӑлхануллӑ, Шутланӑ: пултӑр тур илни; Ҫапах ютра, ҫын умӗнче Хӑйне хӑй тытнӑ лӑпкӑ, мӗскӗн; Вӑл аслӑрах ҫын ҫумӗнче Пулман типтерсӗр, шухӑ, вӗҫкӗн.
XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Халӗ те, ҫутҫанталӑк ҫав тери илемле вӑхӑтра, ҫӗршывӑн ытарма ҫук хитре вырӑнӗсенче, кайӑксем юрланӑ самантра, ҫамрӑксем телейлӗн савӑннӑ сехетсенче, — «ӑҫта-ши ман Гаврик тусӑм» — тесе, эпӗ ӑна час-часах аса илетӗп.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
— Малтанхи черккене эпир, манӑн хаклӑ тусӑмсем, — терӗ пысӑк карачи Булат Ширин, — хамӑрӑн чаплӑран та чаплӑ ҫар пуҫӗшӗн, хамӑр патшалӑхпа тӗн шанчӑкӗ пулса тӑракан мухтавлӑ Сахиб-Гирейшӗн — Герай ханшӑн ҫӗклетпӗр.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.