Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Вара вӑл, шӑпах Костя тӗлне ҫитсен, ик урине ик еннелле сарнӑ та, вӗри ҫӗрулми Костьӑн ӗнсине лекме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Тен, эс сумламӗн, Шыв пухӑнать тумлам-тумламӑн, Ейӳ пулать те — вӑйланать, Вӑл пӗвене татса каять» «Мӗн ку?»

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Питӗ савӑнсан та йӗрет этем, питӗ хурлансан та, анчах савӑнӑҫ куҫҫулӗ те, хурлану куҫҫулӗ те тути-масипе пӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сасартӑк, пӗчӗк ача пек ӳлесе, Кардин пачӑшкӑ умне чупса пычӗ, ун хыҫҫӑн — каллех Александр Федорович патне:

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Акӑ, виҫӗмҫул пирӗн районта ҫул-йӗр условийӗн айӑпӗпе 5 авари пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын вилнӗ, тӑваттӑшӗ аманнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Коля кӗҫӗн алӑкне уҫрӗ те эпир тӗрлӗ тӗслӗ кроликсемпе вӗсен ҫурисем сиксе ҫӳрекен пӗчӗк картишне кӗтӗмӗр.

V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Лешӗ нимӗн ӑнланман пек ун ури умӗнче йӑваланать, вӗҫӗмсӗр: — Шеллесем, государь-император! Шеллесем! — тет.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ӗҫӗ ансатах мар-ха та, — ӑнлантарма тытӑнать ҫамрӑксене Татьян аппа, — паян ҫӑнӑхне алласа кӑвас хумалла.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Тняккӑнӑн та ӗҫӗ нумай: кадилӑна сулласа «вечная память» юрласси — ҫӑмӑл мар, каҫчен сассӑр та пулса ларӑн.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫул тӑршшӗпех «Сунарҫӑ халапӗсем» кӗнекери Лапшу Ҫтаппанӗ пек калаҫса, мухтанса, вӗҫкӗнленсе пычӗ Хӗлимун.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Ҫӗнӗ завод лартакансен йышӗнче ҫак йывӑр кӑмӑллӑ ҫын чун хавалӗ те улшӑнса ҫӗнелни ман питех те савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Иккӗмӗшне тултарчӗ — ӗҫсе яма ӗлкӗреймерӗ: ун ҫине ҫӗртине-ҫӳлтине хӑвармасӑр ятлакан карчӑкӗ сиксе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эс, Васяна, татах чиперленнӗ пулмалла, — йӑл кулчӗ Герасим Федотович, — ҫавӑнпа сана тӑруках паллаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Калюков, юлашки пӗтӗм вӑйне пухса, ӑҫталла кайнине хӑй те ӑнланмасӑр, пӗр ӳксе те пӗр шуса малалла талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ял ӗҫченӗ» хаҫата кӑларнӑ ҫӗрте И.И. Гладков 53 ҫул, Р.В. Шумова 44, М.П. Семенова корректор 38 ҫул ытла тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти пичет кӑларӑмӗшӗн савӑнатӑп // Альбина НИКИТИНА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... savanatap/

Анчах эпир Мӗша хӗрринче нумай тытӑнса тӑрасшӑн мар, Сӗве хули патне тухасшӑн, Салтыковпа ҫапӑҫса пӑхасшӑн.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Михал Степанчӑ турӑшсем, чиркӳсем, пирӗштисемпе святойсем ҫинчен нумай интереслӗ япаласем каласа пачӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫаплах хура кӑтра хыткан шофер ҫинчен шухӑшланӑ май Мирун пичче хӑй ҫамрӑк чухне шоферта ӗҫленине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

«Эс тахҫанхи, ху шыва путса виличченхи ҫинчен калатӑн. Халӗ йӑлтах урӑхла-ҫке», — ӑнлантарма пӑхрӗ Хӗлимун.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑюллӑн пырса кӗнӗ Курмышов ҫине вӑл пӗр хушӑ тӗлӗнерех пӑхса ларчӗ, унтан ҫывӑхри пукана тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех