Кӗскисем
Унашкал сӑмахсене яла Сормовӑра рабочи пулнӑ Мӑкки Козловский, Питӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ Александр Мясников, тӗрӗксемпе ҫапӑҫнӑ Сарт Ҫеменӗ, тӗрлӗ хуҫасен приказчикӗсем, учительсем, ытти иртен-ҫӳренсем илсе пыраҫҫӗ.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн Л.В. Левыйӑн 2024 ҫулхи июлӗн 11-мӗшӗнчи 90-р номерлӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Прогресс» акционерсен хупӑ обществин ячӗпе округ администрацийӗн ҫурчӗ умӗнче Ӗҫ Мухтавӗн ялавне ҫӗкленӗ.
Ӗҫ Мухтавӗн ялавне ҫӗкленӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %d0%bde-5/
Вӑл та питӗ пултаруллӑ та ӗҫчен пулнине палӑртмалла, халӑхпа тӗрлӗ мероприятисем ирттерет, ачасемпе те сахал мар ӗҫ илсе пырать, тӗрлӗ выставкӑсем йӗркелет, ял, вулавӑш йӗри-тавра тирпей-илем кӗртес ӗҫе те хутшӑнать.
Библиотекарь – пархатарлӑ ӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... rl-3850216
Вӑл эпӗ авланнине пӗлетчӗ пулин те, ман арӑм ҫинчен ыйтмастчӗ, мӗншӗн тесен Зина сӑн-сӑпачӗн илемӗ унӑн сӑн-сӑпатне ҫитейменнине ахаль те ӑнланатчӗ, Зина чун-чӗрин илеме унӑннинчен ҫӳлтине каллех ыйтмасӑрах пӗлетчӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Вӑл ҫавӑнтах, ҫыран хӗрринчи урамрах, ҫак хаяр пурнӑҫра хӑй валли вырӑн тупатӑпах, текех ӗнтӗ нихҫан та шыв юхтарса каякан, ыратмаллах ҫырана пырса ҫапакан турпас пулмастӑп, тесе сӑмах пани ҫинчен те каласа кӑтартрӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый ертсе пыракан ушкӑн Елчӗкри «Шевле» ача садӗнче, Елчӗк шкулӗнче, шкулӑн «Паха пӗлӳре» вырнаҫнӑ кӗҫӗн классенче, Аслӑ Таяпари филиалӗнче, Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗсенче пулчӗ.
Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/
Тахҫан иртнӗ ҫулсем ҫинчен паянхи кун картина лартнӑ чух режиссер, костюмер е гример темле тӑрӑшсассӑн та, вӗсем хӑйсен персонажӗсене шӑп та шай хӑйсем кӑтартас тенӗ тахҫанхи ҫынсем пек туса кӑтартма пултараймаҫҫӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Шайӑн-вӑйӑнла, шухӑшсӑр шухӑ вӑхӑтсене аса илнӗлле, чӑмӑрӗсемпе йӗкӗт кӑкӑрне тӑк-тӑк-тӑк тӑкӑртаттарса тӗкрӗ-тирӗнчӗ те Христина, савнийӗ ытамӗнчен вашт! хӑтӑлса, хӗр-ташӑҫӑ евӗр йӑрӑл-л! шуса тухрӗ урай варринелле.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӑваш халӑхӗ «Сурхури», «Кӑшарни», «Ҫӑварни», «Ҫимӗк», «Киремет карти» (кунта ӗлӗкхи Кавал пасарне те кӗртме юрать) йышши чылай пысӑк уявсенче тӳсӗмлӗх, ҫаврӑнӑҫулӑх, тавҫӑрулӑх, вӑй-хал виҫмелли ӑмӑртусем ирттернӗ.
«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc
Ҫакна илтсен ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ӑшӗ кӳтсе, чунӗ хурланса килчӗ: вӑл питне-куҫне аллисемпе хупларӗ те пӳртрен кил хушшине банка хупӑлчи пӑсӑлнӑ пахча-ҫимӗҫ газӗпе сирпӗннӗ пек вирхӗнсе тухрӗ, ӗне-сурӑх сарайне васкарӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, пысӑк шӑши тухнӑ ҫурӑкран пӗчӗккисем, ӑна-кӑна тӗшмӗртеймен айванккасем, пӗрин хыҫҫӑн тепри сике-сике тухрӗҫ, асли хыҫҫӑн телевизор ешчӗкӗ патне пырса ҫӗртри тӗпренчӗксене пуҫтарма тытӑнчӗҫ.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Район администрацийӗн АПК организацийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пайӗн тӗп эксперт специалисчӗ Сергей Васильев выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн иртнӗ ҫулхи кӑтартӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, ҫитӗнӳсемпе ҫитменлӗхсене уҫӑмлатнӑ.
АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/
Ут чуптарнӑ ачасем ӑна хӑйсене ҫакланнӑ пайран пӗр ывӑҫ аҫтӑрхан мӑйӑрӗ пырса пачӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ҫав-ҫавах лашасене ҫерем тӑрӑх уттарса ҫӳрекен Ахтупай патне уяв ячӗпе шап-шур пусма кӗпе тӑхӑннӑ Нухрат чупса ҫитрӗ.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Асра тытӑр, ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене лекес мар тесен, водительсем сире ҫул парсан е ҫуран ҫул урлӑ каҫнӑ чухне, тимлӗн, васкамасӑр, телефонпа калаҫмасӑр, музыка итлемесӗр, юлташсемпе калаҫмасӑр ҫул урлӑ каҫмалла.
Анатолий Михайлов: «Правилӑсене пӑхӑнмалла» // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-kanas-sn
Ҫак кунсенче муниципаллӑ округӑн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн экономика тата инвестициллӗ ӗҫ-хӗл секторӗн заведующийӗпе О.П. Козинапа Пурлушкинсен хушма хуҫалӑх ҫӗрӗнче пулса куртӑмӑр.
Кӑнтӑр ҫимӗҫӗсем ҫитӗнтереҫҫӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/09/%d0%ba%d3%9 ... %ab%d3%97/
Пӗлтӗрхи ҫӳллӗ ӳснӗ типӗ ҫумкурӑк хушшинче хурлӑхан тӗмӗсем темле мӗскӗннӗн курӑнса лараҫҫӗ, армак-чармак туратлӑ улмуҫҫисемпе чиесене ҫын алли пырса тӗкӗнмен темелле, пахчана талккӑшпех шӑрт пек хунав пусса илнӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Вӗсен йышӗнче Людмила Кинер, Илья Степанов, Евгений Федоров, Анатолий Печников, Земфира Яковлева, Владимир Федоров, Евгений Федоров, Иван Андреев, Николай Андреев, Олег Семенов композиторсемпе хайланӑ ӗҫӗсем те пур.
Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/
Декабрӗн 18-мӗшӗнче Хусанти 7-мӗш номерлӗ гимназире иртнӗ республика шайӗнчи «Инновацисен шкулӗ» семинарта аслӑ классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ «Живая инновация. Мышление XXI века» вӗренӳ пособине те хӑтланӑ.
Вӗрентӳ хыпарӗсем // Вера АЛЕКСАНДРОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7 стр.
Вӑл округра тӗрлӗ ӳсӗмри ырӑ чунлӑ ҫынсем сахал маррине, волонтерсем ҫӗршыв шайӗнчи тӗрлӗ акцисене активлӑ хутшӑннине, паян та ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене Елчӗксем пур енлӗн пулӑшу аллине тӑснине палӑртрӗ.
Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/
Уява Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ - финанс пайӗн начальникӗ Светлана Чернова, Туҫа территори пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Алена Мальцева хутшӑнчӗҫ.
Кивӗ Ахпӳрт шкулӗнче - хӑнасем // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51948-kiv- ... e-kh-nasem